Воскресенье, Май 26, 2019
Главная > Публикации > Тăрăнсем, пĕрле пуçтарăнар

Тăрăнсем, пĕрле пуçтарăнар

Тăванлăх каçĕ

«Тăрăнсем, пĕрле пуçтарăнар» девизпа иртрĕ мартăн 1-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Вăрманкас Тăрăнта Тăрăн ялĕсен хаваслă та хумхануллă тĕлпулăвĕ.
Канаш районĕнчи Тăрăн ялĕнчи халăх çак тĕлпулăва тахçантанпах кĕтнĕ. Вĕсем ăрăва пуçласа яракансен çĕрĕ çине çитсе курма, унта пурăнакан тăванĕсемпе тĕл пулса калаçма, çывăхрах паллашма, тăванлăха çирĕплетме яланах ĕмĕтленнĕ.
Акă çитрĕ çав кун. Канаш енри Тăрăн ялĕн делегацине Шупашкар районне кĕрекен Вăрманкас Тăрăнта капăр чăваш тумĕ тăхăннă арçынсемпе хĕрарăмсем çăкăр-тăварпа, тулли сăра куркипе кĕтсе илчĕç. Хăнасене кĕтсе илекенсен хушшинче Чăрăшкасси ял тăрăхĕн ертÿçи Виталий Яковлевич Павлов, унти специалистсем, Вăрманкас Тăрăн шкулĕн директорĕ Валерий Павлович Васильев тата ытти хастарсем. Çавăнтах Валерий Павлович ертсе пыракан фольклор ушкăнĕн артисчĕсем чăваш юррисене пĕр вĕçĕмсĕр шăрантарчĕç. Мĕн тери хавас кăмăлпа кĕтсе илчĕ Канаш районĕнчи тăрăн ялĕн халăхне Тăван Çĕр!
Çитсе вырнаçнă хыççăн пирĕн делегацие ял тăрăхĕнчи уйрăмах паллă вырăнсемпе паллаштарма, курма илсе кайрĕç. Грузи Турă Амăшĕн Турăшĕн чиркĕвĕнче пулчĕç вĕсем, тăванĕсене асăнса çуртасем лартрĕç. Виталий Яковлевич ирттернĕ экскурси хăнасен чунне хускатрĕ.
Ун хыççăн тĕлпулу каçĕ Вăрманкас Тăрăн клубĕнче малалла тăсăлчĕ. Халăх йышлă пуçтарăннă кунта. Кашнин пит-куçĕнче хаваслăх çиçет, кăмăл-туйăм çĕкленÿллĕ.
Уява Чăрăшкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Павлов уçрĕ. Тараватлă, чуна пырса тивекен салам сăмахĕсемпе пуçларĕ вăл çак уяв каçне. Асăнмалăх парне, пейзажлă картина, парса чыс турĕç вĕсем Канаш енрен килнĕ хăнасене. Унтан Пайкилт ял тăрăхĕн пуçлăхне Вероника Вороновăна сăмах пачĕç. Вероника Владимировна клуба пуçтарăннă халăха ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн тав турĕ, пĕрремĕш тĕлпулу ячĕпе парне пачĕ. Çавăн пекех Канаш районĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Станислав Ильин, ветерансен канашĕн председателĕ Михаил Николаев сăмах илчĕç. Михаил Николаевич ветерансен пĕрлешĕвĕ тăвакан ĕçсем çинчен каласа пачĕ. Тăрăн ялĕсен историйĕпе, вĕсен тăванлăх çыхăнăвĕпе Чăваш Республикин наукăпа искусствăсен академийĕн пайташĕ Алевтина Волкова паллаштарчĕ.
Тăванлăх каçне Канаш районĕнчи Тăрăн ял клубĕн «Улах» фольклор ушкăнĕ чаплă концертпа тăсрĕ. Унсăр пуçне концерта «хĕлхем» эстрада ансамблĕ тата шкул ачисен «Вдохновение» ташă ушкăнĕ хутшăнчĕç, куракансем кашни номере тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Концерт çÿллĕ шайра иртни пĕтĕмпех пултарулăх ушкăнĕн ертÿçин Николай Семеновăн тивĕçĕ. Николай Михайлович уяв концерчĕ хатĕрленĕ кăна мар, хăй пĕччен те халăх умне тухса пултарулăхне кăтартрĕ.
