Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Çамрăк хоккеистсен районти турнирĕ иртнĕ

Çамрăк хоккеистсен районти турнирĕ иртнĕ

Массăллă тата ача-пăча спортне аталантармасăр чемпионсем çитĕнтерме çук. Çитĕннисен тĕллевĕ — ачасене аталанма майсем туса парасси, вĕсем хăйсене пур енлĕн кăтартма пултарччăр.
Кăрлачăн 14 тата 16-мĕшĕсенче ачасемпе çамрăксене физкультурăпа спорта явăçтарас, хоккейла ăста вылякан командăсене палăртас тĕллевпе тата «Ылтăн шайба» клубăн парнисене çĕнсе илессишĕн кĕçĕн тата вăтам ÿсĕмри шкул ачисен хушшинче район Спартакиади иртнĕ.
Вăтакас Кипечри хоккей курупкинче Сухайкасси, Ăвăспÿрт Кипеч тĕп шкулĕсен, Вăтакас Кипеч, Шуркасси, Янкăлч, Шăхасан вăтам шкулĕсен çамрăк хоккеисчĕсем вăй виçнĕ.
Спортсменсемпе курма килнисене райадминистрацин физкультурăпа спорт секторĕн эксперт специалисчĕ Алина Павлова саламланă. Командăсен ертÿçисемпе ăмăрту йĕркелÿçисене лайăх ĕçшĕн тав тунă.
Турнир кăтартăвĕсем тăрăх кĕçĕн ушкăнра Сухайкасси шкулĕн «Сугай» команди пĕрремĕш вырăн, Ăвăспÿрт Кипеч тĕп шкулĕн «Гранит» команди иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Вăтам классенче вĕренекен ачасен хушшинче пьедесталăн пусмисене «Гранит» (Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕ), Энтрияль, Шуркасси вăтам шкулĕсен командисем йышăннă.
Кашни ушкăнрах чи лайăх вратаре, чи лайăх хÿтĕлевçе тата чи лайăх тапăнса вылякана палăртнă. Çĕнтерÿçĕсене кубокпа, грамотăпа, медальпе наградăланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *