Среда, 7 декабря, 2022
Главная > Публикации > Процент ставкине пĕчĕклетме пуçару тунă

Процент ставкине пĕчĕклетме пуçару тунă

Ытларикун Шупашкарта республикăн агропромышленность комплексĕпе, апат-çимĕç рынокĕн конъюнктурин улшăнăвĕсене мониторинглассипе, çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнассипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн тата ЧР Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Унта хутшăнакансене, хăнасене пирĕн районти пĕрлештернĕ «Канаш ен» фольклор ансамблĕ хаваслă юрă-кĕвĕпе кĕтсе илнĕ. Шелттемри культура ĕçченĕсем «Пионер» агрофирма» ООО директорĕпе Николай Николаевпа пĕрле залри халăха Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине халалланă театр постановки кăтартнă.

Ларăва районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе вĕсен çумĕсем, агропромышленноçăн мĕн пур харпăрлăхлă предприятийĕсен ертÿçисем, федераципе республикăн вĕсемпе çыхăнса ĕçлекен органĕсен представителĕсем хутшăннă. Республика агропромышленноçĕн 2019 çулхи аталанăвне тишкернĕ тата 2020 çулхи тĕллевĕсене палăртнă. Ку ыйтупа ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов доклад тунă. «Пĕлтĕр республика агропромышленноçне пулăшма патшалăх 2,8 млрд тенкĕ е 2018 çулхинчен 2,4 процент нумайрах хывнă, — тенĕ. — Çав тĕллевех пурнăçлама 2020 çулта 3,3 млрд тенкĕ явăçтарма палăртнă».

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев регион агропромышленноçĕн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне «позитивлă» тесе хак панă, ăратлă ĕнесен кĕтĕвне пысăклатнăшăн, ял хуçалăх организацийĕ- семпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче кашни ĕнерен вăтамран сĕт 2018 çулхинчен самай ытларах суса илнĕшĕн, ытти енĕпе лайăхрах ĕçленĕшĕн мухтанă. Çапах та ÿсĕмсемпе лăп- ланмалла мар, кăçал пĕлтĕрхинчен лайăхрах ĕçлемелле тенĕ.

Олег Николаев аграрисене кăçал 200 пуç выльăх вырнаçтармалли комплекссем, комбикорм хатĕрлемелли заводсем тумалли, çĕнĕ техника туянмалли, çĕр улми туса илессине вăйлатмалли программăсене пурнăçлама хастартарах хутшăнма чĕнсе каланă.

Кăçалтан вăя кĕртнĕ 3 процентлă ял ипотекипе усă курса кашни çынах, ялти те, хулари те, ялта çурт-йĕр туянма пултарать. Олег Николаев çак ставкăна пĕчĕклетес тĕллевпе республика бюджетĕнчен субсиди уйăрас ыйтупа пуçару тунă. Çак ыйтăва татса парсан ялсенче пурăнакансен сахал тупăшлă категорийĕсем
те ку ипотекăна илме пултараççĕ. Ипотека йывăрлăхне чакарни ялти кадрсемшĕн питех те пĕлтерĕшлĕ. «Пирĕн умра ялсене тĕрлĕ енлĕ специалистсемпе тивĕçтермелли задача тăрать. Пирĕн нумай ачаллă çемьесенчен те пăрăнса иртмелле мар», — палăртнă Олег Алексеевич.

Ял ипотекин программине пурнăçа кĕртме район администрацийĕсен пуçлăхĕсене ялсенчи çĕрсене инвентаризацилеме, пушă лаптăксен списокне хатĕрлеме хушнă. Хуçасăр çĕрсене те ĕçе кĕртмелле. «Чылай ялта никам та усă курман пушă лаптăксем пур. Кăмăл тăвакансем унта çурт-йĕр çавăрма пултарĕч- чĕç. Çав лаптăксене ĕçе кĕртмелли механизма тĕрĕс йĕркелесе инвентаризаци тумалла. Çаксене пурнăçласан вара яла аталантарма та, çĕрпе усă курнин тухăçлăхне ÿстерме те пултаратпăр», — палăртнă республика ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан.

ЧР ПА пресс-служби

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code