Тĕлпулу каçĕ тем тĕрлĕ апат-çимĕçпе тулăх кĕреке хушшинчи ăшă калаçусемпе вĕçленчĕ.
Çак тăванлăх çыхăнăвне пуçарса яраканĕ кам тетĕр эсир?
Вăл питĕ сумлă çын, Чăваш Республикин наукăпа искусство академийĕн академикĕ Виталий Николаев. Виталий Николаевич нумай-нумай çул хушши Чăваш Республикинчи Тăрăн ялĕсен ăру историйĕсемпе кăсăкланса тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ. Шупашкар районне кĕрекен Анаткас Тăрăн ялĕнче çуралса ÿснĕскер, хăйсен тăрăхĕнчи тата пирĕн районти Тăрăн ялĕсенче пурăнакан çынсен ăру историйĕсене тĕпчесе хăйĕн ĕçĕсенче çырса кăтартнă. Килекен ăрусемшĕн мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлĕ çав ĕçсем!

Ăçтан килнĕ тăрăнсем?

Çулсем иртнĕ майăн Виталий Николаевича тĕпчевсем ирттерме йывăрланса пырать. Халĕ вăл ял историйĕсене малалла тăсма çамрăк ăрусене шанать. Пирĕн, çамрăкраххисен, вăл шаннине тивĕçлĕн пурнăçласа пымалла, тĕпчев ĕçĕсем ирттерсе ял историне пуянлатма тăрăшмалла.
Виталий Николаевич палăртнă тăрăх, пирĕн Чăваш Республикинче вун çичĕ ял ячĕ Тăрăн сăмахран тăрать. Хальхи вăхăтра хăшĕ-пĕри Тăрăн сăмаха çухатнă, теприсене пĕрлештерсе пĕр ятлă кăна хăварнă. Тĕслĕхрен, 1964 çултанпа Арçункасси темиçе Тăрăн ялне пĕрлештерсе тăрать: Арçункасси Тăрăн, Типвар Тăрăн, Енĕшкасси Тăрăн, Ытмар Тăрăн.
Малалла калаçу Канаш районĕнчи Кĕçĕн Çавалăн Кăвакалпа Хурлăхан юпписем хушшинче вырнаçнă Тăрăн ялĕ çинчен пырĕ. Малтанах çакна палăртмалла: Канаш енри Тăрăн Чăваш Республикинчи Тăрăн ялĕсем хушшинче чи çамрăкки, вăл халĕ 150 çулта кăна.
Мĕнле пуçланса кайнă пирĕн ял? 1860 çулсенче пирĕн яла пуçласа яракансем, Етĕрне тата Козьмодемьянски районĕсенчи Тăрăн ялĕсенче пурăннă çынсем, Кĕçĕн Çавал хĕрринчи илемлĕ вырăна пырса вырнаçнă: 5 çын Тăрăн ялĕнчен, Ытмар Тăрăнтан — 2 çын, Шинер Тăрăнтан — 2, Тойдеряк Тăрăнтан — 2, Энтимиркассинчен — 5, Тарăнçырмаран — 3, Лепетер Тăрăн ялĕнчен — 5, Типвар Тăрăнтан — 1 çын тата 5 çын мĕнле ялсенчен пулни хальлĕхе паллă мар. Çак çынсем пĕрне-пĕри пĕлнĕ, хăшĕсем çывăх тăвансем пулнă.
