Среда, 24 апреля, 2024
Главная > Публикации > Кĕрхи калча сиенленмен

Кĕрхи калча сиенленмен

Юнкун район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата асăннă па-йăн тĕп специалисчĕ Валерий Долгов АСК «Канаш» тата «Агрофирма «Канмаш» хуçалăхсене çитсе килнĕ, вĕсем вырăнта кĕрхи калчасен пахалăхĕпе паллашнă.

Районта кĕрхи культурăсене 5990 гектар çинче акса хăварнă пулнă. Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕсем палăртнă тăрăх, кĕрхи калча тата нумай çул ÿсекен курăксен анисем лайăх хĕл каçнă, вĕсем çинче кăмăскалăх çук, кăшлакан чĕр чунсем сиен кÿнине те тупса палăртман.

Кĕçех районти ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем акана тухĕç. Çурхи ĕçсене вăхăтра тата тухăçлă вĕçлеме пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене çителĕклĕ янтăласа хăварнă. Çур аки валли 3100 тонна вăрлăх пăхса хăварнă пулсан, Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕнче 3107 тонна тĕрĕслев витĕр тухнă. Вĕсенчен 91 проценчĕ кондицие ларнă (2767 тонна).

Вăрлăха çĕнетсе пырас тĕллевпе хуçалăх ертÿçисемпе фермерсем пахалăхлă вăрлăх туянма тăрăшаççĕ. Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне районта 456 тонна элитлă вăрлăх кÿрсе килнĕ (пĕтĕм вăрлăх шайĕн 16 проценчĕ).

Çурхи ĕçсем валли 1050 тонна (ĕç витĕмĕ шайĕпе)  минераллă удобрени кирлĕ. Хальлĕхе района 538 тонна (виçе калăпăшĕпе) удобрени турттарса килнĕ, ĕç витĕмĕ шайĕпе çакă 212 тоннăпа танлашать е пĕтĕмпе кирлин 20 проценчĕ. Хальхи вăхăтра çак ĕç малалла пырать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *