Суббота, 9 ноября, 2024
Главная > Публикации > Ыр кăмăллăх елки ачасене чăн-чăн уяв парнеленĕ

Ыр кăмăллăх елки ачасене чăн-чăн уяв парнеленĕ

Çĕнĕ çул уявне кашни чăтăмсăррăн кĕтет. Ачасем уншăн вара пушшех те хĕпĕртеççĕ: асамлă уяв каçĕсем, пылак парнесем тата каникул… Çакăн йышши савăнăçа çулталăк çаврăнăшĕнче пĕр харăс урăх хăçан туйса илĕн тата?!
Çĕнĕ çул уявне çурма тăлăхсемпе сахал тупăшлă тата йĕркесĕр çемьесенче çитĕнекен пепкесем тулли тата татуллă çемьесенчи ачасенчен ытларах кĕтеççĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Вĕсене савăнăçпа чун ăшши сахалрах лекет.
Халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен центр Канашри ача-пăча пултарулăх çурчĕпе пĕрле çемьери йывăрлăха лекнĕ ачасем валли çулсерен ыр кăмăллăх елки йĕркелесе ирттерет. Çĕнĕ çул уявĕ кăçал та хаваслă иртнĕ. Унта 245 ача савăннă, асамлă юмах тĕнчине вĕсене мульфильмсенчи сăнарсем илсе кĕнĕ.
Шăпăрлансем Хĕл мучипе Юр пикене сăвăсем каласа панă, пултарулăхĕшĕн пылак парнесене тивĕçнĕ. Çавăн пекех алран алла тытăнса чăрăш тавра юрланă, ташланă, чун каниччен савăннă.
Ыр кăмăллăх елкине йĕркелесе ирттерме спонсор пулăшăвĕпе тивĕçтернĕшĕн халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен центр «СпецВагонДеталь» коллективне, следстви комитечĕн сотрудникĕсене, Канашри депо ĕçченĕсене тата С. Алексеевпа О. Федорова тав тăвать. Сирĕн пулăшу ачасене çутă малашлăх парнелет, ыррине тата лайăххине шанма вĕрентет.

Марина НИКИТИНА,
центр директорĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *