Четверг, 3 октября, 2024
Главная > Публикации > Культура шайне ÿстерсе кун-çула тăсар

Культура шайне ÿстерсе кун-çула тăсар

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерстви, профильлĕ ведомствăсем тата медицина пĕрлĕхĕ халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине анлă сарас тĕлĕшпе нумай ĕç турĕç. Çав вăхăтрах çынсен хăйсен сывлăхне упрассин культура шайĕ те ÿснĕ.

Пирĕн пурнăç — хамăр алăра

Росстат кăтартăвĕсем тăрăх, 2019 çулта халăхăн 12 проценчĕ сывă пурнăç йĕркине тытса пурăннă. Ыйтăм ирттернĕ чухне пилĕк тĕп условие шута илнĕ: пирус туртманни, куллен 400 грамран кая мар пахча çимĕçпе улма-çырла çини, вăй-халпа ĕçлени, тăварпа виçеллĕ усă курни (талăкра 5 грамран ытлашши мар), алкоголе (таса спирт) эрнере 168 грамран (?арçынсем) тата 84 грамран (хĕрарăмсем) ытла мар ĕçни. Çынсем сывă пурнăç йĕркипе пурăнакан чи пысăк шая 2019 çулта Ингушетире шута илнĕ — 48,8 процент. Иккĕмĕш вырăнта Крым — 29,2 проц., виççĕмĕшĕнче — Адыгея Республики, 28,8 проц. Чăваш Ен 24,7 процентпа тăваттăмĕш вырăнта.
Медиксем палăртнă тăрăх, çынсене хăйсен сывлăхне хаклама вĕрентсен, пĕтĕмĕшле культура шайне ÿстерсен вĕсен кун-çулне вăрăмлатма пулать. Диспансеризацие шăпах çак культурăна аталантарас тĕллевпе ирттереççĕ те ĕнтĕ.
Районти сывлăх сыхлав тытăмĕн 2019 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ чухне çак ыйтăва уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Канаш енре пурăнакан халăхăн пурнăç тăршшĕ 2019 çулта вăтамран 70,7 çулпа танлашнă. Вилесси иртнĕ çулта 4 процент чакнă, 1000 çын пуçне 15,7 процентпа танлашнă. Çакă республикăри вăтам кăтартуран 1,3 пĕчĕкрех, 2018 çулпа танлаштарсан 2,4 пысăкрах.

Чир-чĕр кун-çула кĕскетет

Пурнăçран уйрăлса каякансен йышĕнче юн çаврăнăш системин чирĕсемпе вилекенсем ытларах пулнă — 235 тĕслĕх. Иккĕмĕш вырăнта тулаш сăлтавсем (77), сывлав органĕсен чирĕсем виççĕмĕш вырăнта. Апата ирĕлтерекен органсем чирленипе 26 çын пурнăçран уйрăлнă.
Вăй питти ÿсĕмри çынсем тулаш сăлтавсене, юн çаврăнăш системин, сывлав органĕсен чирĕсене пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Вилĕмсен структурине анализ тунă хыççăн 60-64 тата 75-79 çулсенчи çынсем ытларах вилнĕ. Ку йышра, шел пулин те, арçынсем нумайрах. 2019 çулта пурнăçран уйрăлса кайнисен мĕнпур хисепĕнчен 43,3 проценчĕ юн çаврăнăшĕн системин чирĕсенчен вилнĕ. Аслă ÿсĕмри çынсем пуç чирĕсене (цереброваскулярные заболевания) пула пурнăçран ытларах уйрăлнă. Вăй питти çынсем инсульта пула вилесси 2 хут чакнă.
Сывлав органĕсен чирĕсене пула пурнăçран кайнисен 78 проценчĕ аслă ÿсĕмри çынсем. Кунта инкекĕн тĕп сăлтавĕ тĕпрен илсен ÿпкен вăй илсе пыракан чирĕ (ХОБЛ) пулса тăнă, вăл сывлăша пÿлсе лартать; 88 проц. пневмонипе вилнĕ, вĕсем ют тăрăхсене ĕçлеме çÿрекенсем. Вăхăтра сипленменнипе чир шала кайнă. Йывăрланса çитсен тин больницăна çул тытнă, анчах, шел те, кая юлнă.
Тулаш сăлтавсене пула (13 çын)  пурнăçне кĕскетнĕ çынсен шучĕ 15 проц. сахалланă пулин те çак сăлтавсем пурпĕрех малта тăраççĕ. 2019 çулта 16 çын çакăнса, 13-шĕ эрехпе наркăмăшланса, 14-шĕ шăнса, 4-шĕ сĕрĕм тивнипе, 2-шĕ путса, аварире суранланса 5 çын вилнĕ.
Онкологи текен сăмаха илтсен паян кирек камăн та вăй пĕтсе каять-тĕр. Этем кун-çулĕн чи пысăк та хăрушă тăшманĕ пулса тăчĕ вăл. Ÿсĕме те пăхса тăмасть, çамрăка та, ватта та пĕр шелсĕр тĕп тăвать.
Районти онкологи службин кăтартăвĕсем лайăхланнине палăртма уйрăмах кăмăллă: шыçăсене 1-2-мĕш стадирех тупса палăртасси. Диспансеризаци вăхăтĕнче 10 çыннăнне 1-2-мĕш стадири усал шыçă тупса палăртнă.

