Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Хускални сывлăхшăн усăллă

Хускални сывлăхшăн усăллă

«Хускану вăл — пурнăç, пурнăç вара — хускану», — тет авалхи каларăш. Ăсчахсем вара çак каларăшăн пĕлтерĕшне хăйсен тĕпчевĕсемпе çирĕп-летнĕ. Сахал хускални çын сывлăхĕшĕн сиенлĕ. Мăнтăр, юн пусăмĕн, сахăр, рак чирĕсем аталанма майсем туса парать.
Чылайăшĕ сывлăхшăн усăллă хусканусем тума вăхăт та, вăй та çук тесе ÿпкелешме пăхать. Çак паха вăхăта вара эпир ытларах чухне мĕнле ирттеретпĕр: диван çинче
выртса телевизор пăхатпăр, компьютер вăййисем вылятпăр, лавккасем тăрăх çÿретпĕр, ахаль, ним тумасăр, пуш сăмах çаптаратпăр. Çуран уçăлса çÿремелли, велосипедпа ярăнмалли, шывра ишмелли, уçă сывлăшра ытларах пулмалли çинчен мансах каймастпăр-и-ха? Физкультура çынна киленÿпе савăнăç кÿретех, çак хăнăхăва хăçан та пулин пĕчĕккĕн пуçăнмаллах.
Сиплев физкультурипе кирек хăш ÿсĕмре те туслашма юрать. Сывлăх тĕлĕшĕнчен чăрмавсем пулсан малтан тухтăрпа канашлама хушаççĕ.
Эпир паян хамăр тĕпеле спортпа мĕн ачаранах туслă çынна чĕнтĕмĕр. Шалти ĕçсен ветеранĕн Иван Григорьевăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Хыçалкас ялĕнче иртнĕ. Вăй-хал вăййипе (физзарядкăна çакăн пек калать вăл) мĕншĕн мĕн пĕчĕкренех туслă пулни çинчен каласа пама кăмăл турĕ.
— Эпир ÿснĕ вăхăтра телевизор-компьютер пулман. Шкула кайичченех май килнĕ таран атте-аннене выльăх пăхма пулăшнă. Тăваттă-пиллĕкре йĕлтĕрпе ярăнма пуçланă эпĕ. Хамăн йĕлтĕр çукчĕ. Кÿршĕ ачи юлташăн пурччĕ те — çав ярăнма паратчĕ. Кайран 1-мĕш классенче «Алатырь» йĕлтĕр илсе пачĕç те унпа вара 4-мĕш класчен çÿрерĕм пуль. Унтан пиччен йĕлтĕрне сырма тытăнтăм. Салтака кайичченех çав йĕлтĕрпе çÿрерĕм.
Шкулта спорт залĕ пулман. Çулла тытмалла выляттăмăр, çырма тăрăх чупаттăмăр, хĕлле каллех йĕлтĕр сырса ăмăрткаланă.
Эпир арçын ачасем вун çиччĕнччĕ. Вун çичĕ ачаран манран хăвăртрах чупаканни тепĕр ача пурччĕ Энтриялĕнчен. Шел пулин те, Сергеев Петр Аврамович пĕлтĕр пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Çак йышра эпĕ яланах иккĕмĕш вырăна тухаттăмччĕ.
— Апла Эсир хăвăра мĕн пĕчĕкрен спортпа пиçĕхтернĕ. Çара кайма хатĕрленĕ тесен те тĕрĕсех пулĕ. Унта çирĕп вăй-хал, çирĕп кĕлетке, çирĕп кăмăл кирлĕ.
— Салтака кайсан малтан ГТО нормативне пама пуçланăччĕ — Калининграда вĕренÿ полкне лекрĕм. Тинĕс çар флотне тесе илсе кайрĕç те. Çар комиссариатĕнче, сывлăх енчен çирĕп пулнă ĕнтĕ эпĕ, Головченко текенскер: «Клюнуло. Пойдешь служить в военно-морской флот», — терĕ. Тинĕс çар авиаторсен шкулне лекрĕм. Связистсене хатĕрлетчĕç унта. Морзе азбукине лайăх пĕлнĕ.
Тăхăр уйăх вĕреннĕ хыççăн пире флотсем тăрăх уйăрса ячĕç. Эпĕ Балтика флотĕн-чен Севастополе, Хура тинĕс флотне, лекрĕм. Виçĕ уйăхран агитатора лартрĕç, унтан тытрĕç те чаçĕн комсоргне суйларĕç.
