Четверг, 6 октября, 2022
Главная > Публикации > Телеçăлтăрсем Канаш тăрăхĕнче пулнă

Телеçăлтăрсем Канаш тăрăхĕнче пулнă

Иртнĕ эрнере Çĕнĕ Шелттем ялне Чăваш Наци телевиденийĕ çумĕнчи «Агенты 100» ача-пăча программи килсе кайнă. Ăна Мария Шоклева ертсе пырать. Чăваш Ен тăрăх курса çÿренĕ май мăнаçлă паттăрсем ырă ĕçсем тăваççĕ, çав вăхăтрах ялсен историйĕсемпе кăсăкланаççĕ. Вырăна тухса кĕнĕ хыççăн тĕлĕнмелле телевидени программи хатĕрлеççĕ.
Пирĕн тăрăха çитсен ырă ĕç тума юратакан агентсем чи малтанах Канаш хулипе паллашнă, унтан Çĕнĕ Шелттем ялне çул тытнă. Ял историйĕ çинчен ачасене Çĕнĕ Шелттемри вулавăш заведующийĕ Таисия Иванова каласа кăтартнă.
Çитĕнекен ăру çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăррăн çапăçнă Захаровсем çинчен пĕлнĕ, пĕр килтен фронта çичĕ пĕртăван тухса кайнă пулнă. Вĕсенчен каялла иккĕшĕ кăна тĕрĕс-тĕкел çаврăнса килнĕ, пиллĕкĕшĕ хаяр вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Агентсем библиотекарьпе сыв пуллашиччен вулавăшри кĕнекесене çÿлексем çине лартса тухма та пулăшнă.
Тĕлпулу «Пионер» агрофирма ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнипе вĕçленнĕ.

Антонина ТЯМИНА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code