Главная > Публикации > Хăнтăрсем ялах çитрĕç

Хăнтăрсем ялах çитрĕç

Аслут çырмине хăнтăрсем пурăнма килни çинчен çынсенчен пĕлтĕр кĕркунне илтрĕм. Малтанах ĕненмерĕм. Ытти шыв чĕр чунĕпе арпаштарнă пулĕ тесе шутларăм. Çак тĕлĕнмелле хыпар чылай вăхăт канăç паманнипе тĕплĕнрех тĕпчеме пуçларăм.

Хăнтăрсем çинчен ывăлпа калаçрăм, вăл мана вĕсем Аслут юхан шывĕ çине çуллах çитнине пĕлтерчĕ. Аслут Кĕçĕн Çавала юхса кĕрет, çак чĕр чунсем пирĕн ял çумне çырма тăрăх хăпарма пултарнă.

Çынсенчен илтни пĕрре, хăвăн куçупа курса ĕненнине мĕн çиттĕр. Çак тĕллевпе çырма хĕррине анса пăхма шутларăм. Тури Сурăм ялĕ енне каякан асфальт çул хĕрринчи пĕве çумне çитрĕм. Çак шыв управне, мăн йывăç вуллисене кăшласа тÿнтернĕ хыççăн, хăнтăрсем ăсталанă. Пĕренесене пĕчĕк ĕçченсем шыв тăрăх сĕтĕрнĕ пулас, йывăç тункатисем пĕверен чылай аякра.

Çырма хĕрринчен инçех мар «Сормовский» хуçалăхăн ĕне витисем вырнаçнă. Çав тĕлтен хăнтăрсене курас тесе чылай сăнаса тăтăм. Анчах та асăрхануллăскерсем пĕри те куç тĕлне пулмарĕç.

Хĕл ларсан çак вырăна тепĕр хутчен çитсе килтĕм. Çанталăкĕ уярччĕ. Çырмари шыв шăннăпа пĕрех, çăл куç тапписем кăна шăнкăртатса выртатчĕç. Пĕве умĕнчи шыв самаях хăпарнă, кĕç-вĕç урлă каçса каять.

Шоссе çула сарнăранпах шуркассисен ял хушшинче пĕве çук. Унччен маларах унта тарăн хитре пĕвеччĕ. Шыва та кĕме пулатчĕ, хур-кăвакал ишсе савăнатчĕ. Çул саракансем çав пĕвене уçса ячĕç те шыв управĕ çухалчĕ.

Пăр тăрăх ферма патĕнчен ял еннелле асăрханса утрăм. Умри çула патакпа шаккаса тĕрĕслесе пытăм, пăр хулăнăшĕ питех те çÿхе, чуна çÿçентерет. Кăштах утсан куç тĕлне çапларах ÿкерчĕк тухса тăчĕ: хăнтăрсем çырмари çирĕкпе хăва йывăççисене пăртан кăштах çÿлерех кăшласа тухнă. Çак ĕçе йывăç вулли тавралла пурнăçланă, варрине хăварнă. Чылай йывăç йăванса выртать, вĕсем çил вăйĕпе тÿне-тÿне кайнă. Хăлаçа кĕрейменнисем тăн-тăн лараççĕ-ха, вĕсене тата та кăшласа çаврăнма тивет.

Йăваннисене вара сыпăкăн-сыпăкăн кăшласа татнă. Вĕсене сĕтĕрсе каяйман, шыв хăпарасса кĕтеççĕ ахăртнех. Çырма тем самантра çирĕк тата хăва йывăççисемпе йăлтах хупланса ларнăччĕ. Халĕ вăрман касакансем килсе кайнă евĕрех, йывăç вуллисем урлă-пирлĕ выртаççĕ. Тĕлĕнмелле.

Хăнтăрсем сад патĕнчи плотина хыçĕнче те хуçаланнă, унта черетлĕ пĕве пур. Çырма хĕрринчи тĕреклĕ тирексемпе хырсене йăвантарнă. Аслут çырми тăрăх малалла хăпаратăп. Клубран инçех мар тата тепĕр пĕве.
Çулла хăнтăрсем ĕçленине кайса курас кăмăл пур манăн. Питĕ кăсăклă-çке-ха. Хăнтăрсен шăпи малашлăхра мĕнлерех пулĕ-ши? Пĕлместĕп…

Николай АГАКОВ
Шуркасси сали

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code