Диспансеризаци — профилактикăн тĕп мелĕ

Ял çыннисене больница транспорчĕпе районăн тĕп больницине илсе килнипе, куçса çÿрекен флюорографа пула çынсене 95,3 процент таран флюоротĕрĕслев витĕр кăларма май килнĕ. 2018 çултанпа туберкулезпа чирлесси 70,3-рен 54,3 таран чакнă.
2019 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 5585 çын — çитĕннисен 23 проценчĕ — диспансеризаци тухнă. Тĕрĕсленнисенчен 22 проценчĕ хăйсене питĕ сывă теме пултарать, 13 проценчĕн вăраха кайнă чирсем (2-мĕш ушкăн)  аталанма пуçланă. Пуçласа чир тупса палăртнă пациентсене 100 проц. диспансери сăнавне илнĕ.
Диспансеризаци чире тупса палăртса вăхăтра сипленме май парать. Ку тĕллевпе медицина организацийĕсенче Сывлăх шкулĕсем ĕçлеççĕ, сывă пурнăç йĕркин усси, пирус туртмалли марри, тĕрĕс апатлану çинчен каласа ăнлантараççĕ.
2019 çулта РФ Сывлăх сыхлав министерстви диспансеризаци тата медтĕрĕслев ирттермелли çĕнĕ йĕркене çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн 18 çул тултарнă тата аслăрах ÿсĕмри çын диспансеризаци тухать. 18-39 çултисемшĕн виçĕ çулта пĕрре иртет, 40 çултан малаллисемшĕн — кашни çулах.
Аякри ялсенче пурăнакансем патне медиксен бригадипе куçса çÿрекен ФАП ?(автобус/) килет. Кунашкал ФАП пирĕн районта та пур.

Районти тĕп больница
информацийĕ тăрăх хатĕрленĕ

Ирина ВИНОГРАДОВА,
Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ:
— Пирĕн кашни кунах пусăрăнчăк, япăх кăмăл-туйăма сирсе ярса илемлĕ, ырă япалапа хавхаланма пĕлмелле. Çакă сывлăхшăн усăллă. Ĕçе савăк кăмăлпа çÿремелле. Кунта эпир, медицина ĕçченĕсем, хамăрăн пациентсемпе: пĕчĕккисемпе, пысăккисемпе, çитĕннисемпе, ваттисемпе тĕл пулатпăр.
Пирĕн сирĕнпе медицина пулăшăвĕ кÿмелли йĕркеллĕ система туса хумалла. Сывлăх сыхлавне юлашки виçĕ çулти пек пысăк тимлĕх нихăçан та уйăрман. Пирĕн çинчен, пирĕн халăх çинчен шухăшлама пуçларĕç. Паян медицинăра паракан пулăшăва пирĕн пата сипленме килекенсен та туймалла. Халăх йышĕ вăл — пирĕн аттепе анне, асатте-асанне, пирĕн ачасем… Иртнĕ çул ведомствăсем хушшинче йĕркеленĕ ĕçе пула ума лартнă тĕллевсене — тин çуралнă пепкесем, ачасем вилессине чакарма — пурнăçлама май килчĕ. Ытларах ачан пурнăçне сыхласа хăвартăмăр. 2018 çулта тулаш сăлтавсене пула 2 класс чухлĕ (55 ача) вилнĕ пулсан, 2019 çулта — 38 ача. Паллах, çак цифра питĕ нумай. Ачасене телейлĕ ÿсмелле, тулли çемьесенче пурăнмалла.
Тата тепĕр çивĕч ыйтăва татса памалла: тулаш сăлтавсене пула пурнăçран уйрăлакан сывă ачасен: пушарта, аварисенче, хăйсем çине алă хурса, снюссемпе наркăмăшланса вилекенсен шутне чакармалла. Ачасемпе, ашшĕ-амăшĕпе калаçмалла, пурнăçран ыррине илме, курма вĕрентмелле.
Виçĕ параметра куллен контроллесе тăни юн çаврăнăш системин чирĕсенчен, уйрăмах инсультран, инфарктран, сыхланине халăха ăнлантарса памалла. Мĕн тумалла-ха? Холестерин шайне, юн пусăмне виçсе тăмалла, юна шĕветекен препаратсене вăхăтра ĕçмелле!
Чунпа та, чĕрепе те сывă пулăр! Халă ăшăлăх, тимлĕх, ырăлăх, юрату парнелĕр!

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *