Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Районти çул-йĕр фондне сÿтсе явнă

Районти çул-йĕр фондне сÿтсе явнă

Ытларикун Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр министрĕ Владимир Осипов пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă.
Хăнана Канаш çĕрĕ çинче район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, унăн çумĕ Екатерина Филиппова, подрядлă организацисен ертÿçисем Александрпа Алексей Макаровсем тата Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Аввакумов кĕтсе илнĕ.
Владимир Осипов министр районти çулсемпе паллашнă май Ачча ял тăрăхĕнчисене те хак панă. Унтан ялти çĕнелнĕ культура çурчĕ çумĕнчи çар мухтавĕн кĕтесĕнче Чăваш Енĕн 2020-2025 çулĕсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çĕнĕ программи тавра калаçу пуçарнă. Пуçтарăннисене çитес çулсенче Чăваш Енĕн тĕп хулинче тата республикăн хулисемпе районĕсенче тума палăртнă строительство объекчĕсемпе паллаштарнă.
Канашлу вăхăтĕнче районти çул-йĕр фондне сÿтсе явнă. Ăна валли 2020 çулта бюджетра 97250,842 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Вĕсенчен 15705,9 пин тенки — федераци укçи, 62997,4 пин тенки — республика, 6750,0 пин тенки — район, 11797,542 пин тенки — ял тăрăхĕсен.
Кăçал районта тăпра хăпартса тунă 35 объекта пурнăçа кĕртме палăртнă, вĕсен тĕлĕшĕпе контрактсем çирĕплетнĕ те ĕнтĕ. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне асăннă çулсем хатĕр пулмалла. Районта çавăн пекех хытă сийлĕ çулсем çинчи шăтăк-путăка саплассипе тата çул-йĕр паллисене çĕнетессипе те ĕçсем пыраççĕ.

Антонина ТЯМИНА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *