Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Районăн аталанмалли майсем анлă

Районăн аталанмалли майсем анлă

Иртнĕ юнкун Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ шăхасан вăтам шкулĕнче районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнчи 2018 çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, муниципалитетăн малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕç. Канашлу ĕçне Чăваш Республикин Правительствин Председателĕ Иван Моторин, унăн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Виталий Иванов, предприятисемпе учрежденисен ертÿçисем, ветерансем, район çыннисем хутшăнчĕç.
Хăнасене район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Иван Ивановпа Владимир Степанов, Шăхасан вăтам шкулĕн юмахсенчи сăнарсен тумне тăхăннă вĕренекенĕсем кĕтсе илчĕç. Ачасем Иван Моторина мĕн палăртнине пурнăçа кĕртсе пыма сунса ылтăн пулă парнелерĕç. Республика тата муниципалитет ертÿçисем Чăваш Енри театрсенче ĕçлекен артист ентешсем çинчен калакан, Сухайкассипе Шелттем ял тăрăхĕсен аталанăвне сăнлакан стендсемпе, Канаш районĕн демографи карттипе интересленсе паллашрĕç. Гидсем _ район больницин тĕп врачĕн çумĕ Наталия Беляева, асăннă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Павел Семеновпа Владимир Николаев — хăйсен ĕç-хĕлĕ, малашлăх тĕллевсем çинчен туллин каласа кăтартрĕç. Чăнах та, вĕсенчен вĕренмелли нумай.
Пĕтĕмлетÿ канашлăвне уçнă май Правительство Председателĕ пултаруллă яшсемпе хĕрсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçнине çирĕплетекен свидетельство пачĕ. «Агрофирма «Пионер» ООО директорне ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе тата алла çыхмалли сехетпе, агропромышленность комплексĕн ветеранне Анатолий Степанова Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕпе, Карăклă ял тăрăхĕн пуçлăхне Евгений Козлова Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов анлă доклад турĕ, 2019 çулта муниципалитета аталантармалли енсене палăртрĕ. Сăмах май, кăçал ял хуçалăхĕнче 48 миллион тенкĕлĕх 3 инвестици проектне пурнăçа кĕртессипе малалла ĕçлемелле, вуннăран кая мар ĕç вырăнĕ йĕркелемелле: 1. Киров ячĕллĕ хуçалăхра 150-200 пуç выльăх вырнаçмалăх пăру вити туса хута ямалла; 2. «Агрофирма «Пионер» ОООра ял хуçалăх техники туянмалла (проект хакĕ 20 млн тенкĕ), поставщиксемпе килĕшÿсем тунă; 3. Выльăх пусса тирпейлемелли комплекс тумалла (Е. Матьянов предприниматель).
Владимир Николаевич район çыннисене, ĕç коллективĕсене, ял тăрăхĕсен ертÿçисене тăрăшуллă ĕçшĕн, республика, Правительство ертÿçисене, депутатсен корпусне кирлĕ чухне пулăшу кÿнĕшĕн тав турĕ.
— Районта çирĕп команда йĕркеленнĕ, потенциал пур, тĕллевсене палăртнă, тĕрлĕ ĕçре çитĕнÿсем пур. Çынсен пурнăçне лайăхлатас, ăнăçлă та çирĕп аталанса пырас тесен пирĕн малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăнланса ĕçлемелле, — пĕтĕмлетрĕ Владимир Степанов.
Унтан черетпе Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Виталий Иванов, «Агрофирма «Пионер» тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн директорĕ Николай Николаев, Аслă Мами тĕп шкулĕн директорĕ Петр Федотов тухса калаçрĕç. «Пионер» хуçалăхăн механизаторĕ Иван Иванов Шелттемпе Пĕршенер ялĕсене çыхăнтаракан тÿртен çула йĕркене кĕртме ыйтрĕ.
Иван Моторин вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ĕçне аван хак пачĕ, район халăхне тăрăшуллă ĕçленĕшĕн тав турĕ, çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕ.

Ирина АНДРЕЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code