Пятница, Октябрь 30, 2020
Главная > Публикации > Ашшĕ те, ывăлĕ те Сталинграда хÿтĕленĕ

Ашшĕ те, ывăлĕ те Сталинграда хÿтĕленĕ

Февралĕн 2-мĕшĕ – Раççей çар чаçĕсен мухтав кунĕ. Çак куна Сталинград хули патĕнче нимĕç çарĕсене аркатса тăкнипе тата Паулюс фельд- маршала тыткăна илнипе çыхăнтарнă. Пирĕн çĕршывра асăннă уява 1995 çулхи март уйăхĕнче кăларнă «О днях воинской славы (победных днях) России» 32-Ф3 номерлĕ саккун тухнăранпа паллă тăваççĕ.
Çав тери пысăк та йывăр çухатусемпе килнĕ Сталинград патĕнчи çĕнтерÿ. Нумай совет салтакĕ пуç хунă çакăнти хаяр хирĕç тăрура. Паянхи калаçура Тăрăн ялĕнчи икĕ вăрçă паттăрĕн, ашшĕпе
ывăлĕн, пурнăç çул-йĕрĕпе паллаштарăп. Иккĕшĕ те вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă, иккĕшĕ те хаяр çапăçусенче аманнă, иккĕшĕ те Сталинграда хÿтĕленĕ. Акă вĕсем: Иванов Алексей Иванович (ялта Эçук тесе чĕннĕ) тата Алексеев Борис Алексеевич.
Иванов Алексей Иванович (1899-1943).
Иванов А.И. 1899 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ Николаев Иван Николаевич (1870 ç.ç.). Аслашшĕ Михайлов Николай Михайлович. Петрав Микули тенĕ ăна, хальхи Шупашкар районне кĕрекен Тăрăн салинчен куçса килсе Кĕçĕн Çавал хĕрринчи Тăрăн ялĕн никĕсне хывакансенчен пĕри. Амăшĕ Абрамова Вера Абрамовна (1877) Пратьякас Енĕш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Иван Николаевпа Вера Абрамова ултă ачана кун çути панă: Алексей (1899, Эçук), Фекла (1901), Феодора (1905), Антоний (1910), Пелагея (1912), Мавра (1915). Тĕрлĕ чире пула тăватă ачин пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Ÿссе çитсе çемье çавăракансем Алексей тата Феодора пулнă.
Эçук ÿссе çитсе ар пулнă. Питĕ çÿллĕ, икĕ метр патне пулнă теççĕ ун пирки ваттисем. Авланнă. Хăй савнă çыннине Тăрăн ялĕнчех суйласа илнĕ. Вăл Яковлева Александра Яковлевна (1900) пулнă. Александра Катек ялĕнче çуралнă. Унăн амăшĕ, упăшки вилнĕ хыççăн, Тăрăн ялне Ильин Алексея, Данилов Михаил Даниловичăн (килĕ фельдшер пункчĕ патĕнче ларать) аслашшĕне, качча тухнă. Александрăна (Санюка) та хăйпе пĕрле илсе килнĕ, икĕ ывăлне Çтаппанпа Микулине тăванĕсемпе Катек ялне хăварнă. Катек ялĕнче вĕсене пурнăç тăршшĕпе Тăрăн Çтаппанĕ, Тăрăн Микули тесе пĕлнĕ.
Алексей Ивановпа Александра Яковлева тăхăр ачана çутă кун пилленĕ: Борис (1923), Агриппина (1925, Крушша тесе чĕннĕ ялта), Федор (1927, пĕчĕклех çĕре кĕнĕ), Федор (1929), Виктор (1930, вун пилĕк çула çитсен суккăр пыршă турачĕ (аппендикс) шыçса кайса çурăлнă пирки пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, Николай (1932, Микуль тесе чĕннĕ ялта), Иван (1935), Геннадий (1938) тата чи кĕçĕнни Нина (1940).
Эçук ашшĕ, Иван Николаев, ĕçчен çын пулнă, хуçалăхне çирĕп те пĕлсе тытса пынă. Хăтлă хуралтăсем, нумай выльăх-чĕрлĕх… 1920-мĕш çулсенче ашшĕ вилсен хуçалăха тытса пырасси пĕтĕмпех Эçук çине тиеннĕ. Ывăлĕ ашшĕнчен юлнă кил-çурта тытса пынă кăна мар, çултан-çул пысăк- латса хăтлăлатнă. Пуçаруллă сутуçă пулса тăнă. Тăрăнта лавкка тытнă. Хресченсене кирлĕ япаласем веçех пулнă кунта: пир-авăр таварĕ, кулленхи пурнăçра кирлĕ хатĕр-хĕтĕр, кондитер çимĕçĕсем… Тавара çывăхарах вырнаçнă хуласенчен илсе килсе тăнă. Хуçалăхра кĕсменлĕ кимĕ те пулнă. Кĕçĕн Çавал çуркуннесенче питĕ сарăлса кайса çырансенчен тухнă пирки унсăрăн май килмен. Çав тапхăрта час-часах çынсене Кĕçĕн Çавал юхан шывĕ урлă кимĕпе каçара-каçара янă.
Çĕршывра коллективизаци тапхăрĕ пуçланнă. Тара кĕрĕшнĕ çынсем тытман пулсан та Алексей Иванова кулаксен шутне кĕртсе хуçалăхне тĕп тума йышăннă. Хуралтăсене, выльăх-чĕрлĕхе патшалăх валли тытса илнĕ, пÿртпе мунча кăна хăварнă. Тĕрĕслĕх тата хÿтĕлев шыраса Алексей Иванович Мускава М.И. Калинин патне çитнĕ. Хÿтĕлев тупнă-тупнах Эçук. Туртса илнĕ пурлăха тавăрса памалли çинчен хут илсе килнĕ. Анчах та Алексей Иванова каялла нимĕн те тавăрса паман, унăн пурлăхĕ çапла саланнă.
Пысăк çемьешĕн темле йывăр самана çитнĕ пулсан та Эçук пуç усман. Каллех ĕçе пикеннĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Малтанхи уйăхсенчех Иванов Алексея ял-йыш фронта ăсатнă. Мĕнле çар чаçĕсенче çапăçнă Хĕрлĕ Çар салтакĕ Иванов — паллă мар. 1942 çулта ураран аманнă. Госпитальте сипленнĕ хыççăн вăхăтлăха яла янă. Ашшĕ киле таврăнни çинчен ывăлĕ Микуль çапла аса илсе калатчĕ: «Кĕркунне. Юр ÿксе хура çĕре кăшт шуратнăччĕ… Эпĕ кÿршĕ ачисемпе укăлча патĕнче Иван Васильевичсен (хĕреснаттесен) умĕнче выляттăмччĕ. Куртăм-ха, пĕр салтак уксахласа пирĕн кил еннелле пăрăнса утса кайрĕ. Эпĕ вăл кам пулнине сăнаса пăхмарăм, малалла выляма тытăнтăм. Каярах такам каларĕ мана: «Чуп хăвăртрах киле, аçу килнĕ вĕт», — терĕ. Эпĕ килелле ыткăнтăм. Чупнă май юр çинчи йĕрсем чăнах та пирĕн паталла каяççĕ-и тесе пăхса пыратăп. Пÿрте хашкаса чупса кĕтĕм те — сĕтел хушшинче атте ларать…»
Сывалнă хыççăн Иванов А.И. каллех фронта тухса кайнă. 173-мĕш дивизин 218 (1313)-мĕш полкĕнче стрелок пулса çапăçнă (Дон фрончĕ, 24-мĕш çар). Алексей Иванов мĕнле вăрçă вут-çулăмĕнче пулнине дивизин çул-йĕрĕнчен пĕлме пулать: Сталинград тамăкĕнче. 1943 çулхи февралĕн 3-мĕшĕнче (Паулюс фельдмаршала тыткăна илнĕ кун) Иванов салтак Иловля районне кĕрекен Кузнецы хуторта вырнаçнă госпитале лекнĕ. Унти тĕп врач Александра Яковлевна патне янă çырура Алексей Иванов февралĕн 8-мĕшĕнче ирхине 4 сехетре вилни çинчен çырса пĕлтернĕ. Ăна асăннă хуторта ытти темиçе салтакпа пĕрле пытарнă. 1979 çулта уйрăмшар вилтăприсенче выртакан салтаксене пĕрлештерсе Краснодонский хуторта ушкăнлă вилтăпри уçнă хыççăн Иванов Алексей виллине те унта куçарнă.

Алексеев Борис Алексеевич (1923-2000).
(Алексеев Борис хăйĕн хĕрне каласа панисене хушса çырнă).
Эçукăн аслă ывăлĕ. Борис 1923 çулхи февралĕн 25-мĕшĕнче çуралнă. Малтан Тăрăнти шкулта пĕлÿ пухнă, ун хыççăн Çĕнĕ Чалкасси ялĕнче çичĕ класс вĕренсе пĕтернĕ. Мĕн пĕчĕкренех ĕçе кÿлĕннĕ. Ашшĕне суту-илÿ ĕçĕнче пулăшса пынă. Колхозра счетовод та пулнă.
1942 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче районти çар комиссариачĕ чĕннипе Алексеев Бориса салтака илнĕ. Ăна сыв-лăш десант çарĕсен 25-мĕш бригадине (10-мĕш корпус, 25-мĕш бригада, 1-мĕш батальон, огнеметсен взвочĕ) стрелок пулма вĕрентекен курса янă. Парашютпа та сикме вĕрентнĕ. 1942 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче Борис Алексеев çак çар чаçĕнчех присяга тытнă.
Десантниксем пулнă май салтаксене тыла яма хатĕрленĕ. Июль уйăхĕнче 23-мĕш тата 24-мĕш бригадăсене командовани хушнипе Смоленск хули çывăхĕнче десант антарнă. 25-мĕш бригадăна унта июлĕн 29-мĕшĕнче яма йышăннă пулнă. Анчах та малтан янă икĕ бригада десантникĕ- сене нимĕçсем сывлăшрах тĕп тунă хыççăн çак приказа ылмаштарнă та 25-мĕш бригадăна пуйăспа Сталинград хулине хÿтĕленĕ çĕре янă. 25-мĕш сывлăш десант бригадинчен стрелоксен 126-мĕш гварди полкне туса хунă (41 гварди дивизийĕ, 1-мĕш гварди çарĕ). Августăн 9-мĕшĕнче çул çинче совет çарĕн эшелонĕ нимĕçсен авиаци хăрушлăхне лекнĕ. Пысăк çухатусем тÿснĕ. Бориса турри сыхланă тейĕн, çак пăтăрмахра вăл сывă юлнă. Августăн 10-мĕшĕнче пĕрремĕш çапăçăва кĕнĕ. Каллех пысăк çухатусем тÿсме тивнĕ вĕсен çар чаçĕн. Çакăн пек хĕрÿ çапăçусенчен пĕринче, 1942 çулхи августăн 26-мĕшĕнче, Алексеев Борис йывăр аманнă. Борис Алексеевич аса илнисем тăрăх çапла пулса тухни паллă. Дон шывĕ хĕрринче пулса иртнĕ çак çапăçу. «Пире атакăна çĕкленме приказ пулчĕ. Сиксе тăрса малалла ыткăнтăмăр. Юхан шыв хĕрри çап-çара, çыран хĕрринчи пĕтĕм тĕмме касса тухнă-ши, ниçта пытанма, пуçа чикме май килмест. Нимĕçсем пĕр чарăнми татти-сыпписĕр персе тăраççĕ. Ман юлташсем пĕрин хыççăн тепри ÿксе юлаççĕ. Йынăшса кăшкăрни, ахлатни хăлхана çурать. Сиссе те юлаймарăм, хул питĕ пĕçерсе кайрĕ те эпĕ тĕшĕрĕлсе антăм. Тăна çухатман-ха ун чух. Астăватăп, вырăс салтакĕ Григорьев мана хăмăшсем хушшине сĕтĕрсе кĕчĕ…» Тăшмансем çавăрса илнĕ пулсан та каç хÿттипе салтаксен пĕчĕк ушкăнĕ ункăран çăлăнса тухма пултарнă. Çак телейлĕ çынсем хушшинче Борис Алексеев та пулнă. Пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ панă хыççăн йывăр аманнă Алексеев Бориса Камышин хулине илсе çитернĕ, унтан – Саратов хулинчи госпитале куçарнă, кайран Уфа хулинчи 2574-мĕш эвакогоспитальте 1942 çулхи сентябрĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 14-мĕшĕччен сипленнĕ. Госпитальтен сывалса тухни çинчен врачсен комиссийĕ панă документра çапла çырнă: «Негоден с переосвидетельствованием через 12 месяцев». Çак хутпа Алексеев Б.А. çулталăклăха тăван яла таврăннă. Шăхасан районĕн çар комиссариачĕ ун пирки 1942 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче яла çитнĕ тесе паллă тунă (№ 12Ÿ25). Яла çитсен хумхануллă ĕç пулса иртнĕ. Борис киле çитнĕ кун унăн ашшĕ, Иванов Алексей Иванович, аманнă ури сипленнĕ хыççăн иккĕмĕш хут фронта тухса кайнă иккен. Бориса килтисем çакăн çинчен пĕлтернĕ-пĕлтермен вăл çуналлă лашапа Канаш хулине вĕçтернĕ. Вăрçа ăсатмалли салтаксемпе тиеннĕ эшелон халь-халь тапранса каясла тăнă чукун çул çинче. Борис вагонсем тăрăх ашшĕне шыраса чупнă. Ашшĕпе ывăлĕ тĕл пулнă… Çак кĕске самант вĕсен пурнăçĕнче юлашки пулнă.
