Среда, 5 октября, 2022
Главная > Публикации > Чăваш Ен Хĕрарăмсен союзĕн юбилейĕ пулнă май

Чăваш Ен Хĕрарăмсен союзĕн юбилейĕ пулнă май

55 çул каялла (1965 çулта) КПСС Чăваш обкомĕ çумĕнче республикăри хĕрарăмсен хушшинче ĕçлекен канаш йĕркеленнĕ.

Пирĕн çĕршывра хĕрарăмсен пĕрремĕш организацийĕсем 1920 çулсен пуçламăшĕнче йĕркеленме пуçланă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 1950 çулĕсен вĕçĕнче хĕрарăмсен организацийĕсем хĕрарăмсен канашĕ ят илнĕ. Вĕсем хĕрарăмсен производствăри тата йăлари ыйтăвĕсене татса парассипе ĕçленĕ, анчах та çав канашсем пĕр-пĕринпе хутшăнман, уйрăмшаррăн ĕçлесе пынă. Республикăри хĕрарăмсен канашĕсен ĕçне туллин йĕркелесе пыма пĕрлехи орган йĕркелемелле пулнă.

1965 çулхи февралĕн 9-мĕшĕнче КПСС Чăваш обкомĕн бюровĕн ларăвĕнче хĕрарăмсен хушшинче ĕçлекен канашсен положенине çирĕплетнĕ. Хĕрарăмсен канашĕсем хĕрарăмсем валли хăрушсăр ĕç условийĕсем туса парассине; вĕсен производство квалификацине тата культура шайне ÿстерессине; массăллă мероприятисем тăтăш ирттерессине; ачасене воспитани парас ĕçре пулăшассине; сывлăхне тĕрĕслессине лайăхлатас тĕллевпе сиплев учрежденийĕсене пулăшу кÿрессине тĕпе хунă.

1991 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнче хĕрарăмсен черетсĕр 8-мĕш съездĕнче республика канашĕн Уставне çирĕплетнĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн канаша ЧР Юстици министерствинче регистрациленĕ, вăл общество организацийĕ пулса тăнă.

Республикăри хĕрарăмсен канашĕ хĕрарăмсен интересĕсене хÿтĕлекен ытти общество организацийĕсемпе, юхăмсемпе, саккунсем кăларакан тата ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕ. 2015 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче хĕрарăмсен канашне «Чăваш Ен Хĕрарăмсен союзĕ» ят панă.
Общество организацийĕн пĕрремĕш председателĕ Чăваш АССРĕн социаллă пулăшу министрĕ Ольга Ивановна Талля пулнă. Вăл пĕрлĕхе 10 çул ытла ертсе пынă. Сăмах май, Ольга Ивановна Сиккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ.

Тĕрлĕ çулсенче çак организацие Ида Анатольевна Кочетова, Ираида Ивановна Стекольщикова, Крета Лазаревна Валицкая, Светлана Терентьевна Тимофеева, Ольга Юрьевна Зайцева патшалăх тата общество деятелĕсем ертсе пынă. Хальхи вăхăтра «Чăваш Ен Хĕрарăмсен союзĕн» председателĕ Алевтина Николаевна Федорова, вăл ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ.

Хальхи вăхăтра Чăваш Ен Хĕрарăмсен союзĕн тĕп енĕсенчен пĕри — проект ĕçĕ-хĕлĕ. Организаци регион тата федераци гранчĕсемпе вун-вун проекта пурнăçа кĕртнĕ. Паян Хĕрарăмсен союзĕ хăйĕн умне çĕнĕ, пысăк задачăсем лартать.

Людмила ВАСИЛЬЕВА,
ЧР Патшалăх тĕп архивĕн публикацисен пайĕн тĕп архивисчĕ

Ÿкерчĕкре: О.И. Талля
трибуна умĕнче. 1976 çул

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code