Понедельник, 27 июня, 2022
Главная > Публикации > Уйсем таса, тыр-пул парка çитĕнет

Уйсем таса, тыр-пул парка çитĕнет

Çулсерен, çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçлесен, тырă мĕнле шăтнин тĕрĕслевне ирттереççĕ. Ака мĕнлерех иртнине хак памашкăн район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ятарлă комисси çирĕплетеççĕ. Енчен те ытти çулсенче комисси членĕсемпе пĕрле районти уйсене хуçалăх ертÿçисемпе фермерсем те пăхса çаврăннă пулсан, кăçал коронавирус инфекцийĕ çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе улшăнусем кĕртрĕ.

Палăртнă кун уйсен тасалăхне тата калчасен шăтаслăхĕпе çитĕнĕвне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ Сергей Михайлов, районăн тĕп агрономĕ Валерий Долгов тата «Россельхозцентр» учрежденийĕн агрономĕ Галина Семенова вырăна тухса хак пачĕç. Комиссин яваплă членĕсем районти кашни ял хуçалăх предприятин тата хресчен-фермер хуçалăхĕн уйĕсене çитсе çаврăнчĕç. Тырă тата пăрçа уйĕсенче тымар чирĕсемпе сиенлĕ хурт-кăпшанкă пуррипе çуккине тата шалкăм çумăрпа вăйлă çил вырттарса сиен кÿнĕ лаптăксене шута илчĕç. Çавăн пекех хуçалăхсем калчасене сиен кÿ- рекен хурт-кăпшанкăран хÿтĕлессипе тата анасене çум курăкран тасатассипе ĕçе еплерех йĕркелесе пынипе те паллашрĕç.

Халĕ пулас тухăç патне пысăк яваплăхпа пынă тата çĕр ĕçĕсене технологие çирĕп пăхăнса ĕçленĕ хуçалăхсемпе фермерсене палăртса хăварар: «Канмаш», Киров ячĕллĕ, «Путь Ленина», Лукиянов, Портасов, Герасимов, Владимиров, Петров, Никонов тата ыттисем.

Кăтартуллă ĕçлесе пыракан хуçалăхсене çулсерен Акатуй уявĕнче дипломсем тата хаклă парнесем парса чыслатчĕç. Пĕрремĕш вырăна тухнă хуçалăх валли куçса çÿрекен кубок та йĕркеленĕ. Пандемие пула халăх пысăк йышпа пуçтарăнакан мероприятисене йĕркелеме юраманран районти çĕр ĕçченĕсен уявне кăçал ирттермĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code