Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Образование > Вĕренÿре тепĕр çĕнĕлĕх старт илчĕ

Вĕренÿре тепĕр çĕнĕлĕх старт илчĕ

Юнкун пирĕн çĕршыври 50 субъектра, çав шутра пирĕн районти Вăтапуç вăтам шкулĕнче те, «Точка роста» цифрăпа гуманитари профилĕсен вĕрентÿ центрĕсем уçăлчĕç. Центрсене «Вĕрентÿ» наци проекчĕн «Хальхи шкул» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ. «Точка роста» ытларикун марафон йĕркипе мĕнпур тăрăхра пĕр вăхăтра старт илчĕ.
Пирĕн республикăри 21 районта çакăн пек 40 центр уçăлчĕ.
Вăтапуç вăтам шкулĕнче савăнăçлă лару-тăрура «Точка роста» центра уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – вĕренÿ управленийĕн начальникĕ Светлана Иванова, Вăтапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ираида Петрова хутшăнчĕç.
Светлана Силовна палăртнă тăрăх, «Точка роста» технологи, информатика, ОБЖ предмечĕсемпе, çавăн пекех шахматпа, IT-технологисемпе, проект тата класс тулашĕнчи ĕçсемпе пахалăхлă пĕлÿ илме пулăшать. Кашни центр валлиех 1,6 млн тенкĕ уйăрса панă. Вырăнти бюджет укçи-тенкипе пÿлĕмсене юсанă, сĕтел-пукан туяннă.
— Районти 30 шкултан Вăтапуç шкулĕ çак проекта кĕме пултарчĕ. Майĕпен кунашкал центрсем районти ытти шкулсенче те уçăлĕç.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче вĕренÿ тытăмĕнче ăнтăлу кирлине палăртнăччĕ. Паян уçăлакан центр шăпах çавнашкал туртăм пулса тăрать те ĕнтĕ, — терĕ вĕренÿ управленийĕн ертÿçи Светлана Иванова хăйĕн салам сăмахĕнче.
Шкул директорĕ Алексей Федотов ялти шкулшăн çакăн евĕр çĕнĕлĕх калама çук пысăк пулăшу пулнине хавхаланса пĕлтерчĕ. Ăна пула ачасем те, вĕрентекенсем те хулари шкулсенчи тантăшĕсенчен, ĕçтешĕсенчен уйрăлса тăмĕç. Вĕренÿре, спортра, пĕр сăмахпа, пурнăçра ăнăçлă аталанма майсем туса парать центр уçăлни.
Вăтапуç шкулĕнче «Точка роста» икĕ пÿлĕм йышăнать, унта темиçе зона кĕрет. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕнпур оборудовани килсе çитмелле. Алексей Борисович республика Правительствине, район ертÿлĕхне хăйсен шкулне çакăн пек пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав турĕ.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ираида Петрова та хăйĕн савăнăçне пытармарĕ: «Пирĕн ачасем те пурнăçпа тан утма пултарнишĕн савăнатăп. Тăрăшса вĕренĕр, пысăк çитĕнÿсем тăвăр!» — терĕ ырă сунса.
Уява 1 тата 11-мĕш классем, «Серебряночка» ансамбль хăйсен юрри-ташшипе илемлетрĕç.
Раççей, Чăваш Ен тата Канаш районĕн гимнĕсем янăранă хыççăн хĕрлĕ лента касса Центра уçрĕç.

Ирина АНДРЕЕВА
Валентина ЛУКИНА,
«Точка роста» центр ертÿçи:
— Пирĕн шкулшăн питĕ пысăк уяв пулнипе палăрса юлчĕ паянхи ытларикун — «Ÿсĕм пăнчи» центр уçрăмăр. Çак кунсенчех пирĕн шкула оборудовани килсе çитмелле. Вĕренÿ тытăмĕнчи çак çĕнĕлĕх ачасене тарăн пĕлÿ илме пулăшĕ. Çуллахи вăхăтра эпир икĕ пÿлĕме тăрăшсах хатĕрлерĕмĕр: классене юсаса сăрларăмăр. Чÿрече каррисем çакрăмăр, центр логотипне турăмăр.
Центра çак кунсенчех 1 млн та 600 пин тенкĕлĕх вĕренÿпе курăмлăх хатĕрĕсем килмелле: хăватлă компьютерсем, 3D принтерсем, технологи, ОБЖ, ÿкерÿ (рисовани) урокĕсем валли хатĕрсем. Çак предметсемпе уроксене çĕнĕлле ирттерме майсем пысăк пулĕç малашне.
Центрта ертÿçĕпе пĕрле пурĕ пилĕк преподаватель ĕçлет. Вĕсем пурте ятарлă онлайн курссем вĕренсе пĕтернĕ, сертификатсем илнĕ. Районти ытти шкулсене, хуларисене те, пирĕн пата килсе курма сĕнетпĕр. Пурне те хапăл тусах кĕтсе илĕпĕр.

Светлана ИВАНОВА,
райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ — вĕренÿ управленийĕн начальникĕ:
— Вăтапуçĕнчи вĕренÿ центрĕ паян марафон йĕркипе уçăлчĕ.
Мĕн тума кирлĕ-ха çакăн пек центрсем? Паллах, ачасене, учительсене аталантарма, пурнăçри çĕнĕлĕхсемпе тан утма. Центрăн тĕп тĕллевĕ — ачасене хальхи пурнăç ыйтнă пек вĕренме пулăшасси. Çĕнĕ технологисемпе усă курма хăнăхтарасси. Çавăн пекех учительсен ăсталăх шайне ÿстерсе пырасси те.
Центрăн усси шкулшăн кăна мар: ял çыннисем те, культура, медицина ĕçченĕсем те кунти технологисемпе усă курма пултараççĕ. «Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн «Хальхи шкул» федераци проекчĕ самана таппипе тан пыма хистет.
Центрăн хăйĕн ĕç планĕ, положенийĕ пур. Унта уроксем те, тĕрлĕ зонăра класс тулашĕнчи мероприятисем те иртĕç: шахмат, информаципе цифра тĕлĕшĕнчен аталанмалли, ОБЖ предмечĕпе практика ĕçĕсем ирттермелли зонăсем пулĕç. Çавăнпа та хальхи вăхăтра ачасене аталанма мĕнле условисем кирлĕ — çаксем центрта пĕтĕмпех пулĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *