Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Культура > Вăтапуç ял тăрăхĕнче çветке эрни пырать

Вăтапуç ял тăрăхĕнче çветке эрни пырать

Сурхури — авалхи чăваш уявĕ. Ĕлĕкрех ăна хĕлле кун вăрăмланма пуçласан ирттернĕ. Сурхурие ытларах яш-кĕрĕм хутшăннă. Уява ирттерме ятарласа пĕр киле пуçтарăннă. Килтен киле пуçтарнă çимĕçрен, сăраран, тĕрлĕ апатран сĕтелçи хатĕрленĕ.
Паянхи аслă ăру çыннисем çак уява ялсенче анлă паллă тунине каласа кăтартаççĕ. Пĕр тапхăр вăл манăçа тухнăччĕ. Телее, уяв çĕнĕрен вăй илсе, аталанса пырать.
Чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркине пĕтме парас мар, çитĕнекен ăру вĕсене хăйсен куçĕпе курса вĕренсе юлтăр, унтан малалла тăстăр тесе Вăтапуç ял тăрăхĕн культура ĕçченĕсемпе «Улах» кружок членĕсем çак кунсенче Кайăкялĕнче çветкесем пулса тухнă. (Аса илтеретпĕр, Сурхури уявĕ январĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа 19-мĕшĕччен пырать). Вĕсем тĕрлĕ сăнара калăплакан тум тăхăнса ял урамĕсем тăрăх юрласа-ташласа çÿренĕ. Ял-йыша туслă пурăнма, пурне те ялти общество ĕçне хастар хутшăнма чĕнсе каланă.

Çветке эрнинче:
— укçа шутлама юрамасть — куççуле,
— çĕвĕ çĕлесен, çыхсан — усăсăр ăшталанăва,
— пысăк япала туянни е çĕнĕ ĕçе пуçăнни — хуйха.

 

Юрий НИКИТИН,
общество корреспонденчĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code