Воскресенье, Май 31, 2020
Главная > Публикации > Хоккей — хăюллисен вăййи

Хоккей — хăюллисен вăййи

Шăматкун Сухайкассинче спортăн пысăк уявĕ — «Аттене, аннене тата хоккея юрататăп!» ятпа çемьесем хушшинче хоккей фестивалĕ иртрĕ.

Мăкăрти культура çурчĕ çумĕнчи «Туслăх» фольклор ансамблĕ хăнасене чăваш халăх юррисемпе кĕтсе илчĕ. Яла пырса кĕнĕ çĕрте, шкулпа хоккей курупки умĕсенче Сухайкассинчи ал ĕç ăстисем тунă япаласен куравĕ ĕçлерĕ. Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине халалланă стенд умĕнче вăрçă вăхăтĕнчи çар тумне тăхăннă районти артистсем фронтри пурнăçа сăнарларĕç. Фольклор лапамĕ чăвашсен несĕлĕсен пурнăç çулне çутатса пачĕ.
Спорт уявĕн тĕп вырăнĕ — хоккей курупки пулчĕ. Кунта халăх питĕ йышлă пуçтарăннă: ачасем те, çитĕннисем те, аслă ăрурисем те. Сухайкассинче хоккейла выляма юратаççĕ. Хоккей кунта, çавăн пекех районта та, спортăн чи юратнă тĕсĕсенчен пĕри пулса тăнă. Сухайкассинче 50 çул ытла хоккейла выляççĕ. Ку вăййăн хăйĕн майĕ, мелĕ, сывлăшĕ.
Район ертÿлĕхĕн тата спорта юратакансен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вăл — пĕрлĕх вăйĕн витĕмне туйса илесси. Сухайкассинче шăматкун иртнĕ спорт фестивалĕ шăпах çакна çирĕплетсе пачĕ те ĕнтĕ. Çитĕннисем хоккейла мĕнле вылянине курма ача-пăча йышлă килнĕ, уйрăмах арçын ачасем. Чылайăшĕ тантăшĕсене кура коньки сырса алла клюшка тытма тĕв турĕ пулĕ çак кун.
— Спорт çынна сывлăхлă пулма пулăшнине эпир кашни кунах мĕнле те пулин ĕçпе çирĕплететпĕр. Куллен хускану туни вара вăйлă та çирĕп халлă, ăнăçуллă пулма май парать. Сухайкасси ял тăрăхĕн историйĕ пуян, кунта пурăнакансем ырă йăла- йĕркене тытса пыраççĕ. Спортра малашне те пысăк ÿсĕмсем тăвасса шанатпăр, — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов хоккей ăмăртăвне пуçтарăннисене.
Спорт уявне килнĕ хăнасем — Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Виталий Иванов, Елена тата Геннадий Тимченкосем йĕркеленĕ «Добрый лед» ыр кăмăллăх программăн представителĕсем Иван Солдатовпа Андрей Чудаев асăннă программа çĕр-шыври кашни ачана хоккей вăййине явăçтарма май панине палăртрĕç.
— Чăваш Ене килмессерен кашнинчех спорт мероприятийĕсене çÿллĕ шайра йĕркеленишĕн савăнатăп. Паян кунта килнĕ кашни çын хаваслă кăмăл-туйăмпа каясса шанатăп, — терĕ Иван Солдатов.
Сухайкассинчи хоккей курупкине 2005 çулта Вячеслав Никитин пуçарнипе, ял-йыш тăрăшнипе тата спонсорсем пулăшнипе тунă. Вăл çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те хă-йĕн «хуçисене» тарават. Хĕлле кунта хоккейла, çулла футболла выляççĕ, Çĕнĕ çул каçĕнче савăнăçлă мероприяти йĕркелеççĕ. Ялти «Сугай» команда хоккей турнирĕсенче малти вырăнсене йышăнать, кунта чăн-чăн хоккеистсен темиçе ăрăвĕ çитĕннĕ.
— Сирĕн районта тата ял тăрăхĕн-че хоккейла выляççĕ, хоккея юратаççĕ. Ман шутпа, кунта хоккей малашне те лайăх аталанмалла. Анчах та ятарлă тумсăр мĕнле хоккей пултăр-ха; «Добрый лед» программа сире 475 пин тенкĕлĕх хоккей тумĕ туянма сертификат парнелет, — савăнăçлă хыпар çитерчĕ «Добрый лед» программăн Атăлçи тăрăхĕнчи представителĕ, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ, хоккей енĕпе спорт мастерĕ Олег Салтыков.
Савăнăçлă пай хыççăн пăр çинче хĕрÿ тупăшусем пуçланчĕç. Тĕрлĕ ÿсĕмри хоккеистсем мала тухассишĕн вылярĕç. Çĕнтерÿçĕсене дипломпа, парнепе чысларĕç.

Ирина АНДРЕЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code