Пятница, Август 23, 2019
Главная > Публикации > Испанире çĕнтернĕ

Испанире çĕнтернĕ

Июлĕн 4-7-мĕшĕсенче Мадридра ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе Испани Гран-прине çĕнсе илессишĕн пĕтĕм тĕнчери турнир иртнĕ.
Ăмăртăва 24 патшалăхран 300 ытла спортсмен хутшăннă. Çĕнтерÿçĕ титулне çĕнсе илессишĕн атлетсем виçĕ енлĕ кĕрешÿре вăй виçнĕ: ирĕклĕ, греко-рим тата хĕрарăм кĕрешĕвĕнче.
Хĕрарăмсен ирĕклĕ кĕре- шĕвĕнче раççей командин пухмачне хĕрсем 6 ылтăн, 3 бронза медаль хывнă. Шăхасан хĕрĕ Вероника Чумикова 57 килограмлă виçе категорийĕнче ылтăн медале тивĕçнине палăртма уйрăмах кăмăллă. Финалта Вероника Инди спортсменкине Дханду Поохана çĕнтернĕ. Виççĕмĕш вырăна Анна Тэйлор (Канада) тата Гулия Пеналбер (Бразили) йышăннă.
Маттур ентеше пысăк çитĕнÿпе саламлатпăр!

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code