Понедельник, Май 25, 2020
Главная > Публикации > Уçланкăра пăшал сасси илтĕннĕ

Уçланкăра пăшал сасси илтĕннĕ

Çулсерен нарăс уйăхĕнче сунарçăсем биатлонта тупăшаççĕ. Кăçалхи ăмăртăва Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн шăматкун йĕркелесе ирттерчĕç. Сунарçăсене хăйсен вăйне тата тĕл перес ăсталăхне тĕрĕслесе пăхма яланхиллех Чăваш Енри сунарçăсемпе пулăçăсен «Канашская» пĕрлешĕвĕ йыхравларĕ. Çак общество организацине Николай Краснов ертсе пырать. Çакăн йышши биатлона сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче сарас, сунарçăсен йышĕнче вăйлă спортсменсене тупса палăртас тĕллевпе ирттереççĕ.

Кăçалхи сунарçăсен тупăшăвне сакăр ушкăн хутшăнчĕ, вĕсем Канаш, Комсомольски, Тăвай, Йĕпреç, Елчĕк… районĕсенчен тата Шупашкар хулинчен килсе çитрĕç. Урисене сарлака йĕлтĕр сырнă тата хул пуççи урлă сунарçă пăшалне çакнă спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Семенов, хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Игорь Семенов, Чăваш Енри сунарçăсемпе пулăçăсен «Канашская» пĕрлешĕвĕн ертÿçи Николай Краснов саламларĕç, хăвăрт старт тата мишеньсене тĕл лектерме ăнăçу сунчĕç.

Ăмăртусем эстафета мелĕпе иртрĕç, кашни командăра — тăватшар спортсмен. Вĕсене, çулĕсене кура, ятарлă ушкăнсем çине пайларĕç. Сунарçăсене дистанцие кĕске вăхăтра парăнтарма тата мишеньсене тĕл персе лектерме тăванĕсемпе çывăх тусĕсем хавхалантарса тăчĕç. Биатлона килнисен кăмăлне çавăн пекех районти артистсен илемлĕ юрри-кĕвви те çĕклерĕ. Вăрман уçланкинче уйри кухньăн тутлă шăрши сăмсана кăтăкларĕ.
Биатлонта Канашпа Тăвай районĕсен пĕрлехи ушкăнĕ çĕнтерчĕ. Мала тухнисене медаль, диплом тата хаклă парне парса чысларĕç.

Антонина ТЯМИНА
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code