Сăмахран, Энтимиркассинчен Яков Фомин Кĕçĕн Çавал хĕррине хăйĕн вун пилĕк çулти ывăлĕпе Василийпе куçса пырса вырнаçнă. Хăйпе пĕрле пиччĕшĕн Иванăн ывăлне Егор Иванова çамрăк мăшăрĕпе, иккĕри ывăлĕпе Тимофейпа илсе пынă. Егор мĕн пĕчĕкрен тăлăх ача пулнă, Якку пиччĕшĕн çемйинче ÿснĕ. Куçса пынă тĕле Егор çемьеллĕ çын пулнă. Унăн арăмĕ, Анна Матвеева, Лепетер ялĕнче çуралса ÿснĕскер пулнă.
Ялта халь çак Егор Ивановăн йăхĕсем: Иванов Михаил иванович, Иванов Дмитрий Иванович, Иванов Николай Иванович (Иван Васильч Микули) ачисем, мăнукĕ-сем тата кĕçĕн мăнукĕсем.
Çавăн пекех Тăрăн салинчен куçса пынă Афанасий Семенов, Николай Михайлов, пиччĕшĕпе шăллĕ Софронпа Илья Ивановсем пĕр йăхран — Ялкай Четагачев йăхĕнчен пулнă. Халĕ ялта çак çынсен ăрăвĕ питĕ пысăк. Ял çыннисене ăнланмалла кĕскен каласан Афанасий Семенов йăхĕ: Филипповсем — Виктор Ильич, Иван Ильич, Петр Ильич Ильинсем, Сергей Данилович… Николай Михайловран кайнă ăрăва Тăрăнта Петрав Микули йăхĕ тенĕ: Аркадий Трофимовичсен, Борис Алексеевичсен, Микуçсен, пирĕн «Улах» фольклор ушкăнĕн ертÿçин Николай Семеновсен, Самойловсен (Марья аппа енчен), Аркадий ГавриловичсенСофрон Ивановичран кайнă йăх: Микихверсем, Ехрем Володисем… Илья Ивановран: Ситăр Мĕтрисен, Илья Егорчсен, Михал Данилчсен…
Паллах, вăл вăхăтра та çĕнĕ çĕре документсăр куçса вырнаçма юраман. Хусан кĕпĕрнийĕн хысна («казенная» вырăсла) палатин йышăнăвĕсем кирлĕ пулнă. Тĕслĕхрен, Шĕнер Тăрăн ялĕнчен куçса пынă Федор Якимов çакăн пек çĕнĕ çĕр çине куçма ирĕк панă 1239-мĕш номерлĕ документа 1868 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче илнĕ. Çакăн çинчен архив документĕнче çырса кăтартнă (ЦГА ЧР, Ф-312, Оп-1, Д-448).
Пирĕн патри Кĕçĕн Çавал хĕрринчи çĕрсене вара, Иккĕмĕш Кĕтерне патша указĕ тăрăх, çынсем куçса пыричченех пĕр 60 çул маларах, вĕсен ялĕсене уйăрса панă пулнă. Çак çĕрсем пирки 1794 çулхи Генеральнăй межевани текен архив документĕнче çапла çырнă: «…Отхожая земля, принадлежащая Ядринского уезда к селу Первому Турунову, выселку из деревни Второй Туруново и Козьмодемьянского уезда к деревне Второй Туруновой владения из чуваш ясашных крестьян: пашни – 115 десятин, сенных покосов — 4 десятины, лесу – 492 десятины, неудобной – 9 десятин, всего 621 десятина» (десятина – чăвашла «пилĕк» е «теçеттин», хальхи виçепе — 1,09 га). Çак документран паллă: 620 ытла гектар çĕртен 492 гектарĕ вăрман пулнă. Ялти ватă çынсем аса илнĕ тăрăх, чăнах та пирĕн Тăрăн ялĕн вырăнĕсем вăрманлă пулнă.
Ялти халăх хушшинче çÿрекен халап тăрăх, çĕнĕ вырăна чи малтан Юкур ятлă виçĕ çамрăк çын юлан утпа пырса çитнĕ. Ку тĕрĕс те пулма пултарать. Ахальтен çÿремеççĕ пуль халăх хушшинче çак сăмахсем. Кусем çак çынсем пулма пултараççĕ: Егор Афанасьев (08.04.1834 ç.) Энтимĕркассинчен, Егор Кузьмин (19.03.1837 ç.) Лепетер Тăрăнтан тата Егор Прокопьев (14.04.1844 ç.) Ытмар Тăрăн ялĕнчен. Палăртнăччĕ ĕнтĕ, Тăрăн ялĕсем пĕр-пĕринчен инçе мар вырнаçнă пулнă, çак ялсенчи çынсем те пĕр-пĕрне пĕлнĕ, нумайăшĕ тăванлă та пулнă.
1860-мĕш çулсенче виçĕ Юкуртан пĕри 26 çулта, тепри 23-ре, виççĕмĕшĕ 16-17 çулсенче пулма пултарнă. Вĕсенчен пĕри кăна çемьеллĕ пулнă. Ку вăл Егор Афанасьев, Григорий Дмитриевичсен, Захар Михалчсен Тăрăнти йăхне пуçласа яраканĕ. Тепĕр икĕ Юкурĕ, Егор Кузьминпа Егор Прокопьев, авланман каччăсем пулнă.
Егор Кузьмин Пимен Егорчсен йăхне пуçласа яраканĕ, куçса килсен 1866 çулта авланнă. Анат Юнтапа хĕрĕпе Ефимия Васильевнăпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Егор Прокопьев, Теренти Петĕррисен, Мирун Виттисен, Самуилсен йăхне пуçараканĕ, Мăклашка Юкуркки тенĕ ăна ялта, 1868 çулта тин авланнă, арăм пулассине Ушанар ялĕнче суйласа илнĕ. Елена Егоровна ятлă пулнă вăл.
Çывăхри ялсем хушшинче çÿрекен сăмах-юмах тăрăх тата çакна каласа хăвармалла. Пирĕн тăрăха пĕрремĕш куçса пынисем малтан Çĕнĕ Мами ялĕ патĕнче вырнаçасшăн пулнă, анчах та Çĕнĕ Мами ялĕн халăхĕ вĕсене хăйсен çĕрĕсем çинче тĕплентерме килĕшмен пирки вĕсем Анат Юнтапа ялĕпе юнашар пырса вырнаçнă. Çĕнĕ вырăна куçса килнĕ çынсенчен нумайăшĕ малтанхи çулсенче Анат Юнтапа ялĕнче шутланса тăнă. Кун пирки архиври нумай документран пĕлетпĕр. Сăмахран, Егор Кузьминăн 1867 çулта çуралнă пĕрремĕш ачине, хĕрне Дарйăна, чиркÿ метрика кĕнекине Анат Юнтапа çынни тесе çырнă. Ун хыççăн çуралнисене Тăрăн ял метрикине кĕртнĕ. Çавăн пекех Егор Прокопьевăн малтанхи ачине, 1869 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче çуралнă Григорие, Анат Юнтапа ялĕн метрикине çырса хунă. Николай Михайлов та çак ял çынни шутланса тăнă. Унăн ывăлĕ Дмитрий (18.10.1865) те Анат Юнтапара çуралнă тесе çырнине курма пулать çав кĕнекере. Ун хыççăнхи ачисем, 1870 çулта çуралнă Тарасийпе Иван йĕкĕрешсем, Тăрăн ял метрикинче.
Çак виçĕ Юкур, яла пуçласа янă ытти çынсемпе танлаштарсан, чи малтан пырса вырнаçнине çакă палăртать. Егор Афанасьев Çавал тăрăхне куçса пынă вăхăтра çемьеллĕ, виçĕ ача ашшĕ пулнă. Унăн тăваттăмĕшпе пиллĕкмĕш ачисем те, Захарпа (01.02.1863) Ольга (08.07.1867), чиркÿ метрикинче Анат Юнтапа ялĕн çыннисем тесе палăртнă. Анчах та асăрхăр, Захар 1863 çул пуçламăшĕнче çуралнă. Апла пулсан 1860-1862 çулсенчех куçса пынă вĕсем.
Çак Юкурсем тата куçса килнĕ ытти çынсем икĕ пĕчĕк ял пуçласа янă: Первая Турунова тата Вторая Турунова. Икĕ урам тесен те тĕрĕс пулать. Нумай çул хушши çак икĕ ялăн ячĕ истори докуменчĕсенче час-часах тĕл пулать. Ытларах ял пухăвĕн протоколĕсенче («приговоры сельских сходов»). Тĕслĕхрен, 1887 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнче иртнĕ ял пухăвĕн протоколĕнче çапла çырнине курма пулать: «Мы, крестьяне Цивильского уезда Ново-Мамеевской волости деревни Первая Турунова, числящиеся по 10-й народной переписи в 30 душах в 16 дворах …». 1907 çулта кăларнă «Списки селений Казанской губернии на 1907 год. Цивильский уезд. Выпуск 8» ятлă кĕнекере Первая Турунова текен яла 87-мĕш номерпе, Вторая Туруновăна 88-мĕш номерпе çырса хунă. Каярах çак икĕ яла пĕрлештерсе пĕр ял — Тăрăн хăварнă.
Куçса килнĕ çынсем малтанхи вăхăтсенче мĕншĕн-ха икĕ ял пек пурăннă? Ĕлĕк хурăнташлă ялсем общинăсене пĕрлешсе тăнă иккен. Çакна эпир Виталий Николаев академик тĕпчевĕсенчен пĕлетпĕр: Первое и Второе Туруново текен общинăсем пулнă. Первое Турунова общинине çак ялсем кĕнĕ: Арçунакасси, Енĕшкасси, Итмар, Кочак, Охокасси, Типвар, Тăрăн ялĕ, Шинер, Вурманкас Тăрăн. Второе Турунова общинăра Тарăнçырма, Лепетер, Энтимĕркасси, Лапракасси, Тойтерек, Чуралькасси (Отикасы), Хаймалакасси, Чăрăшкасси (Эльменкасси, Суранкасси) тăнă. Çĕнĕ çĕре хăш общинăран куçса пынă — çавăн пек ятлă ял пуçласа янă.
Миçемĕш çула Тăрăн ялĕ пуçланнă çул темелле-ха? Кăна пĕлес тесен архив докуменчĕсене тĕплĕн тишкермелле. Çак факта палăртмалла: чиркÿ кĕнекинче 1868 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнче Тăрăн хресченĕн Афанасий Семеновăн 29 çулти Мирон ятлă ывăлĕ сивчирпе (лихорадка, горячка)вилни çинчен çырса хунă.
Чăваш Республикин тĕп архивĕнче тата çакăн пек документ пур: «Дело о неправильном обложении земельным сбором крестьян деревень 1 и 2-й Туруновой Ново-Мамеевской волости и пересчете переплаченных ими сборов с 1867 по 1888 год». Ку документ тăрăх 1867 çултанпа Пĕрремĕш тата Иккĕмĕш Тăрăн ялĕсенче шутланакан çынсем налуксем тÿлесе тăнă. Хальлĕхе 1867 çула пирĕн Тăрăн ялĕ çинчен чи малтан çырнă дата тесе шутлама пулать. Ял историйĕн тĕпчев ĕçĕсем малалла пыраççĕ…
Çурхи кунсен пĕрремĕш кунĕн-че ирттернĕ тĕлпулу пирĕн тăванлăха çĕнетме, çирĕплетме пулăшасса, малашне пĕр-пĕрин патне хăнана çÿремелле пуласса шанас килет.
Малашне Чăваш Республикинчи мĕн пур Тăрăн ялĕн фестивальне ирттерес шухăш та пур-ха пирĕн. Çак культурăллă, массăллă ĕçсем пĕтĕмпех Виталий Николаевич академик пуçарăвĕпе иртеççĕ.
Мартăн 15-мĕшĕнче Виталий Николаевич 83 çул тултарать. Пысăк тав сăмахĕсем çитчĕр ун патне. Пире тĕпчев ĕçĕсем тума хавхалантарса пыма сывлăх, вăрăм кун-çул сунатпăр хисеплĕ çыннăмăра!

Алевтина ВОЛКОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code