Среда, 4 декабря, 2024
Главная > Публикации > Кăçал районта икĕ шкул тĕпрен çĕнелĕç

Кăçал районта икĕ шкул тĕпрен çĕнелĕç

Кăçал Сиккасси тата Шуркасси вăтам шкулĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов çак ĕçсен хăвăртлăхĕпе пахалăхне хăй тĕрĕслесе тăрать. Нумаях пулмасть вăл юсав объекчĕсенче планерка ирттернĕ, подрядчиксем районтан килнĕ комиссие пĕлÿ учрежденийĕсенче пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарнă, умри тĕллевсене палăртнă.
А.И. Миттов ячĕллĕ Сиккасси вăтам шкулĕнче юсав ĕçĕсене Тутар Республикинчи куçса çÿре-
кен механизациленĕ комплекс «СТРОЙИНВЕСТ» тулли мар яваплă пĕрлĕх пурнăçлать. Унти ĕçсен калăпăшĕ 17 миллион тенкĕпе танлашать.
Сиккасси шкулĕн директорĕ Марианна Михайлова строительсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине, вĕсем хăйсене шаннă ĕç патне пысăк яваплăхпа пынине, ăна пахалăхлă пурнăçланине палăртнă.
Шуркасси вăтам шкулне тĕпрен юсама 15 миллион тенке яхăн укçа пăхса хăварнă. Унти ĕçсене «Строитель» тулли мар яваплă пĕрлĕх пурнăçлать, ертÿçи Владимир Фарбер. Ĕçлĕ канашлусем объектсенче çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕсем Светлана Ивановăпа Екатерина Филиппова хутшăннипе иртнĕ.

Антонина ТЯМИНА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *