Владимир Иванов,
Атнаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
— Кăçал хамăр ял тăрăхĕнче вырăнти пуçару мелĕпе виçĕ проект пурнăçа кĕртрĕмĕр. Ачасем валли Ленин тата Çамрăксен урамĕсенче пĕрер площадка вырнаçтартăмăр. Çавăн пекех çак программăпа килĕшÿллĕн çÿп-çап пуçтармалли контейнерсене лартма çичĕ ятарлă вырăн йĕркелерĕмĕр. Килес çул эпир çак программăна каллех хутшăнас тĕллевлĕ, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халалласа мемориал комплексне çĕнетесшĕн. Унта вăрçăра пуç хунă паттăрсен хушамачĕсене кăна мар, çĕнтерÿпе таврăннă ентешсене те палăртса хăварасшăн.
Атнаш ялĕнче икĕ урамри çула юсама май килчĕ. Советская урамра 300 метр вак чул сартăмăр, икĕ пысăк тимĕр пăрăх хурса хăвартăмăр. Çак урамрах электричествăн йывăç юписене бетон юпасемпе улăштартăмăр. Щорс урамĕнче 250 метр çула йĕркене кĕртрĕмĕр, унта 7 метр тăршшĕ пĕр пăрăх хурса хăвартăмăр.
Пĕлтĕр район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе Сергей Михайлов пуçарнипе тата Алексей Аркадьевпа Владислав Никифоров пулăшнипе пĕр урамра электричество юписем лартса çутă хатĕрĕсем çакрăмăр. Лини тăршшĕ 450 метрпа танлашрĕ. Чи малтан çутта ялти чиркÿ таран илсе çитертĕмĕр, халĕ вăл шкул çумĕнче чарăнать.
Ухманпа Атнаш ял тăрăхĕсем хушшинче Кĕçĕн Çавал шывĕ юхса иртет. Вăл шăпах икĕ ял тăрăхĕ чикĕленекен вырăн шутланать. Çынсем икĕ çырантан карăнтарнă кĕпер урлă каçса çÿреççĕ. Кăçал ăна юсаса йĕркене кĕртрĕмĕр. Çĕнтерÿ паркĕн-че 50 метр хитре тимĕр карта тытрăмăр. Ялти пултаруллă çамрăксене явăçтарса ялти Культура çурчĕ çумĕнчи картана та çĕнетрĕмĕр, клуб умне 60 тăваткал метр брусчатка сартăмăр.
Брусчаткăран сарнă сарлака тротуар халĕ Атнаш ялĕн масарĕ çинче те пур. Строительство хатĕрне туянма çынсем пулăшрĕç, ĕçсене ялти ăстасем ниме мелĕпе пурнăçларĕç.
Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявламалли мероприятисен программипе килĕшÿллĕн 2018 çулта Атнаш клубне юсама республика хыснинчен 2 миллион та 845 пин тенкĕ укçа уйăрчĕç. Подрядчик çуртăн тăррине çĕнĕрен тунă, чÿречесене, алăксене, хутса ăшăтмаллли системăна, электропроводкăна йăлтах çĕнетнĕ. Кăçал юсав хыççăн çĕнелнĕ клуба юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçрăмăр.