Среда, 7 декабря, 2022
Главная > Публикации > Çулсем çинчи шăтăк-путăка юсама тытăннă

Çулсем çинчи шăтăк-путăка юсама тытăннă

Çанталăк час-часах улшăнса тăни хытă сийлĕ çулсене сиенлĕ витĕм кÿрет. Ăшă кунсенче нÿрĕк асфальт çурăкĕсене сăрхăнса кĕрет, каярах шăн çакнашкал лаптăксене вырăн-вырăн «тапса» кăларать. Транспорт чупнă май пĕчĕк шăтăксем пысăклансах пыраççĕ. Вăхăтра тивĕçлĕ мерăсем йышăнмасан асфальт çулăн пысăк лаптăкне «çухатма» пулать, кун пек чухне юсав ĕçĕсем те тăкаклăрах пулĕç.
Çак чăнлăха шута илсе çул-йĕр ĕçченĕсем районти автоçулсем çинчи шăтăк-путăка вĕри асфальтпа саплама тухнă. Юсав ĕçĕсене «Транспортник» тата «Канашское ДРСУ» подрядлă организацисем пурнăçлаççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне çул-йĕр ĕçченĕсем «Çĕрпÿ – Ульяновск – Шăхаль» тата «Канаш – Шаккăл – Çĕнĕ Ахпÿрт» автоçулсем çинче шăтăк-путăка сапласа якатнă, юсав ĕçĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 328,62 тăваткал метрпа танлашнă.
Районта çул-йĕрĕн юсав ĕçĕ малалла пырать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code