Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Новости > Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем!

Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем!

Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем!

Паян тӗнчипех Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне паллӑ тӑваҫҫӗ! Ку вӑл ҫамрӑк, анчах питӗ пӗлтерӗшлӗ уяв.

Тӑван чӗлхе – нимрен хаклӑ пуянлӑх, наци культурин никӗсӗ. Тӑван сӑмах пурӑнма, хамӑра тата ыттисене лайӑхрах пӗлме пулӑшать.

Пӗтӗм Раҫҫейри 2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, Раҫҫейре чӑвашла калаҫакансен шучӗ 1 миллион ытла ҫынпа танлашать. Ҫакӑ витӗмлӗ йыш.

Тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекенсене, ҫырулӑх тӗпчевҫисене, этнографсене, филологи факультечӗн преподавателӗсене пӗтӗм чунтан тав тӑвас тетӗп. Эсир тӑван чӗлхене тӗпчетӗр тата унӑн асамлӑхне палӑртакан пӗлӗве ытти ҫынсене паратӑр, ҫапла майпа пирӗн халӑхӑмӑрӑн культурипе историне тата йӑли-йӗркине сыхласа хӑваратӑр, чӗлхемӗре хисеплеме вӗрентетӗр.

Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫынах тӑван чӗлхе пуласлӑхӗшӗн ҫине тӑрса тӑрӑшассине, халӑх йӑли-йӗрки вара, типтерлӗн упранса, ӑрура-ӑрӑва йӗркеллӗн куҫса пырассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан                                   Олег Николаев

 

 

 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *