Воскресенье, 13 октября, 2024
Главная > Публикации > Ылтăнран та хаклă çыннăмсем

Ылтăнран та хаклă çыннăмсем

 Ĕçпе пиçĕхнĕ асаттепе асаннен аллисем пĕртте канма пĕлмеççĕ. Вĕсем патне хăнана килсен те ĕçсĕр ларнине кураймăн. «Алă-ура пур чухне ахаль ларни килĕшмест», — теççĕ хаклă çыннăмăрсем.

     Çак çулсем хушшинче темĕн те пулнă пурнăçĕнче: ачалăхĕ йывăр вăхăтра иртнĕ, вăл çуралса та ĕлкĕреймен — ашшĕне салтака илсе кайнă. Унтан тÿрех вăрçа янă, шел пулин те, тек таврăнайман вăл килне, çапăçу хирĕнче пуç хунă. Манăн ватă кукамай вара асаннене пĕччен ура çине тăратнă. Кăшт ÿссенех «куршанак çыпăçнă» асанне çумне: пысăккисен ĕçне кÿлĕнме тивнĕ унăн. «Сарă ыраш тинĕсне çурла тытса шалтан-шала кĕни халĕ те куç умĕнчех», — тет. Кăшт ÿссен асанне ялти фермăна ĕçе вырнаçнă, дояркăра вăй хунă. «Тăраниччен çиесси, çывăрасси çинчен ĕмĕтленме кăна пултарнă, халĕ вара мĕнле лайăх пурăнатпăр-çке», — тет асанне.
    Ферма ĕçĕ питĕ йывăр пулнă, анчах çамрăк чун çамрăк чунах: ĕçпе çеç пурăнман, савăнма та вăхăт тупнă. 1964 çулхи нарăс уйăхĕнче асаттепе асанне, Коняшкин Михаил Аркадьевичпа Данилова Юлия Даниловна, Янкăлч ялĕнче туй кĕрлеттернĕ. Вăл вăхăтра асатте те колхозра ĕçленĕ. Унăн пурнăçĕ пирки те каласа хăвармалла: асаттен ашшĕне вăрçа илсе кайнă, вăл та тăван çĕре, тăван килне таврăнайман. Хăйĕн ашшĕпе мĕнле сыв пуллашнине халĕ те астăватăп тет. Ашшĕ фронта тухса кайсан асаттен канмасăр ĕçлеме тивнĕ.
    Халĕ тăван çыннăмăрсем 53 çул алран-алă тытăнса пыраççĕ, пĕр ывăлпа тăватă хĕр ÿстернĕ. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тесе ваттисем тĕрĕсех каланă, пур ачи те ылтăн алăллă.
«Эпĕ аннен пĕртен-пĕр ача пулнă, анчах мĕнле йышланма пултартăмăр. Халĕ пирĕн Мишшапа иксĕмĕрĕн вунă мăнукпа виçĕ кĕçĕн мăнук, кĕçĕн мăнуксене тата та курăпăр-ха», — тет асанне савăнса.
    Манпа пиччене асаттепе асанне мăнуксем пек мар, ачисем пекех пăхса ÿстерчĕç. Хăйсем мĕн пĕлнине пире те вĕрентме тăрăшрĕç. Эпир вĕсене мĕнле юратнине, хисепленине палăртма сăмах та çитес çук. Тата та нумай çул пĕрле пурăнмалла пултăр сирĕн, хаклă çыннăмăрсем!

Алевтина КОНЯШКИНА
Янкăлч ялĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *