Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Виктор Ефимов ячĕпе асăну хăми уçрĕç

Виктор Ефимов ячĕпе асăну хăми уçрĕç

Лайăххисенчен лайăххисем, вăй питти çамрăксем пурнăçран уйрăлса кайсан чунра калама çук йывăр, тунсăх, чĕре хĕссе ыратать. Çав çухатăва нимĕнпе те тултарма, саплаштарма, тăванĕсемпе çывăх çыннисен кулянăвне нимĕнле те сирме çук. Çак çухатăва-ыратăва пĕр япала кăна кăшт çемçетме пултарать — астăвăм, ăнлану, хисеп…
Йăлмачча йĕкĕчĕ Виктор Ефимов та çутă ĕмĕтсемпе çунатланса ÿсни куç кĕрет, çакна унăн кашни ĕçĕ, ашшĕ-амăшĕн, вĕрентекенсен, юлташĕсен аса илĕвĕ яр уççăн кăтартса парать.
Юрий Васильевичпа Тамара Николаевна Ефимовсен çемйине 1988 çулхи июнĕн 3-мĕшĕнче «çĕнĕ кайăк» килнĕ — вĕсен пĕрремĕш ачи çуралнă. Виктор мĕн пĕчĕкрен пурне те пĕлме юратакан, аслисене сума сă- вакан, çывăх çыннисене юратакан-хисеплекен çын пулса çитĕннĕ. Шкулта пур предметпа та «5» паллăпа кăна вĕреннĕ. Историпе физкультурăна уйрăмах кăмăлланă вăл, вăрçă çинчен çырнă кĕнекесене вулама юратнă.
— 5-мĕш класран пуçласа 11-мĕшне çитиччен Виктора вырăс чĕлхипе вырăс литературине вĕрентнĕ эпĕ. Вăталăх классенче Вера Арсентьевна Никонова вĕсен класс ертÿçи пулнă, 10-11-мĕш классенче вара хам ирĕкпех çак класа илтĕм. Манăн хамăн ывăл та çак класрахчĕ те. Саккăрăн вĕренсе тухрĕç вĕсем 11-мĕш класран. Пурте тăрăшуллăччĕ. Виктор яланах питĕ лайăх вĕреннĕ. Мĕн пĕрремĕш класран пуçласах. 9-мĕш класа та отличникпа пĕтерчĕ, 11-мĕшне те ылтăн медальпе вĕçлерĕ. Вăл çар енĕпе каясса никам та пĕлмен, никама та каламан вăл, шкул пĕтернĕ хыççăн тепĕр çултан Мускаври çар академине вĕренме кĕчĕ, — аса илет В. Ефимовăн класс ертÿçи пулнă Алевтина Михайловна Андреева.
— Сăпайлă ачаччĕ. Ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăнă-ха Виктор? Питĕ тăрăшса вĕреннипе, тирпейлĕхĕпе. Юлташĕсемпе туслăччĕ, учительсене хисеплетчĕ, юрататчĕ, ашшĕ-амăшĕ те унăн вĕренĕвĕпе кулленех интересленетчĕ. Урокра питĕ тимлĕ итлесе ларатчĕ, килти ĕçсене тĕплĕн туса килетчĕ, — хурланса калаçать пĕрремĕш учителĕ Юлия Терентьевна Еремеева.
Шкул хыççăн Виктор Шупашкарти пĕр професси училищинче вĕренсе пурнăçра кирлĕ специальноçа алла илнĕ. Тепĕр çулхине, 2006 çулта, вара Мускаври Аслă Петĕр ячĕллĕ Стратеги пĕлтерĕшлĕ ракета çарĕсен академине вĕренме кĕнĕ. Пилĕк çул сисĕнмесĕр тенĕ пек иртсе кайнă. 2011 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнче Виктор Ефимов академин инженери факультетне ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ, ăна лейтенант, 2013 çулта аслă лейтенант званине панă. Кун хыççăн пирĕн ентеш Йошкар-Олара вырнаçнă 46404-мĕш çар чаçĕнче хĕсметре тăнă.
Калаçăва мĕншĕн иртнĕ вăхăт формипе пуçларăм-ха? 2016 çулхи июлĕн 20-мĕшĕнче Йăлмачча каччин, Вăтакас Татмăш вăтам шкулне ылтăн медальпе вĕренсе пĕтернĕ Виктор Ефимовăн чĕри тапма чарăннă. Сарăмсăр вилĕм унăн ĕмĕчĕсене татнă…
Сентябрĕн 21-мĕшĕнче Вăтакас Татмăш шкулĕнче Виктор Ефимов аслă лейтенантăн асăну хăмине уçрĕç. Хурлăхлă кĕвĕ çеммипе шкул ачисем çар çыннисем, çарти пурнăç, Тăван çĕршывшăн пуçĕсене хунă салтаксем çинчен çырнă сăвă йĕркисене вуларĕç. Кашни сăмахĕ чуна пырса тивсе куççуль кăларать. Çак çынна хăв та тахçантанпах лайăх пĕлнĕ пек туйăнать. Шкул фойинче В. Ефимова асăнса унăн докуменчĕсенчен курав хатĕрленĕ: класри, экзамена хатĕрленмелли ĕç тетрачĕсем, шăкăрин «5» паллă лартнă аттестатсем, ылтăн медаль, класран класа отличник пулса куçнăшăн панă мухтав хучĕсем, ăмăртусенче мала тухнăшăн тивĕçнĕ грамотăсемпе дипломсем… Тетрадьсене уçса пăхмасăр чăтаймарăм. Арçын ача кăна мар, тепĕр хĕрача та унашкал типтерлĕ çырма пултараймасть. Мероприятийĕ хурлăхлă пулсан та вăл ентешĕсен, ачасен чунĕнче мăнаçлăх çуратма тивĕç пулчĕ.
Викторăн япалисене, вăл службăра тăнă çар чаçĕнче ÿкернĕ фильма курсан, ман шутпа, кашни ача чунĕнчех ун пек пулас килекен туйăм çуралмаллах.
Асăну митингне шкул директорĕ Ирина Дмитриева уçрĕ. Ун хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренÿ управленийĕн начальникĕ Юрий Алексеев, Канаш хулин, Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссарĕ Юрий Барышов, Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Аввакумов, ветерансен канашĕн председателĕ Руслан Иванов, В. Ефимовăн ашшĕ Юрий Васильевич, вĕрентекенсем, Викторпа пĕрле службăра тăнă юлташĕсем тухса калаçрĕç.
—  Ачасем, тăрăшса вĕренĕр, пĕр-пĕринпе туслă пурăнăр. Виктор пек пур енĕпе те пултаруллă пулма тăрăшăр. Сирĕн камран тĕслĕх илмелли пур, — çак шухăша палăртрĕ вĕсенчен кашниех.
Асăну хăмине уçма Дмитрий Жуков аслă лейтенантпа 11-мĕш класра вĕренекен Анастасия Иванова отличницăна ирĕк пачĕç. Пĕр минут шăп тăрса асăннă хыççăн пурте асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Ирина АНДРЕЕВА
Сăн ÿкерчĕксем
авторăн

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code