Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Сывлăш, юхан шывсемпе кÿлĕсем тасалĕç, çырма-çатрара çÿп-çап выртмĕ

Сывлăш, юхан шывсемпе кÿлĕсем тасалĕç, çырма-çатрара çÿп-çап выртмĕ

«Экологи» наци проекчĕн тĕп тĕллевĕ — производствăран тата çынсем усă курнă хыççăн юлакан каяшсене тухăçлă тирпейлесси. Проектра çавăн пекех (2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне тупса палăртнă) саккуна пăсса йĕркеленнĕ свалкăсене тĕп тăвассине те пăхса хăварнă. «Экологи» наци проектĕнче атмосферăна кăларакан таса мар тата сиенлĕ хутăшсене чакарасси, çынсене пахалăхлă шывпа тивĕçтересси, тискер чĕр чунсен популяцине тата вăрмансене сыхласа хăварасси, Атăл шывĕпе Байкал тата Телецк кÿллисене йĕркене кĕртесси те тĕп вырăн йышăнаççĕ.
«Экологи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре регион шайĕнчи 6 проекта пурнăçа кĕртеççĕ. Вĕсенчен пĕри Атăл шывне йĕркене кĕртессипе çыхăннă. Çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе 2019 çулта пуçăннă, ун чухне Вăрнарта канализаци шывĕ валли коллектор тата ăна тасатма ятарлă сооружени тума тытăннă. Çавăн пекех Шупашкарта хуларан Атăла юхса анакан çумăр шывне тасатмалли хатĕрсем вырнаçтарма пуçланă. Çак объектсене кăçал чÿк уйăхĕнче хута яма палăртаççĕ. Хальхи вăхăтра наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пăхса хăварнă ытти пĕлтерĕшлĕ ĕçсен сметăпа проект докуменчĕсене хатĕрлеççĕ.
Халĕ «Экологи» наци проектĕнчен кĕтекен паха енсене пăхса тухар. «Коммуналлă хытă каяшсене тирпейлесси» регион проекчĕ пурнăçа ăнăçлă кĕрсен 2025 çул тĕлне коммуналлă хытă каяшсен пĕтĕмĕшле калăпăшне тирпейлесси 100 процентпа танлашмалла, вĕсен утилизаци кăтартăвĕ 36 процента çитмелле.
«Атăл шывне йĕркене кĕртесси» проектпа килĕшÿллĕн унта юхса тухакан шывсен тасамарлăх кăтартăвĕ çулсерен 0,02 кубла метр чухлĕ чакса пымалла.
«Таса шыв» проект республикăра пурăнакан çынсене 86,7 процент чухлĕ централизациленĕ шыв системипе тивĕçтермелле, хулара çак кăтарту 98,0 процентпа танлашмалла. Çак ĕçшĕн Чăваш Енри Строительство министерстви яваплă.
«Вăрмансене упрасси» проект тĕрлĕ сăлтава пула пĕтнĕ йывăçсен лаптăкĕсене çĕнĕрен чĕртсе тăратассине тĕп вырăна хурать, çавна май Чăваш Енри вăрмансен лаптăкĕсем чакмĕç.
«Таса çĕршыв» проект 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне тупса палăртнă свалкăсене тĕп тăвассипе çыхăннă, çавна май çырма-çатрана тата вăрман уçланкисене илемлĕ сăн кĕрĕ.
«Хăйне евĕрлĕ шыв объекчĕсене упраса хăварасси» проектпа килĕшÿллĕн 2024 çулта Сăр шывĕн юххисене тасатма палăртнă.
Пирĕн районта асăннă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пысăк калăпăшлă ĕçсем пăхса хăварман. Апла пулин те экологишĕн пĕлтерĕшлĕ ĕçсене çулсеренех пурнăçлаççĕ: çут çанталăкри свалкăсене тĕп тăваççĕ, ртуть упранакан лампăсемпе усă курнă батарейкăсене пуçтарса утилизацие ăсатаççĕ, кĕрлĕ-çурлă субботниксене тухса йывăç-хунав лартаççĕ.

Артемий МЯСНИКОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *