Вторник, 23 апреля, 2024
Главная > Публикации > Хĕвел çаврăнăш уйĕсем илемĕпе кăçал та тыткăнлĕç

Хĕвел çаврăнăш уйĕсем илемĕпе кăçал та тыткăнлĕç

Уй-хирте хĕрÿ ĕççи пынă тапхăрта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата асăннă пайăн тĕп эксперт специалисчĕ Валерий Долгов тăтăшах района тухса çÿреççĕ, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче пулса çур аки еплерех пынипе паллашаççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем Ухман тата Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕсене çитсе килнĕ.
Ухман ял тăрăхĕнче «Канмаш» тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн техники ĕçлет (хуçалăха ĕç тăвакан директор Валерий Лапшин ертсе пырать), механизаторсем рапс акаççĕ. «Канмашăн» ака тăвакан тепĕр агрегачĕ Вăтапуç ял тăрăхĕнче тулă акать.
Хуçалăхра пĕрчĕллĕ çурхи культурăсене 1135 гектар çинче акса хăварма палăртаççĕ, хальхи вăхăт тĕлне планăн 77 процентне пурнăçланă, тырра 870 гектар çинче акнă, техника культурисем 510 гектар йышăннă.
Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕнче «КанашАгро» тулли мар яваплă пĕрлĕх механизаторĕсем (ĕç тăвакан директор Рузаль Ахмедзянов) хĕвел çаврăнăшĕ акма çĕр хатĕрлессипе тимлеççĕ. Çу культурине унта 800 гектар çитĕнтерме палăртаççĕ, тырă уйĕсем 350 гектар йышăнĕç.
Çĕр ĕçченĕсене Сергей Михайлов çанталăкăн кашни лайăх саманчĕпе туллин усă курса çур акине вăхăтра вĕçлеме ăнăçу суннă.

 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *