Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ыр сăмах калама ан ÿркенĕр…

Ыр сăмах калама ан ÿркенĕр…

Аслă Çĕнтерÿ уявĕ çывхарса пынă май Шелттем ял тăрăхĕн «Астăвăм» кĕнекине тепĕр хут алла илтĕм. Çак кĕнекен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине пурте ăнланатпăр. Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пуçне хунă е юн тăкнă çынсен ячĕсене асра тытни сăваплă. Кашни килте упранакан чи сумлă та хаклă кĕнеке пултăрччĕ вăл.

Çак кĕнекере Павел Анисимович Анисимовăн сăн ÿкерчĕкĕ те пур. Унăн пурнăçĕ ытти çынсенчен нимпе те уйрăлса тăман. Ĕçчен те пултаруллă, ырă кăмăллă арçынччĕ. Вăл 1924 çулта Çĕнĕ Шелттем ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш, Вăрăмпуçĕнчи çичĕ класлă, Сиккассинчи вăтам шкулсенче вĕренсе пĕлÿ илнĕ. 1942 çулта 18 çулти каччă фронта тухса кайнă.
Тăшмана хирĕç стрелоксен полкĕнче пулеметчик пулса çапăçнă, кайран огнеметчиксен йышне лекнĕ. Хими енĕпе ĕçлекен батальонра службăра тăнă, писарь тата тăлмачă шутланнă. Шкулта вĕреннĕ çулсенчех нимĕç чĕлхине лайăх пĕлни пурнăçра ăна пулăшнă.
Павел Анисимов вăрçă çулĕпе фашистсен тĕп йăвине çитнĕ. Паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн ăна «За отвагу» медальпе чысланă. Вăрçă чарăнсан вăл тăван яла таврăннă, мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ. Авланса çемье çавăрнă. Мăшăрĕ, Ульха аппа, Яманкасси хĕрĕ пулнă.
Павел Анисимович 50-мĕш çулсен пуçламăшĕнче ашшĕ килĕнчен уйрăлса тухма шутлать. Хуçасем çурт лартма вырăн паманнипе Кивĕ Шелттем ялĕнчи сăрт çамкинче тĕпленме палăртать. Вырăнĕ хуçалăх çавăрма майлах мар пулин те Павăл пиччепе Ульха аппа хăйсен шухăшне улăштармаççĕ, сăрт çамкине кĕреçепе чавса тикĕслеççĕ.
Хăйсем çурт хăпартнă урама «Луговая» тесе палăртаççĕ. Унта пĕр пÿрт кăна. Çемье йышĕ хушăнсах пырать, Анисимовсем ултă ывăлĕпе икĕ хĕрне пурнăç парнеленĕ. Ачисем çитĕнсе часах ĕçе кÿлĕннĕ.

 

 

Ачисем те ашшĕ пекех кĕнекепе питĕ туслăччĕ, вĕренÿре те лайăх ĕлкĕрсе пыратчĕç.

 

Павел Анисимович кĕнекесемпе çав тери туслă пулнă. Ял вулавăшĕнче вăл вуласа тухман кĕнеке юлман та пулĕ. Тĕлĕнмелле анлă тавра курăмлă, ăслă, тарăн шухăшлă çынччĕ вăл. Кĕнекери кашни сăмах пĕлтерĕшне ăнланса чунĕ патне илетчĕ. Унти сăнарсем çинчен мĕнле хавхаланупа каласа кăтартатчĕ тата! Пирĕн пата çитменнине, эпир ăнланманнине çăмăллăн каласа пама пĕлетчĕ. Мĕн тери кăмăллă та кăсăклăччĕ унпа вуланă кĕнекесене тишкерме.
Çав вăхăтра вăл сăнĕпе те улшăнатчĕ — хăй çыравçă тейĕн. Мĕн чухлĕ хавхалану, хăват, тарăн шухăш, ытарлăх. Эпĕ çакна халь çеç чун шăнăрĕсемпе туятăп.
Пĕррехинче Павел Анисимович Канаша çăкăр илме кайсан Боккаччăн «Декамерон» кĕнекине тупса илнĕ. Уншăн вăл çав тери савăннăччĕ. Мигель де Сервантесăн «Дон Кихот» кĕнекине уйрăмах кăмăллатчĕ.
Ачисем те ашшĕ пекех кĕнекепе питĕ туслăччĕ, вĕренÿре те лайăх ĕлкĕрсе пыратчĕç.
Павăл пичче аваллăхпа, историллĕ пулăмсемпе те питĕ кăсăкланатчĕ. «Тахçан, ĕлĕк-авал, халĕ чăвашсем пурăнакан вырăнта тундра пулнă. Çав тăрăхра мамонтсем, çăмламас носорогсем, бизонсем тата çурçĕр пăланĕсем йышлăн çÿ-ренĕ. Авалхи çынсем çак чĕр чунсемпе тăранса пурăннă», — тетчĕ вăл.
Çуркунне çитсен Вăрăм шывĕ юхакан çырансенче чакаланса ĕлĕкхи чĕр чунсен шăммисене пуçтаратчĕ. Тахçан пулнă тинĕс тĕпĕнчи япаласене шыратчĕ. Улăхри торф ăшне варăнса юлнă ĕмĕрхи йывăçсен пысăк кĕрешĕсене те тупнă. Тупнă çеç те мар, Мускаври географи обществине ярса панă. Ăна географи обществин членне илнĕ. Вĕсем пĕрле çыхăну тытса ĕçленĕ.
Павел Анисимович ÿкерме те ăстаччĕ. Çуллă сăрăпа усă курса тĕлĕнмелле хитре картинăсем ăсталатчĕ.
Пурнăç çулĕ тумхахсăр пулмасть. Анисимовсен çемйине пысăк инкек пырса çапрĕ. Кĕçĕн ывăлĕ, Женя, ялти шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухрĕ. Унтан Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕчĕ. Куçăмсăр мелпе аслă пĕлÿ илнĕ май трактор тăвакансен заводне ĕçе вырнаçрĕ.
Çав тапхăрта Афганистан çĕрĕ çинче вăрçă кĕрлетчĕ. Женя ытти юлташĕсемпе пĕрле хăй ирĕкĕпе вăрçа тухса кайрĕ. Сăрт-ту хушшинчи пĕр çапăçура 20 çулти çамрăкăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Ăна яла илсе килсе пытарчĕç.
Женьăн ырă ятне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытма Шелттем шкулне унăн ячĕпе сăвапларĕç. Шупашкарти трактор тăвакан заводăн музейĕнче ятарлă стенд та пур.
Ырă чунлă, ăшă кăмăллă тата ăслă çынсене пурăннă чухне хаклама пире тавра курăм ансăр пулни чăрмантарать пулĕ тесе шутлатăп. Пурнăç пăтăрмахĕнче çаврăнатпăр, вĕтеленетпĕр, ыррине курса хаклама вара пĕлейместпĕр.
Çынсем тунă ырă ĕçсене курса вăхăтра хаклама тăрăшасчĕ, вĕсенчен вĕренсе юласчĕ, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пуласчĕ. Ырă çынсене пурăннă чухне ырă сăмах калама манас марччĕ!

Николай ВОРОНЦОВ
Кивĕ шелттем ялĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *