Четверг, 10 октября, 2024
Главная > Публикации > Конституцири тÿрлетÿсем тавра

Конституцири тÿрлетÿсем тавра

Лидия МИХАЙЛОВА (ФИЛИППОВА),
Чăваш Республикинчи писательсен союзĕн председателĕ:
— 1993 çулта, Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăннă чухне, пурнăçăн пачах урăх условийĕсем пулнă. Халĕ 21-мĕш ĕмĕр, унтанпа çĕршыв та, унта пурăнакан халăхĕсем те урăхланнă. Патшалăх ертÿçи «патшалăха йĕркелекен халăх» тезис пирки шутласа пăхма чĕнсе каларĕ, вăл вырăс чĕлхипе пĕрлешессине палăртать. Конституцири тÿрлетÿсем тăван чĕлхене упраса хăварма тата ăна вĕренме майсем туса парать. Çак тÿрлетÿсем пирĕн пысăк çĕршывăн пур халăхне те пĕр чăмăра пĕрлештерсе вĕсен малашлăхри аталанăвне шанатăп. Çакăн пек чухне кăна Конституци Раççейре пурăнакан пур халăхăн пĕр танлăх гаранчĕ пулни çинчен калама пултаратпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *