Муниципалитет службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Сире Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Эсир территорисен социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗшӗн, хуласемпе ялсене тирпей-илем кӗртессишӗн, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗсен пӗр кӑлтӑксӑр та шанчӑклӑн ӗҫӗшӗн тата ытти чылай ӗҫ-хӗл енӗпе яваплӑ шутланатӑр.
Сирӗн тӳрӗ кӑмӑлӑрпа ӑсталӑхӑр, яваплӑхӑр, ҫынсемпе тимлӗ пулни, вӗсен ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса пама тата пуҫарӑвӗсене пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшни вырӑнта пурӑнакансен пурнӑҫ пахалӑхӗ ҫине ырӑ витӗм кӳреҫҫӗ.
Пӗтӗм вӑй-халӑра, пултарулӑхӑрпа опытӑра юратнӑ ӗҫе халлаланӑран ҫынсем сире хисеплеҫҫӗ тата шанаҫҫӗ, хӑйсем те общество пурнӑҫне хастартарах хутшӑнма тӗв тӑваҫҫӗ.
Сирӗнпе пӗрле эпир умри тӗллевсене ентешӗмӗрсен ырлӑхӗшӗн ӑнӑҫлӑн татса пама, Чӑваш Республикине пуянрах та илемлӗрех тума пултарасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.
Пурсӑра та палӑртса хунӑ плансене туллин пурнӑҫлама, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, иксӗлми вӑй-хал, хастар кӑмӑл, ҫирӗп сывлӑх тата телей сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн
тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев
Уважаемые работники и ветераны муниципальной службы!
Поздравляю вас с Днем местного самоуправления!
В зоне вашей ответственности – социальное и экономическое развитие территорий, благоустройство городов и сел, стабильная работа системы ЖКХ и многое другое.
Ваша порядочность, профессионализм, ответственность, чуткое отношение к людям, их проблемам и инициативам во многом определяют качество жизни на местах.
Отдавая работе свои силы, знания и опыт, вы завоевываете доверие и уважение граждан, пробуждаете в них желание активнее участвовать в жизни общества.
Уверен, сообща мы вместе сможем успешно справиться со всеми поставленными задачами во благо наших земляков, сделать Чувашскую Республику богаче и краше.
Желаю вам успешной реализации намеченных планов, новых успехов, энергии, оптимизма, здоровья и счастья!
Временно исполняющий обязанности
Главы Чувашской Республики Олег Николаев