Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Образование > Патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕсем паллă

Патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕсем паллă

Шкулсенче хĕрÿ тапхăр хыçа юлчĕ: выпускниксем патшалăх экзаменĕсем тытса алла аттестат та илчĕç, тĕрлĕ вĕренÿ заведенине вĕренме те кĕчĕç. Апла пулин те ачасем шкула мĕнле кăтартусемпе вĕренсе пĕтерни кăсăклă.
11 класс вĕренсе пĕтерекенсем пекех тăххăрмĕшсем те хăйсен пуласлăхне палăртаççĕ-çке-ха. Ачасем тăватă патшалăх экзаменĕ пачĕç: вырăс чĕлхипе, математикăпа тата тепĕр икĕ предметне хăйсем суйласа илсе. Нумайăшĕ икĕ е ытларах предметпа тĕрĕслев ĕçĕсене «5» паллăлăх пурнăçланă. Тăватă предметпа та «пиллĕк» илнĕ чемпионсем те пур: Н. Семенов, Карăклă вăтам шкулĕ, В. Петрова, Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕ, Л. Алексеева, Н. Якимова, Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕ, А. Смирнова, Ухман вăтам шкулĕ, Д. Иванова, Чакаç вăтам шкулĕ, Д. Иванов, Шелттем шкулĕ М. Васильев, Шăхасан вăтам шкулĕ, Е. Михайлова, Янкăлч вăтам шкулĕ.

Ачасенчен ытларахăшĕ колледжсемпе техникумсенче малалла пĕлÿ илме тĕллев лартнă. Ку тĕрĕс те пулĕ. Чăваш Енри вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ заведенийĕсем — Раççейре чи лайăххисенчен пĕрисем. Аттестатри лайăх паллăсене пула тăххăрмĕш класс пĕтернĕ ачасем вĕсене çăмăллăнах вĕренме кĕреççĕ. Колледжра е техникумра специальноç илнĕ яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç тÿрех ĕçе пуçăнма, ĕçленĕ хушăрах аслă пĕлÿ илме пултарать. Кунашкал çамрăксем пирĕн районта кашни çулах 50 процент ытла. 2018 çулта _ 51,4 проц., 2017 çулта _ 52,1 проц..

Общество сăнавçисен корпусĕн пайташĕсем — ЧПУ, ЧППУ студенчĕсем — экзаменсене çирĕп контролленĕ. Пирĕн район шкулĕсенчен вĕренсе тухакансем, лайăххисенчен лайăххисем, тарăн пĕлÿ кăтартаççĕ.

2014 çултанпа патшалăх экзаменĕсенче офлайн-видеоçырав пырать, кайран ун тăрăх тавлашуллă ыйтусене татса пама пулать. Патшалăхăн тĕп экзаменĕсем валли контрольпе виçев материалĕсене (КИМ) информацие хатĕрлекен регион центрĕнче пичетлеççĕ, экзамен кунĕнче кăна палăртнă вырăна çитереççĕ. Çавăнпа та экзамен ыйтăвĕсене маларах пĕлме май çук.

Аса илтеретпĕр, кăçал Чăваш Енре патшалăхăн тĕп экзаменĕсене 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерекен 12 пин ытла ача тытнă. Пирĕн районта — 320 ача. Экзамента йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулман.

— Çамрăксем ытларах обществознани, географи, информатика, физика — инженерипе, экономикăпа, ял хуçалăхĕпе, медицинăпа çыхăннă специальноçсене алла илме пулăшакан предметсене суйласа илнĕ, — палăртать район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн начальникĕ Светлана Иванова.

Аутсайдерсемшĕн те çул хупăнса ларман. Вĕсен сентябрь уйăхĕнче тепĕр хут экзамен тытма май пур. Ун çинчен ачасем хăйсем вĕреннĕ шкулта, 2019 çулхи Патшалăх пĕтĕмлетÿ аттестацийĕн хĕрÿ лини телефонĕпе 88352572160 ыйтса пĕлме пулать.

Влада МИРОВА

Ирина ПЕТРОВА, Раççей Паттăрĕ Н.Ф. Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн директорĕн çумĕ:
_ Катя Михайлова кăçал тăхăр класс вĕренсе пĕтерчĕ. Тĕп патшалăх экзаменĕсене пурне те тăватă предметпа та! «пиллĕк» паллăпа тытрĕ. Катя мĕн пĕчĕкрен вĕренÿ отличници. Шкул программинчи пур предмета та юратса вĕренет. Çапах та химипе биологи енне туртăм вăйлăрах пулни сисĕнет. Тен, пуласлăхне çав енпе çыхăнтарасшăн-тăр, вăрттăнлăхне пĕлместпĕр-ха хальлĕхе. Хĕрача пур çĕрте те хастар, пултаруллă: вĕренÿре те, класс тулашĕ нчи ĕçсенче те. Кăçал Катьăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев «Чăваш Республикин чи лайăх кадечĕ», «Чăваш Республикин чи лайăх çамрăк армеецĕ» хисеплĕ ятсене çирĕплетекен свидетельствăсемпе чысларĕ. Унсăр пуçне вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ. Пĕтĕм Раççейри конкурссен республикăри тапхăрĕсенче, республикăри конкурссенче, олимпиадăсенче яланах хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать, призер пулать. «Память о войне в нашей семье» сочиненисен конкурсĕнче республикăра 1-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Икĕ çул хушши Чăваш Енре «Чи лайăх юнга» ята çĕнсе илчĕ. Ташлама та ăста Катя. Вăл пĕчĕкрен Канашри «Созвездие» ташă ансамбльне çÿрет. Спортра та вăйлă. «Зарница», «Орленок» çарпа спорт вăййисенче командир пулчĕ. Пур ĕçе те тăрăшса, тĕплĕ тăвать. Ăна кĕçĕннисем те юратаççĕ, ун патне туртăнаççĕ. Хамăрăн вĕренекене эпир малашне те ÿсĕмсем тума ăнăçу сунатпăр.

Ирина ДМИТРИЕВА, Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕн директорĕ:

_ Кăçал пирĕн шкулта 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерекен икĕ ача, Лейла Алексеевăпа Наташа Якимова, патшалăх экзаменĕсене тăватă предметпа та «пиллĕк» паллăлăх тытрĕ. Вĕсем суйласа илнĕ предметсем: географи, обществознани, хими, чăваш чĕлхи. Хĕрачасем питĕ тăрăшуллă. Çĕннине, шкул программине тарăнрах пĕлес тесе учительсемпе те, хăйсем тĕллĕн те нумай ĕçлеççĕ. Паллах, хăйсем çине тăмасан çакнашкал çитĕнÿ тума çук. Шкулпа ашшĕ-амăшĕ тачă çыхăнура ĕçлени куç умĕнче. Лейлăпа Наташа тĕрлĕ конкурс-олимпиадăна, класс, шкул тулашĕнчи ĕçсене активлă хутшăнаççĕ. Вĕсем хăйсен умне çирĕп тĕллев лартнă: вăтам шкул пĕтерсе хăйсем суйласа илнĕ специальноçпа аслă пĕлÿ илме.

Светлана КАЛИНОВСКАЯ, Ухман вăтам шкулĕн директорĕ:

_ 9-мĕш класа кăçал 6 ача вĕренсе пĕтерчĕ. Пĕтĕмлетÿ патшалăх экзаменĕ- сене пурте ăнăçлă тытрĕç. Пур предметпа та вăтам балл _ 4,5: физикăпа _ 4,5, математикăпа _ 4,2, обществознанипе _ 4,5, вырăс чĕлхипе – 4,3, географипе _ 4,7, чăваш чĕлхипе _ 4,5. Эпир хамăр шкулта ачасене экзамена хатĕрлемелли система йĕркеленĕ. Кашни учитель çулталăк тăршшĕпе эрнере икĕ кун ачасемпе хушма занятисем ирттернĕ. Çавăнпах ачасем нимĕнле репетиторсемсĕрех экзаменсене лайăх хатĕрленсе кăтартусемпе савăнтарчĕç. Учительсем пурте пултаруллă пирĕн, ачасене хавхалантарса, пулăшса пыраççĕ. Çавăнпах вĕсен вĕренес ăнтăлăвĕ пысăк. Настя Смирнова тăрăшуллă хĕрача. Вăл экзаменсене пур предметпа та «пиллĕклĕх» тытрĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code