Çара çитсен малтанхи тăхăр уйăхра спортăн тĕрлĕ енĕпе пиçĕхтернĕ. Вĕренÿ взвочĕ пысăкчĕ, 30 ытла ача. Йĕлтĕрпе чупассипе 32 ачаран пĕрремĕш вырăна белорус ачи Валера Костеневич тухрĕ. Иккĕмĕшне Çĕпĕр каччи Виталий Сидоров йышăнчĕ. Виççĕмĕшĕнче эпĕ- чăваш ачи Григорьев Иван. Чаçре урăх пĕр чăваш та çукчĕ. «Воин-спортсмен» разрядне тултарса вара кăвак значок, иккĕмĕш разряд, илтĕм. Севастопольте йĕлтĕр спорчĕ пулман.
— Спорт енне выртнă туртăм çартан таврăнсан татах та çирĕпленчĕ пулĕ-ха?
— Салтакран таврăнсан пĕр вăхăт Киров ячĕллĕ колхозра шоферта ĕçлерĕм. Колхозсемпе совхозсенче ĕçлекенсем хушшинче йĕлтĕрçĕсен командисене йĕркелерĕç. 1970-1971 çулсенче Канаш районĕнче пĕрремĕш вырăн тытса тăтăмăр. Калиновкăран Анатолий Семенович Семенов та пирĕнпе пĕр командăраччĕ, вăйлă чупатчĕ. Вăл ун чухне Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕн студенчĕччĕ.
Кайран, шалти ĕçсен органĕсене ĕçлеме куçсан, милици командишĕн чупаттăм. Сăмах май, шалти ĕçсен орга-
нĕсен патшалăх çул-йĕр инспекторĕнче чĕрĕк ĕмĕр ĕçлерĕм.
Спортăн юратнă тĕсĕсем маншăн çăмăл атлетика тата йĕлтĕрпе чупасси пулнă. Шупашкарта Атăл леш енче йĕлтĕр бази пурччĕ, çавăнта чуптаратчĕç. Унта пĕр виçĕ хутчен ăмăртнă. Кайран Етĕрне шосси хĕррипе чупаттăмăр. Тивĕçлĕ канăва тухсан, пĕр 8-9 çул каялла, «Горгаз» системинчи ветерансен командишĕн чупма çÿрерĕм. Ку йышра манран çамрăкраххисемччĕ. 3-мĕш вырăнтан пуçларăм та темиçе çул 2-мĕш вырăн йышăнса пытăм.
—  Иван Григорьевич, ăмăртусене халĕ те çÿретĕр-и?
Ачаран хăнăхнă йăлана, ирхине тăрсан вăй-хал вăййи тăвассине, паян кун та тытса пыратăп. Шăм-шака ирхине хускатсан хама кунĕпех çăмăл туятăп.
Халĕ ăмăртусене çÿреместĕп, хам сывлăхшăн парка велосипедпа ярăнма тухкалатăп. Юлашки вăхăтра мăшăрăм Мирослава Захаровна та пĕрле парка çÿреме тытăнчĕ. Хĕрарăмсем тренажерсем çинче шăм-шакне çемçетеççĕ, юлашки çулсенче скандинави уттипе туслашрĕç…
Иван Григорьевич пĕр вырăнта лăпланса ларма пултараймасть, унăн ялан хускалмалла. Çавăнпах-тăр паян та утти çăмăл, кĕлетки çирĕп, кăмăлĕ çĕкленÿллĕ. Районти ветерансен халăх хорне, хулари ветерансен халăх хорне юрлама çÿреççĕ Григорьевсем. Унсăр пуçне Иван Григорьевич питĕ çăмăллăн ташлать. Хăй каланă тăрăх, ача чухнех питĕ ташлама юратнă. Хăй вăхăтĕнче Захар Григорьев хореограф патĕнче те ташă ăсталăхне алла илнĕ.
— Пĕтĕмлетсе çакна калас килет: хускану тăвас пулать. Çынна вăй-халпа тумалли ĕç те кирлĕ. Хускану вăл — пурнăç, усă кăна кÿрет.
— Иван Григорьевич, пысăк тав Сире калаçушăн. Сывлăхăр малашне те çирĕп, кун-çулăр вăрăм пултăр.

Ирина АНДРЕЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code