Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Наци проекчĕ бизнеса пур енлĕ аталанма пулăшать

Наци проекчĕ бизнеса пур енлĕ аталанма пулăшать

«Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» Наци проекчĕ бизнес йĕркелекен усламçа унăн ĕçне кирек хăш аталану тапхăрĕнче те кирлĕ пулăшу мерисемпе тивĕçтерсе пырассипе ĕçлет.

Асăннă Наци проектне  федерацин пилĕк проекчĕ кĕрет:
— предпринимтательлĕхĕн ĕç условийĕсене лайăхлатасси;
— пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе укçа-тенкĕ енчен пулăшасси, çав шутра çăмăллăхлă финанс енĕсем патне çул уçса парасси;
— пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе хăвăрт аталантарасси;
— фермерсене пулăшса пымалли системăна йĕркелесси тата ялти кооперацие аталантарасси;
— предпринимательсен ĕçне анлă сарасси.

Наци проекчĕсемшĕн республикăри икĕ министерство яваплă

Пирĕн республикăра çак Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тата уйрăм пуçарусене пулăшса пырасси» регион шайĕнчи пилĕк проект пурнăçа кĕрет. Тăваттăшне Чăваш Енри Экономика аталанăвĕн министерстви йĕркелесе пырать, пĕриншĕн Ял хуçалăх министерстви яваплă.
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх аталанăвне пирĕн районта та пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Район администрацийĕн экономика секторĕн заведующийĕ Татьяна Смирнова пĕлтернĕ тăрăх, утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне услам енĕпе ĕçлекен 670 çынна шута илнĕ, вĕсенчен 595-шĕ — уйрăм предприниматель, 75-шĕ хресчен (фермер) хуçалăхне ертсе пырать. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа 52 усламçă тата 2 фермер регистрациленнĕ.
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх кирек хăш сферăна та ырă витĕм кÿрет. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ, туса кăларакан продукци калăпăшĕ ÿсет, налук мелĕпе хыснана хушма укçа кĕрет тата ытти те.
Районта пĕчĕк бизнес сферинче тăрăшакансен ĕçне экономикăн тĕрлĕ енлĕхĕпе хакласан çапларах ÿкерчĕк тухса тăрать. Хăйсен ĕçне йĕркелесе янисенчен 40,2 проценчĕ ял хуçалăхĕнче тимлет, 31,7 проценчĕ — суту-илÿре, 11,9 проценчĕ — строительствăра, 7,4 проценчĕ — промышленноçра, 8,8 проценчĕ ытти отрасльре хăйсен вырăнне тупнă.
Кирек мĕнле пуçару тата аталану ĕçĕнче те информаци пысăк вырăн йышăнать. Усламçăсем пурнăçран «ан юлччăр», унпа яланах «пĕр тан утчăр» тесе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен сайтĕнче «Пĕчĕк предпринимательлĕх» тата «Потребительсен рынокĕ» ятарлă баннерсем йĕркеленĕ. Вĕсене тăтăшах çĕнетсе тăраççĕ. Район администрацийĕн структура подразделенийĕсем хăйсен ĕçне пуçарма хатĕрленекенсене консультаци пулăшăвĕ параççĕ, кирлĕ документаципе тивĕçтереççĕ.

 

 

Калăпăр, çын хăйĕн ĕçне пуçарма шухăш тытнă,  анчах та вăл мĕнрен пуçламаллине пĕлмест.
Наци проекчĕ çак шухăша аталантарма, ăна кирлĕ органсенче регистрацилеме, ун валли укçа-тенкĕ тупма, каярах бизнесăн хатĕр продукцийĕпе экспорта тухма пулăшать.

 

 

Ĕçе автоматизацилесси — наци проекчĕн тĕп енĕсенчен пĕри

Районти предпринимательсем хăйсен бизнесне çĕклеме ятарлă конкурссене хутшăнаççĕ, грантсем çĕнсе илеççĕ. Ĕç вырăнĕнче çынсен условийĕсене çăмăллатас тĕллевпе автоматизаци тытăмĕ çине куçас йĕркене пăхăнса пыраççĕ. Ку енĕпе Шелттем ял тăрăхĕнче уйрăмах хастар ĕçленине палăртмалла. Унта «Пионер» агрофирма тата «МЕЛИЛОТУС» кооператив вырнаçнă. Çак асăннă предприятисене Николай Николаев ертсе пырать.
Утарта ĕç йĕркине еплерех йĕркелени вĕлле хурчĕсемпе хăйсен пурнăçне çыхăнтарман çынна та тыткăнламасăр хăвармĕ. Енчен те пыл çавăрнă чухне ытти утарсенче карас пичетне касакан, пыл çавăракан, пыла тултарса тăракан ятарлă çынсене явăçтараççĕ пулсан, Çĕнĕ Шелттемре çак ĕçе пĕр çын та çăмăллăнах пурнăçласа пыма пултарать. Станок çине тулли рамăсем пĕр енчен кĕреççĕ те тепĕр енчен пушшисем тухаççĕ. Пичетрен касса уйăрнă караса та, çавăрса илнĕ пыла та çак механизм хăех уйрăм савăтсене тултарса тăрать. Тĕрлĕ ÿсен-тăран е йывăç çеçкисенчен пуçтарса килнĕ пыла пĕр субстанцие ?крема/ куçаракан хатĕрсем икшер эрне пăтратма пултараççĕ, çак хушăра унта чечек тусанĕ, çырла, мăйăр тата ытти çимĕç хушаççĕ. Дозатор хатĕр продукцие савăтсем çине тултарса пыма пулăшать. Кун пек утарта ĕçлемешкĕн ĕмĕтленмелли кăна юлать.
Хуçалăхри пĕр ангарта тата тепĕр тĕлĕнтермĕш хатĕр вырнаçнă. Вăл фотосепаратор. Çак пысăк пахалăхлă оборудовани вăрлăха тĕсне кура уйăрать, оптикăпа пневмо- тата электроника системисем пĕр пĕрче те куçран вĕçертмеççĕ. Çавна май михĕсене пысăк пахалăхлă пулас тухăç никĕсĕ çеç тулать. Çак хатĕре ĕçлеттерме пĕр оператор çеç кирлĕ. Вăрлăха автомашина ятарлă бункера пушатнă хыççăн пĕтĕм ĕçе механизм хăйĕн çине илет. Кайран тулли миххе погрузчикăн айккине илсе лартмалли çеç юлать. Çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе пыракан хуçалăхра ĕçлес туртăм чăнласах та пысăк пулни иккĕлентермест.

Артемий МЯСНИКОВ
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code