Пятница, Октябрь 30, 2020
Главная > Публикации > «Культура» наци проекчĕпе районта тепĕр клуб хăпартма палăртаççĕ

«Культура» наци проекчĕпе районта тепĕр клуб хăпартма палăртаççĕ

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Наци проекчĕсем çинчен алă пусса çирĕплетнĕ тĕллевлĕ Указĕ вырăнлă тата пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унпа килĕшÿллĕн ял-хулара çĕнĕ объектсем хута каяççĕ, вĕсем хальхи йышши çĕнĕ хатĕрпе пуянланаççĕ, вырăнта пурăнакан çынсен пурнăçне çăмăллăхпа ырăлăх кÿреççĕ.
«Культура» наци проекчĕн регионти «Культурная среда» проектпа килĕшÿллĕн 2020 çулта Чăваш Енре çĕнĕ тăватă культура çурчĕ хăпартĕç тата пĕр культура çуртне тĕпрен юсаса йĕркене кĕртĕç. Çак тĕллевпе федераци, республика тата вырăнти хыснасенчен пĕтĕмпе 101,9 млн тенкĕ уйăрĕç.
Çулталăк вĕçленнĕ тĕле çĕнĕ культура çурчĕсене Шупашкар районĕнчи Мăнал, Вăрнар районĕнчи Пăртас, Комсомольски районĕнчи Тукай тата пирĕн районти Хучел ялĕсенче хута ярĕç. Çавăн пекех Елчĕк районĕнчи культура çуртне юсаса çĕнетĕç.
Хальхи вăхăт тĕлне Шупашкар районĕнчи культура учрежденине тума тытăннă та ĕнтĕ. Юсав ĕçĕсене Елчĕк районĕнче те пуçăннă. Пирĕн районта пысăк объектшăн яваплă специалистсем кирлĕ документсене хатĕрлесе çитерес ĕçе вĕçлесе пыраççĕ. Ун çинчен тĕплĕнрех район администрацийĕн культурăпа архив ĕçĕсен сектор заведующийĕпе Вероника Павловăпа телефонпа çыхăнса калаçрăмăр.
— Аса илтеретĕп, «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2019 çулта республикăра çĕнĕ ултă культура çурчĕ çĕкленĕ, вĕсем Етĕрне, Комсомольски, Патăрьел, Куславкка тата пирĕн районта алăкĕсене пуçласа уçнă. Канаш енре вĕсем Шăхасанта тата Çĕнĕ Шелттемре вырнаçнă.
Тепĕр хутчен палăртни вырăнлă пулĕ, «Культура» наци проектне 2019 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пурнăçлама тытăннă, вăл Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн тĕллевлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать.
Хучел ялĕнчи клуба Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн, 1947 çулта, хута янă. Йывăç çурт ял варринче ларнă пулнă. Унта чылай пуху-концерт иртнĕ, анчах та çулсем иртнĕ май вăл кивелсе юрăхсăра тухнă. Икĕ пинĕмĕш çулсен пуçламăшĕнче çурта пăсма йышăну тунă, ялти культура вучахĕ шкула куçнă. Вĕренÿпе культура центрĕ пĕлÿ çурчĕн пĕрремĕш хутĕнче вырнаçнă, унта уйрăм алăкран кĕрсе çÿреççĕ. 140 тăваткал метрлă лаптăк çинче уяв, ташă каçĕсем йĕркелеççĕ, пухăва ял халăхĕ шкулăн ларусем ирттермелли залне пуçтарăнать. Проект пурнăçа кĕрсен концертсемпе уяв каçĕсене тата пухăва ял халăхĕ капмар та илемлĕ çурта пырса çÿрĕ.
Строительство объекчĕн проектра пăхса хăварнă хакĕ 30 миллион тенкĕпе танлашать. Строительство ĕçĕсен пĕтĕмĕшле хакне вара аукцион çирĕплетĕ.

Артемий МЯСНИКОВ

Ольга МИКУШИНА,
районти культура çурчĕн директорĕ:
— Республика пулăшнипе пирĕн районти культура тытăмĕ ăнăçлă аталанса пырать. Çакă вăл пĕтĕмпех пирĕн ачасем, районта пурăнакансем валли. 2019 çулта «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн халăх вун-вун çул чăтăмсăррăн кĕтнĕ районăн вĕр çĕнĕ тĕп культура çурчĕ хута кайрĕ! Унăн хакĕ 55 миллион ытла тенкĕ. Культура учрежденине çĕнĕ сĕтел-пуканпа, çĕнĕ йышши çутă, сасса вăйлатмалли хатĕрсемпе, тумтирпе, компьютерсемпе, сцена костюмĕсемпе тивĕçтернĕ. Мĕнпур услови туса панă. Çав тери илемлĕ.
Халăх культура вучахĕсĕр питĕ тунсăхласа çитнĕ. Клуба уçнă-уçман çынсем мероприятисене, концертсене питĕ йышлăн çÿреме пуçларĕç. Харпăр хăй интересĕсемпе тĕрлĕ секци, кружок ĕçлет пирĕн. Унта та нумаййăн килеççĕ.
Пĕр ÿстермесĕр калатăп, культура çуртĕнче ĕç вĕресе тăрать. Юрă, ташă, халăх театрĕн коллективĕсем, ал ĕç, сад-пахча ăстисен пĕрлешĕвĕсем… Культура çурчĕн кашни кунхи ĕçне минутпа палăртнă тесен те тĕрĕс.
Коронавируспа çыхăннă лару-тăрăва пула культура çуртне халăх пырса çÿрессине йывăрлăх сирĕличчен вăхăтлăха чарнă. Пысăк уявсемпе çыхăннă нумай-нумай мероприятие: конкурссене, концертсене, фестивальсене — онлайн мелпе йĕркелесе ирттеретпĕр. Çынсем каллех культура мероприятийĕсемсĕр, эпир вара куракансемсĕр тунсăхларăмăр.

Татьяна СТЕПАНОВА,
Çĕнĕ Шелттемри культура çурчĕн заведующийĕ:
— Çĕнĕ культура çурчĕ туса панăшăн еплерех савăнтăмăр! Çуртăн фойи пысăк, çутă, ăшă, илемлĕ. Шыв та пур. Сусăрсене меллĕ пултăр тесе пандуссем тунă. Кÿмере ларакансем туалета кĕрсе тухма, алă çума пултарччăр тесе тивĕçлĕ условисем йĕркеленĕ. Культура çуртĕнче 150 вырăн. Çакăн пек культура учрежденийĕ туса панăшăн республика, Канаш районĕн тата хамăр ял тăрăхĕн ертÿçисене чĕререн тав тăватăп.
Пирĕн ялта çынсем туслă пурăнаççĕ. Пĕлтĕр çу уйăхĕнче 70-80 çын пĕрле тăрăшса ĕçлерĕ. Юрлама кăмăллакансем пушă вăхăтра культура çуртĕнчи «Тантăш» вокал ансамбльне çÿреççĕ. Кăмăл пуррисем «Провинция» театр студине килеççĕ, çак ушкăнра тĕрлĕ ÿсĕмри тата тĕрлĕ тытăмра вăй хуракан çынсем пур. Эпир хамăрăн пултарулăха та тĕрлĕ çĕрте кăтартатпăр, республика шайĕнчи мероприятисене те хутшăнатпăр.
Пирĕн театр студийĕ хăйĕн пултарулăхĕпе районта çеç мар, Чăваш Енĕн тĕп хулинче те пĕрре мар паллаштартăмăр. Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ салючĕ» фестивалĕн регион тапхăрне хутшăнса лауреат пулса тăтăмăр.
Лару-тăру йĕркеленсен малтанхи пекех кăсăклă мероприятисем тăтăшах ирттерĕпĕр-ха. «Тантăшпа» «Провинция» та куракансене пултарулăхĕпе савăнтарĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code