Вторник, 10 декабря, 2024
Главная > Публикации > Кĕрлерĕ вăрçă, çунчĕ çĕр…

Кĕрлерĕ вăрçă, çунчĕ çĕр…

«Эпир хаяр саманара çуралнă,
пире ачашлакан никам пулман…»

Илья Семенов
Григорий Димитриев

Вăрçă! Мĕнле хăрушă сăмах! Çĕр çинче пурăнакан миçе çын пурнăçне вăхăтсăр татмарĕ-ши вăл? Çав вăхăтрах «сурансен» тарăн йĕрĕ çĕр пичĕ çинче кăна мар, пирĕн чун-чĕрере чылай вăхăт иртсессĕн те тÿрленеймĕ.
Çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрте пурăнатпăр, апла пулин те хăш-пĕр çĕршывсем пĕр-пĕрин хушшинче пĕр чĕлхе тупаймаççĕ. Çак сăлтава пула вĕсенче мирлĕ пурнăç лăпкăлăхĕ татăлать, çынсем инкек тÿсеççĕ…
Пирĕн халăх Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче ытла та пысăк çухатусемпе çĕнтерчĕ. Эпир вăл вăхăтра ача-пăча йышĕнче кăна пулнă, çак синкерлĕ пулăм пирĕн асран çав-çавах каяс çук. Атте вăрçăран аманса таврăнни те куç умĕнчех. Хапха умĕнче каска çинче ларатăп. Тăкăрлăкри хапха уçăлса хупăнчĕ те ман ума палламан темиçе арçын çитсе тăчĕ. Пĕри пĕшкĕнсе манпа калаçма пуçларĕ, килте кам пуррине, атте ăçтине ыйтса пĕлчĕ. Эпĕ атте вăрçăрине пĕлетĕп. Каларăм. «Эпĕ санăн аçу, мана палларăн-и?» — терĕ вăл. Эпĕ сиксе тăтăм та айккинелле тартăм. Те хăранипе, те вăтаннипе çапла пулса тухрĕ — пĕлместĕп.
Каярахпа кукамай мана пÿрте илсе кĕчĕ. Атте вăрçăран аманса таврăннине пĕлтĕм. Аттепе пĕрле госпитальте сипленнĕ икĕ салтак. Вĕсем Украина çыннисем. Вăрçă пынă пирки хăйсен патне каяйман. Чăвашра икĕ уйăх пурăнса вăй илнĕ хыççăн каллех фронта таврăнчĕç. Атте суранĕ тÿрленсе çитейменнине пула килтех юлчĕ.
Пĕррехинче атте кăмака умне чĕркуçленсе ларнă та табак туртать. Хăй кĕпесĕр. Эпĕ атте сисмен чухне унăн суранне вăрттăн пырса тĕртетĕп. Атте йăнăшса илет. Анне мана юнать. Мĕншĕн çапла тунине ăнланмастăп. Аттепе выляс килнĕ-ши е хам пуррине кăтартас тенĕ эпĕ ăна?..
Суранĕ тÿрленсен атте тепĕр хутчен вăрçа тухса кайрĕ. Çав çулах кĕркунне (1942 çул) пирĕн яла салтаксем çитрĕç. Вĕсем салтак вăййи выляççĕ, çапăçăва хатĕрленеççĕ. Кÿршĕри пысăк пÿртре штаб вырнаçнă. Пирĕн патра икĕ офицер пурăнатчĕ. Салтаксем клубра тата шкулта пурăнатчĕç. Лукка пиччесен пÿртĕнче столовăй (вĕсем хăйсем Çĕпĕре тухса кайнăччĕ).
Йĕпе-сапаллă, çумăрлă е хĕллехи сивĕ çанталăкра чÿрече умĕнче ларса яланах салтаксене сăнаттăм. Клуб мăрйинчен пĕр вĕçĕмсĕр тĕтĕм мăкăрланатчĕ. Салтаксем улăхри чĕрĕ çирĕк йывăççисене касса вутă валли сĕтĕрнине астăватăп.
Пысăк çурта чĕрĕ вутăпа ăшăтма çăмăлах пулман паллах. Нимĕн те тăваймăн, пурăнмалла, тÿсмелле, чăтмалла…
Вăрçă пынă тапхăрта хĕлсем калама çук сивĕ тăратчĕç. Юр та питĕ хулăн çуса лартатчĕ. Салтаксене хĕрхенсе кукаçи кăмакана чĕртсе яма типĕ хăйă вутти илсе анса паратчĕ.
«Хамăн та вăрçăра виçĕ ывăл, ют çĕрте нуша кураççĕ пуль. Кам хĕрхенет вĕсене? — тесе пăшăрханатчĕ кукаçи. Салтаксене май пур таран яланах мĕнпе те пулин пулăшма тăрăшатчĕ.
Хĕл каçнă хыççăн салтаксене вăрçа илсе кайрĕç. Вĕсем стройра тăраççĕ, пăшалĕсене хул пуççи урлă çакнă. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене фронта ăсатма пĕтĕм ял-йыш тухнă. Анне куççульпех йĕрет. Ăна курса манăн та чун хурланать, куççуль тухать.
Ун чухне пĕчĕк чун анне мĕншĕн макăрнине ăнланман. Халĕ питĕ лайăх чухлатăп. Мăшăрĕ, атте, вăрçăра, икĕ шăллĕ хыпарсăр çухални çинчен хут килнĕ. Пиччĕшĕ, Иван, аманса таврăннă.
Вăрçă хыпарĕсемпе ун чухне пурте кăсăкланнă. Кам аманса таврăннă, хăш киле кĕтмен хыпар çитнĕ, пирĕннисем фронтра мĕнле çитĕнÿ тунă? Пурнăç юххи пурне те пĕрлештерсе пĕр тĕвĕ тунă.
«Вăрçăран Илле пичче таврăннă, кайса курар», — тесе чупса çитрĕ тăван тус Ванюшки. Эпĕ савăнсах килĕшетĕп. Тăван килĕ умĕнче салтак тумĕ тăхăннă çамрăк ларать. Çурхи пĕтĕм тĕнче чĕрĕлнĕ вăхăт. Илле пиччесен сад пахчинчи çĕмĕрт йывăççисем шап-шурă çеçкере. Тураттисем çатан карта çине тайăлса урам еннелле усăннă. Ытармалла мар илем. Ырă, тутлă шăршă сăмсана кăтăклать. Шăнкăрч хăйĕн йăви тăрринче çунат çапса илемлĕ юрă кĕвĕлет.

 

 

Вăрçă пынă тапхăрта хĕлсем калама çук сивĕ тăратчĕç. Юр та питĕ хулăн çуса лартатчĕ. Салтаксене хĕрхенсе кукаçи кăмакана чĕртсе яма типĕ хăйă вутти илсе анса паратчĕ.

 

Эпир именчĕклĕн çывхарса салтак çумнерех йăпшăнатпăр. Вăл пиртен кам ачисем пулнине ыйтса пĕлет, калаçу пуçлама тăрăшать. Хăй вăйсăр, начарланса кайнă.
Тепĕр темиçе кунтанах вăл пурнăçран уйрăлса кайнине пĕлтĕмĕр. Илле пичче вăрçăра пулеметчик пулса çапăçнă. Вăрçа кайиччен учителе вĕренсе тухнă пулнă, Атнаш шкулĕнче ĕçленĕ. Сăвăсем çырма юратнă. Унăн сăввисем район хаçатĕнче час-часах пичетленнĕ. Вăл А.С. Пушкинăн произведенийĕсене те чăвашла куçарнă. Илья Илэм (Семенов) çут çанталăка çав тери юратни, тарăннăн ăнланма пĕлни унăн сăввисенче лайăх курăнать.
Пурнăçран çамрăклах уйрăлса кайнă пулин те хăй чылай сăвă çырса хăварнă. Унăн сăввисем салтаксене паттăррăн кĕрешме, çĕнтерĕве çывхартма хавхалантарса пынă.
Илле Илэме ял çыннисем паянхи кун та асра тытаççĕ. Паттăрсем нихăçан та вилмеççĕ, вĕсен ячĕсем пирĕн асра.
Хамăр урамрах Ваççа ятлă çывăх тус пурччĕ. Иксĕмĕр питĕ килĕштереттĕмĕрччĕ. Унăн ашшĕ, Григорий Илларионович Григорьев, вăрçăран сусăрланса таврăннă, икĕ урине те çухатнă. Пĕр урине чĕркуççинчен çÿлерех, теприне кăштах аяла- рах татнăччĕ. Кĕркури пичче кĕске костыльпе çÿретчĕ.
1909 çулта çуралнăскер вăрçа 1942 çулта тухса кайнă. Килте мăшăрĕ пилĕк ачапа тăрса юлнă. Вăл Хĕвел анăç фронтне лекнĕ, тăшмана хирĕç стрелок пулса çапăçнă. Ржев хули çывăхĕнче пулса иртнĕ хăрушă çапăçусем çинчен каласа пани пуçран тухмасть.
«Çурла уйăхĕн пĕр кунĕнче пире атакăна çĕклерĕç. Фашистсем тĕрлĕ орудирен пĕр чарăнми переççĕ. Эпир тăшмана хирĕç ыткăнтăмăр. Сасартăк хам умра йывăр аманнă хамăр ял çыннине куртăм. Константин Кротов, манран икĕ çул çамрăкрах. Килĕнче арăмĕпе Анна ятлă хĕрĕ юлнă. Кĕçтук мана палласа илчĕ, çав самантрах вилсе кайрĕ. Эпĕ унăн куçĕсене хупрăм та малалла вирхĕнтĕм. Нумаях та каяймарăм снаряд шаплатса çурăлчĕ, манăн икĕ урана та татса пăрахрĕ. Çĕçĕ кăларса шăнăрсене хамах касса пăрахрăм. Санитарка çывхарнине астăватăп, кайран тăн çухатнă…»
Кĕркури пиччен харсăрлăхĕнчен, тÿсĕмлĕхĕнчен тата ĕçченлĕхĕнчен паянхи кунчченех тĕлĕнетĕп. Сусăр пулсан та ахаль ларман, вăй çитернĕ таран ĕçленĕ. Колхоз пахчинче хурал тăратчĕ. Кăмăлне купăс каласа çĕклетчĕ. Çакăн пек çынсен паттăрлăхĕ çамрăксене чăн-чăн çын пулма, йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла талпăнма вĕрентеççĕ. Чыс та мухтав паттăрсене!
Вăрçă чарăнсан, Аслă Çĕнтерÿ хыççăн, кукаçипе Канаш хулине кайрăмăр. Чукун çул урлă каçмалли çула шлагбаумпа хупнă. Икĕ енчен те çынсем кĕпĕрленсе тăраççĕ. Вĕсен хушшинче костыльсем çине тайăнса тăракан вăрçă инваличĕ те пурччĕ.
Часах тавар турттаракан пуйăс курăнса кайрĕ. Вăл хуллен пырать. Вагонсенче тыткăна лекнĕ нимĕç салтакĕсем ларса пыраççĕ. Хăйсем пурте консерва çиеççĕ. «Тыткăна лекнисене пурне те хăйсен çĕршывне ăсатаççĕ», — терĕ кукаçи.
— Мĕншĕн пĕри те нимĕн те каламасть, вĕсем тăшмансем-çке», — тĕлĕнетĕп эпĕ.
— Вĕсем пирĕн пек çынсемех, вĕсене те килĕсенче çейисем кĕтеççĕ. Вăрçă пуçлаканĕсем вĕсем пулман, çĕршыв ертÿçисем», — терĕ кукаçи.
Аса илÿ нумай, вĕсене пурне те çырса кăтартма май та çук. Паянхи ачасен, çамрăксен пурнăçĕ, малашлăхĕ телейлĕ пултăрччĕ. Вĕсем çĕршывăн пулас хуçисем, ăс-тăнне аталантарма, тĕпчеме пур услови те пур. Ÿркенмелле мар çеç.
Тÿпере яланах мирлĕ хĕвел ялкăштăр.

Николай ВОРОНЦОВ
Кивĕ Шелттем ялĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *