Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Районти хуçалăхсем çурхи ĕçсене пуçăнчĕç

Районти хуçалăхсем çурхи ĕçсене пуçăнчĕç

Кăçал уй-хир юртан питех те ир тасалчĕ. Çанталăк кăмăлĕ вылянчăк тăрать пулин те çĕр пĕчĕккĕн пиçсех пырать. Çавна май техника уйра ака уйăхĕн пуçламăшĕнчех йышлăн курăнма пуçларĕ.

Район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп эксперт специалисчĕ Валерий Долгов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал акана пирĕн районта хуçалăхсем ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче тухнă. Вăл кун Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕ 60 гектар çинче урпа, «Хучель» тулли мар яваплă пĕрлĕх 15 гектар сĕлĕ акса хăварнă. Пĕлтĕр сеялка çаклатнă тракторсем уя ака уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне çеç тухнă.
Хальхи вăхăт тĕлне «Канмаш» пĕрлĕх 40 гектар çинче горчица, Портасов хресчен-фермер хуçалăхĕ 50 гектар «таса» люцерна акнă.

Киров ячĕллĕ ЯХПК (205 га), «Канмаш» (550 га), «Путь Ленина» (150 га), АСК «Канаш» (220 га)  хуçалăхсем тата Петров (50 га), Никонов (100 га), Портасов (300 га/), Лукьянов (220 га) хресчен-фермер хуçалăхĕсем кĕрхисене апатлантарассипе уйрăмах хастар ĕçлеççĕ. Çак хуçалăхсемех пĕлтĕр сухаласа хăварнă анасем çинче нÿрĕ тытса юлассипе те лайăх кăтартусемпе палăраççĕ.

Çур аки валли удобрени кÿрсе килес ĕç малалла пырать. Енчен те пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне удобрение кашни гектар пуçне ĕç витĕмĕн шайĕпе 22 килограмм илсе килнĕ пулсан, кăçал çакă 40 килогрампа танлашнă.

Хуçалăхсем вăрлăха çĕнетсе пырассипе те ĕçлеççĕ. «КанашАгро» 250 т (150 т урпа, 100 т тулă), «Канмаш» 100 т (50 т урпа, 50 т тулă) пахалăхлă вăрлăх туяннă, çавăн пекех Шпаков, Петров, Лукьянов, Портасов тата Васильев хресчен- фермер хуçалăхĕсем те кĕлет пÿлмисене çакăн йышши вăрлăхпа пуянлатнă. Районта элита вăрлăх хальхи вăхăт тĕлне 392 тонна пур. Çур аки валли кирлĕ пĕтĕм вăрлăх виçин 94 проценчĕ кондицие ларнă.

 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code