Пятница, 13 декабря, 2024
Главная > Публикации > Уйра вĕрет хĕрÿ ĕççи

Уйра вĕрет хĕрÿ ĕççи

Çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн хресченĕн тепĕр хĕрÿ тапхăр — утçи пуçланать. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем çак пĕлтерĕшлĕ ĕç патне пысăк яваплăхпа пынине палăртмалла. Çанталăк вăрах çумăрсем хыççăн йĕркене кĕнĕ- кĕмен улăх-çаран техникăпа тулчĕ, вĕсен шавĕ пĕр самантлăха та лăпланмасть. Мĕншĕн тесен выльăх-чĕрлĕхе тĕрĕс-тĕкел тата тутă хĕл каçарасси çу кунĕсенче пахалăхлă апата çителĕклĕ хатĕрлесе хăварнинчен нумай килет.

Кăçал районта планпа 3410 тонна утă, 14770 тонна сенаж тата 2450 тонна силос хатĕрлеме пăхса хăварнă. Урăхла каласан, пĕр условнăй пуç валли лекекен апат единици 32 центнертан кая пулмалла мар. Нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсем районта 4536 гектар йышăнаççĕ, кăçал пĕр çул ÿсекеннисене 1137 гектар çинче акса хăварнă.

Хальхи вăхăт тĕлне районти ял хуçалăх ĕçченĕсем нумай çул ÿсекен курăксене 980 гектар çинче çулнă (планăн 21 проценчĕ), 130 тонна утă хатĕрленĕ (4 процент), 900 тонна сенаж янтăланă (7 процент).
Утă типĕтсе кĕртессипе Киров ячĕллĕ ЯХПК-ра, «Исток», «Агат» пĕрлĕхсенче, Петров, Егоров, Герасимов тата Николаев фермер хуçалăхĕсенче кăтартуллă ĕçлеççĕ. Никоновпа Степанов фермерсем сенаж хывма пуçланă.

Выльăх апачĕ хатĕрленипе пĕрлех районти çĕр ĕçченĕсем тыр-пул анисене çум курăкран тасатассипе те тимлеççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне гербицидсене вĕсем 12300 гектар çинче сапнă, ку — планăн 62 проценчĕ. Ял хуçалăх культурисене сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа тĕрлĕрен чир- чĕртен 4200 гектар çинче имçамланă. Çĕр улми анисем çинче те хĕрÿ ĕç пырать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *