Среда, Январь 27, 2021
Главная > Публикации > Чун хавалĕ пулсан — ватлăх чăрмав мар

Чун хавалĕ пулсан — ватлăх чăрмав мар

Ĕç коллективĕсем çамрăк специалистсемпе çулсерен тенĕ пекех çĕнелсе пыраççĕ пулин те кирек хăш предприяти-организацире те аслă ÿсĕмри çынсем пуррине асăрхама пулать. Урăхла пулма та пултараймасть. Тин çеç аслă шкултан пиçсе тухнă ĕнерхи студента професси вăрттăнлăхĕсене камăн уçса памалла-ха? Паллах, нумай çул ĕçлесе пысăк опыт пухнă наставникăн.
Журналистикăн çакнашкал «шур сухалĕ» «Канаш» хаçат редакцийĕнче те ĕçлет. Василий Лапин кăçал 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Вăл штатри корреспондент. Василий Степанович пирĕншĕн, çамрăк журналистсемшĕн, паха тĕслĕх вырăнĕнче, унтан вĕренмелли чăнласах та нумай. Вăл хаçат валли интереслĕ те кăсăклă материалсем хатĕрленипе пĕрлех Чăваш Наци радиовĕ валли те передачăсем çырма ĕлкĕрет. Унăн статйисемпе очеркĕсене республикăри пичет кăларăмĕсем те хаваспах пичетлеççĕ.
Пандемие пула ватăсене килте ларма ирĕк панăран ĕçтешĕмĕре редакцире час-часах кураймастпăр. Апла пулин те вăл пирĕнпе çыхăнăва татман. Интернет ĕмĕрĕнче, телее, килтенех ĕçлеме пулать. Василий Степанович паха тата интереслĕ материалĕсене электрон почтипе ярса парать. Çак кунсенче унпа телефонпа çыхăнтăмăр, кăткăс лару-тăрăва пула «вăрăма тăсăлнă» отпуска килте еплерех ирттернипе кăсăклантăмăр.

— Кунсерен ĕçе çÿреме хăнăхнăран чи малтанах çак изоляци режимне чун-чĕрепе йышăнма çăмăлах пулмарĕ. Яланах темĕн çитмест пек. Пытармалли çук, пушă вăхăт чăнласах та нумайланчĕ. Ăна усăсăр ирттерес темерĕм, стройка ĕçĕ пуçарма шут тытрăм. Ку таранччен çурта эпĕ вутăпа хутса ăшăтнă, кăçал çут çанталăк газĕ çине куçарас терĕм. Проектпа килĕшÿллĕн çурт çумне пристрой тума лекрĕ. Ăна хамăр ялти строительсен бригади кĕске вăхăтра хăпартса пачĕ. Халĕ газ пăрăхне котел ларакан вырăна туртса çитернĕ, хутса ăшăтмалли системăна йĕркене кĕртсе пĕтерсен пирĕн килте те «сенкер çулăм» ялкăшма тытăнĕ. Çав вăхăтрах пахча ĕçĕпе питĕ интересленсе ĕçлетĕп. Çак кунсенче виçĕ тĕп черешня, икĕ тĕп абрикос тата улмуççи хунавĕ лартрăм. Çавăн пекех персик те лартма палăртатăп. Кăçал виноград питĕ ăнса пулчĕ. Вĕсен тĕмĕсене пĕчĕккĕн хĕле хатĕрлесе пыратăп. Сирĕн пирки те манмастăп. Нумаях пулмасть хамăр ялти Иван Сергеевич Сергеев çинчен материал ярса патăм. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, 1944 çулта, Винница хулишĕн пынă хаяр çапăçура пысăк паттăрлăх кăтартнă. Тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕсенче вуласа пĕлме пултаратăр.
— Тавах, Василий Степанович, малашне те харсăр та вăр-вар пулăр.

Артемий МЯСНИКОВ
Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code