Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Ăмăртусем малалла пыраççĕ

Ăмăртусем малалла пыраççĕ

Ухман шкулĕн спорт залĕнче А.В. Петров миротворец ятне асра тытса сĕтелçи теннис енĕпе ăмăрту иртнĕ. Ăна ял тăрăхĕсенчи çамрăксен канашĕн спартакиади шучĕпе йĕркеленĕ.
Турнира район администрацийĕн физкультурăпа спорт секторĕн тĕп эксперт специалисчĕ Алина Павлова ертсе пынă. Спортсменсене асăннă сектор заведующийĕ Александр Петров саламланă, вăйă йĕркипе паллаштарнă, çитĕнÿ тума ăнăçу суннă.
Сĕтелçи теннис ăмăртăвĕнче хăйсен вăйне 12 ял тăрăхĕнчи çамрăксен канашĕн ушкăнĕсем тĕрĕслесе пăхнă. Çивĕч кĕрешÿре Ухман ял тăрăхĕн команди пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, шăхасансем иккĕмĕш вырăна тухнă, янкăлчсем виççĕмĕш пулнă.
Çĕнтерÿçĕсене кубок, медаль тата грамота парса чысланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code