Среда, Август 12, 2020
Главная > Публикации > Канмалли кунсем усăллă иртеççĕ

Канмалли кунсем усăллă иртеççĕ

Иртнĕ канмалли кун Атнаш ялĕнче пурăнакансем пăр çине тухнă. Вĕсем «Молния» (капитанĕ Максим Петров) тата «Луч» (капитанĕ Александр Степанов) ушкăнсене пайланса хоккей вăййине пуçăннă. Урана коньки сырса клюшкăпа шайбăна хăвалакансен йышĕнче шкул ачисем те, çамрăксемпе ăста хоккеистсем те пулнă.
Вăйă çивĕч те хĕрÿ иртнĕ. Тĕрлĕ ушкăн спортсменĕсем пĕр-пĕрин хапхине гол хыççăн гол кĕртнĕ. Хоккей вăййине Максим Петров, Андрей Леонтьев, Алексей Сергеев, Александр Степанов, Сергей Петров, Алексей Егоров, Алексей Денисов, Петр Егоров уйрăмах ăста вылянине палăртса хăвармалла.
Пăр çинче çитес канмалли кун та шавлă пулĕ.

Вячеслав КАСЬЯНОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code