Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Николай Гаврилов — Кĕрешÿ федерацийĕн президенчĕ

Николай Гаврилов — Кĕрешÿ федерацийĕн президенчĕ

Ытларикун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн президенчĕпе Михаил Мамиашвилипе тата Раççей Геройĕпе, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕпе Николай Гаврилов генерал-лейтенантпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Чăваш Енре, Раççейре ирĕклĕ кĕрешĕве аталантарассине сÿтсе явнă. Çав кунах отчетпа суйлав конференцийĕнче Николай Гаврилова Чăваш Республикин Спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн президентне суйланă. Çав ятпа ăна регион Пуçлăхĕ саламланă.
Республикăра массăллă спорта аталантарассипе нумай ĕç пурнăçланать, ачасене пĕчĕкренех спортпа туслашма условисем туса параççĕ. Ял-хулари шкулсенчи спорт залĕсем çĕнĕ спорт инвентарĕсемпе пуянланаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code