1943 çулхи декабрь уйăхĕнче Эçук Борисне ял-йыш иккĕмĕш хут фронта ăсатнă. Каллех вăрçă хирĕсем…
1944 çулхи август уйăхĕнче Борис Алексеева 26-мĕш танк полкне танкиста вĕренме янă (26 ОУТП, отдельный учебный танковый полк). Курса вĕренсе пĕтерсе оруди командирĕн специальноçне алла илнĕ хыççăн хăй хĕсметре тăнă 41-мĕш дивизие таврăннă. Дивизипе пĕрле Дунай юхан шывĕ хĕррине, Венгрипе Югослави çĕршывĕсен чиккине лекнĕ. Венгри патшалăхне фашистсен пусмăрĕнчен хăтарнă. Хĕрлĕ армеец кĕнекинче çырса хуни тăрăх 1945 çулхи февралĕн 27-мĕшĕнче кăларнă 256-мĕш приказпа Алексеев Бориса аслă сержант званине панă.
1945 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа Çĕнтерÿ кунĕччен 416-мĕш хăй куçакан тупăллă артиллери гварди полкĕнче службăра тăнă. Аслă Çĕнтерÿ кунне Венгри çĕрĕ çинче, Шопрон хулинче, кĕтсе илнĕ. Вăрçă чарăннипе Борис Алексеевăн çар ĕçĕсем пĕтмен. Унăн служби йывăр танксен тата хăй куçакан тупăсен 150-мĕш полкĕнче тăсăлнă.
1946 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнче демобилизациленнĕ. Салтакăн çар билетĕн- че çапла çырнă: «ограниченно годен I степени». Октябрь вĕçĕнче гварди аслă сержант Борис Алексеев тăван яла таврăннă. Пысăк çемьене тăрантарасси, кил-çурта тытса пырасси пĕтĕмпех Борис çине тиеннĕ, мĕншĕн тесен 1947 çулта амăшĕ Александра Яковлева вăхăтсăр çĕре кĕнĕ пирки çичĕ ача тăлăха юлнă. Кĕçĕнни, Нина, çичĕ çулта çеç пулнă. Асламăшĕ вĕсемпе пурăннă пулсан та унран, суккăр пулнă пирки, пысăк пулăшу кĕтме май пулман.
Борис шофера вĕренсе тухнă. Авланма шутланă. Çĕнĕ Мами шкулĕнче вĕрентекен çамрăк учительницăпа паллашнă. Вăл Петрова Вера Петровна, Шăхасан салинче çуралса ÿснĕскер, пулнă. 1947 çулта вĕсем пĕрлешнĕ. Вера Петровна Тăрăн шкулне ĕçлеме куçнă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех шкулта кĕçĕн класс ачисене вĕрентнĕ. 1948 çулхи мартăн 14-мĕшĕнче (паспортпа 21-мĕшĕнче) мăшăрăн пĕрремĕш ача ывăл çуралнă. Ăна Георгий (Юрий) ят хунă. 1949 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнче (паспортпа 1950 çулхи январĕн 5-мĕшĕ) иккĕмĕш ывăл кун çути курнă. Ăна Анатолий тесе чĕннĕ. Борис колхозра счетоводра ĕçленĕ. Пÿрт лартса унта пурăнма ĕмĕтленнĕ. Çав шутпа çĕнĕ пура хатĕрленĕ. Анчах та пĕр пăтăрмах хыççăн вăл пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Акă çапла пулса тухнă иккен. Бориса колхоз валли машина илме пысăк укçа шанса панă. Борис Алексеев çак укçапа машин илме пулăшма шантаракан ултавçăсен аллине лексе пĕтĕм укçана çухатнă. Вăрçă хыççăнхи тапхăрта саккунсем çав тери çирĕп пулнине историрен пурте пĕлетпĕр. Борис Алексеева хаяр приговор лекнĕ: пилĕк çуллăха тĕрмене хупмалла тесе йышăннă. Хатĕр пурана патшалăх валли туртса илме пултараççĕ тесе ашшĕн йăмăкне Иванова Федора Ивановнăна панă (Семенов Геннадий Романовичăн амăшĕ). Федора мăн аккăшĕ çав вăхăтра пушара пула килсĕр-çуртсăр тăрса юлнăскер пулнă. Çапла туни Федора Ивановнăн çемйишĕн питĕ пысăк пулăшу пулнă. Пурнăç тăршшĕпе Федора ачисем Борис куккăшне çакăншăн ырăпа аса илсе пурăннă, пурăнаççĕ те. Борисăн вара чăннипех тĕрме тути-масине курма тивнĕ. Вăл Красноярск хули çывăхĕнчи тĕрмере 3 çул ларнă. 1953 çулта амнистие лексе ирĕке тухнă.
Борис Алексеев 1962 çулта анлă профильлĕ тракторист-машинист специальноçне алла илнĕ. Колхозра тракторпа та, комбайнпа та ĕçленĕ. Тăрăн шкулĕнче пĕр вăхăт ĕç учителĕ пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче выльăх апачĕ пĕçернĕ çĕрте операторта вăй хунă.
Бориспа Вера Алексеевсен ачисем: Юрий (1948), Анатолий (1949), Николай (1954), Алевтина (1955), Татьяна (1958), Галина (1963). Юрийпе Николай Улатăр хулинчи чукун çул техникумĕнчен вĕренсе тухса машинист профессине алла илнĕ, Анатолий шоферта ĕçленĕ, 25 çулта аварие лексе унăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Хĕрĕсем пысăк пĕлÿллĕ çынсем: Алевтина хăйĕн пурнăçне вĕрентÿпе воспитани ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарнă, Татьяна – финанс ĕçĕн специалисчĕ, Галина – Хусанта выльăх чирĕсене, вĕсене сиплессине тĕпчекен ăслăлăх инситутне пĕтерсе врач пулса ĕçленĕ.
Вăрçă суранĕ Борис Алексеевича хăй çинчен пурнăç тăршшĕпе аса илтерсе тăнă. Ун çумне çултан-çул ытти чир-чĕр хушăнса пынă. Сывлăхĕ хавшанă. 2000 çулхи мартăн 25-мĕшĕнче, 77 çул тултарсан, Борис Алексеев пурнăçран уйрăлнă.
Алексеев Б.А. наградисем: «За победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941-1945 гг.» медаль (1946). Юбилей медалĕсем: «50 лет Вооруженных сил СССР» (1969), «60 лет Вооруженных сил СССР» (1979), «Сорок лет Победы в Великой Отечественной войне 1941-1945 гг.» (1985), «70 лет Вооруженных сил СССР» (1988), «50 лет Победы в Великой Отечественной войне 1941-1945 гг.» (19950, медаль Жукова (1996), орден Отечественной войны II степени (1985).
1983 çулта Борис Алексеева «Ĕç ветеранĕ» медальпе чысланă.
2015 çулхи майăн 8-мĕшĕнче, Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă ятпа, Алексей Ивановăн ултă мăнукĕ Волгоград облаçĕнчи Иловля районне кĕрекен Краснодонский хуторти салтаксен ушкăнла вил тăпри çинче пулнă, аслашшĕне, пирĕн ирĕклĕхшĕн çапăçнă ытти паттăрсене асăнса вил тăпри çине чечексем хунă.
Çапăçусенче пуç хунă ентешсем ĕмĕрне те асран тухмĕç, аттесемпе аннесен, асаттесемпе асаннесен, мăн асаттесемпе мăн асаннесен пархатарлă ĕçĕсен илемĕпе мăнаçлăхĕ нихăçан та иксĕлмĕç тесе шанас килет.

Алевтина ВОЛКОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code