Среда, 24 апреля, 2024
Главная > Публикации > Çимелли вакцинăсем хурса тухнă

Çимелли вакцинăсем хурса тухнă

Уртаракан чир хăрушлăхĕ çинчен пурте пĕлетпĕр. Ăна хамăр тăрăхра сарăлма парас мар тесе çулсерен профилактика ĕçĕсем çине пысăк тимлĕх уйăратпăр.
Ветеринари специалисчĕсем çулсерен хуçалăхсем тăрăх çÿресе килте усракан чĕр чунсене вакцинацилеççĕ. Çынсене тискер чĕр чунсемпе хутшăнăва кĕме юраманни çинчен асăрхаттараççĕ.
Уртаракан чирĕн инфекцине чăнласах та тискер чĕр чунсем сараççĕ. Енчен те килтисене вакцинăпа йĕплеме май килсен, çут çанталăкра ирĕккĕн чупаканнисем патне ку меслет каймасть. Çавăнпа та вĕсем валли апат урлă организма лекекен çимелли вакцина шутласа кăларнă.
Ăна ветеринари специалисчĕсем сунарçăсемпе пĕрле ятарласа хума тухаççĕ. Çак вакцина-брикета çинĕ хыççăн чĕр чунăн организмĕ уртаракан чирĕн инфекцине «хирĕç тăма» пултарать. Иммунитет тапхăрĕ 12 уйăха пырать.
Çимелли вакцинăсене специалистсем чĕр чунсен сукмакĕсем çумне тата шăтăкĕсем тавра хураççĕ. Районти ветеринари станцине ятарлă вакцинăн 1900 дози килнĕ.

Михаил КОШКИН,
районти тĕп ветврач

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *