Среда, Январь 27, 2021
Главная > Публикации > Шыв башнисене юсама 200 миллион тенкĕ уйăрнă

Шыв башнисене юсама 200 миллион тенкĕ уйăрнă

Чăваш Енре пурăнакансене пахалăхлă шывпа тивĕçтерме республика бюджетĕнче 2020 çул валли 200 миллион тенкĕ укçа пăхса хăварнă. Çак субсидипе усă курса муниципалитетсем шыв башнисемпе скважинăсене юсаса йĕркене кĕртме пултараççĕ.
Нумаях пулмасть Чăваш Енĕн Строительство министерствинче конкурса тăратнă проектсене пăхса тухнăĕ Конкурс комиссине Александр Героев министр хăй йĕркелесе пынăĕ
Проектсене утă уйăхĕн 2-мĕшĕччен йышăннăĕ Строительство министерствине 20 муниципалитет пĕрлешĕвĕнчен 273 заявка çитнĕĕ Вĕсен пĕтĕмĕшле укçа сумми 261 миллион тенкĕпе танлашнă.
Проектсене комисси балл системипе хакланă, 273 заявкăран 217-ĕшне суйласа илнĕ. Пирĕн районтан строительство министерствине 16 проект тăратнă пулнă, вĕсем пурте комисси витĕр ăнăçлă тухнă. Шыв башнисемпе скважинăсене кăçал çулталăк вĕçленнĕ тĕле юсаса йĕркене кĕртмелле.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code