Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Кĕрхисене апатлантарма тухнă

Кĕрхисене апатлантарма тухнă

Çурхи çанталăк питех те вылянчăк. Сивĕ хĕлпе çуркунне хăйне евĕр вăйă выляççĕ тейĕн. Пĕри ниепле те парăнаймасть, тепри вара, темле çине тăрсан та, вăя кĕреймест. Халĕ те çаплах пулса тухрĕ. Çĕр пичĕ юртан тасалса çитнĕччĕ кăна — шурă «утиял» уй-хире тепĕр хутчен хупăрласа илчĕ. Юр çуса лартиччен «Канмаш» агрофирма тата Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕçченĕ-сем районта чи малтан кĕрхи культурăсене апатлантарма тухнă. Вĕсен ĕçĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата асăннă пайăн тĕп специалисчĕ Валерий Долгов вырăна тухса паллашнă.

«Канмаш» агрофирма» пĕрлĕх Ачча ял тăрăхĕнче кĕрхи тулă уйĕсене 100 ытла гектар çинче апатлантарнă. Удобрение уя «МТЗ-82» тракторпа Игорь Васильев механизатор хывать, пулас тухăç «апатне» Андрей Никифоров водитель турттарса тăрать. Кĕрхи культурăсене «канмашсем» 550 гектар çинче акса хăварнă пулнă.

Никонов фермерăн кĕрхи тырă уйĕсем 200 гектар йышăнаççĕ. Вĕсене апатлантарассипе уйра Валерий Михайловичăн ывăлĕсем Александрпа Алексей ĕçлеççĕ. Пĕр тăвансем кĕске вăхăтра 120 гектар кĕрхи тулă уйне удобрени хывса хăварнă.

Районта килес çулхи тухăçшăн тăрăшса кĕрхи культурăсене 5990 гектар çинче акса хăварнă. Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕсем кĕрхи калча лайăх хĕл каçнине палăртаççĕ.

Çурхи ĕçсене вăхăтра туса ирттерме районта вăрлăх çителĕклĕ хатĕрлесе хăварнă, вăл йăлтах тĕрĕслев витĕр тухнă. Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне кондицие ларни 91 процентпа танлашнă. Удобрение хальлĕхе 538 тонна (виçе калăпăшĕпе) кÿрсе килнĕ, ĕç витĕмĕ шайĕпе çакă 212 тоннăпа танлашать е пĕтĕмпе кирлин 20 проценчĕ.

Валерий ДОЛГОВ,
районăн тĕп агрономĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code