Главная > Спорт

Спорт

 

Публикации:

  • Лайăх кăтартупа таврăннă 10.03.2023
    Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Красноармейск салинчи «Факел» стадиона хĕллехи спорт вăййисене кăмăллакансем пуçтарăннă. Вĕсем «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн фестивальне хутшăннă. Мероприятие Красноармейскри муниципаллă округăн пуçлăхĕ Борис Клементьев тата ГТОн Чăваш Енри регион операторĕн ертÿçи Светлана Григорьева уçнă. Канаш тăрăхĕнчен хĕллехи спорт фестивальне Ольга Безуглова, Галина Егорова, Иван Егоров тата Владимир Петров хутшăннă. Ольга Николаевна ...
  • Хучелсем йĕлтĕр спортне кăмăллаççĕ 17.02.2023
    Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче Канашри муниципаллă округра «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2023» ăмăрту иртрĕ. Çак спорт уявне çулсерен «Космонавт» лагерьте тата ял территорийĕсенче йĕркелеççĕ. Ăмăртăва уçнă хыççăн VIP-чупу старт илчĕ. Çак ушкăнта Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов мала тухрĕ, вăл Канаш тăрăхĕнче пурăнакансене ырă тĕслĕх кăтартрĕ. Унтан кĕçĕн çулсенчи ачасем йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç. Хучел шкулĕнче 2-мĕш ...
  • Спортпа туслă ачасем 10.02.2023
    Спорт кашни çын пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Унпа мĕн ачаран туслă пулмалла, вăл сывлăха çирĕплетме, пурнăçăн тĕрĕс çул-йĕрне суйласа илме пулăшать. Ара, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан ĕçкĕ-çикĕпе ашкăнмасть вĕт. Вăтакас Кипеч ялĕнчи «Пÿрнеске» ача садне çÿрекенсем те спортпа питĕ туслă. Вĕсем вăйăсен мĕнпур тĕсĕпе ирттерекен ăмăртăвĕсене хутшăнма кăмăл тăваççĕ. Кăтартусене кунран-кун лайăхлатса пыраççĕ. Пулас спортсменсем ...
  • Вăйăра туслăх çĕнтернĕ 03.02.2023
    Администраци структуринче тăрăшакансем пĕр-пĕринпе тĕрлĕ енлĕ хутшăнаççĕ. Кабинетсенче курнăçса пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса панипе кăна çырлахаççĕ текенсем йăнăшаççĕ. Ĕç хыççăн спорт залĕнче тĕл пулса тупăшма та вăхăт тупаççĕ муниципалитет службин ĕçченĕсем. Иртнĕ эрнере Канашри муниципаллă округăн спортсменĕсем Шупашкар хулине кайса килчĕç. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен ушкăнне Сергей Михайлов ертсе пычĕ. Вĕсем тĕп хулара Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ...