Вторник, Октябрь 20, 2020
Главная > Публикации > Çĕр çинче манăн кил, ман телей çĕр çинче

Çĕр çинче манăн кил, ман телей çĕр çинче

Паян пурнăç йĕрки, чылай чухне, еплерех йĕркеленсе пырать-ха: ял ачи шкултан вĕренсе тухать те хулана професси илме тухса каять. Ытларахăшĕ, паллах, унтах тĕпленсе пурăнма тăрăшать. Çавăнпа та-и, аслăрах ÿсĕмрисем: «Паянхи çамрăксене ним те кирлĕ мар», — тесе ÿпкелешме пăхаççĕ. Çук, паянхи çамрăксене тем те кирлĕ: вĕсем паян хăюллă, вĕсен тавра курăмĕ анлă, тем те пĕлме, курма ăнтăлаççĕ. Шкул пĕтерекен çамрăксен пысăк пайĕ аслă пĕлÿ илме тăрăшни те çакнах çирĕплетет. Харпăр ĕçне йĕркелеме те шикленсе тăмаççĕ. Хăйсен пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтаракансем те çук мар.
— Эпĕ çĕр ĕçченĕсен çемйинче çуралса çитĕннĕ. Çемьере эпир виçĕ ача: пичче Мишша, эпир йĕкĕрешсем — Маринăпа Ирина. Аттепе анне, Александр Петровичпа Людмила Геннадьевна Владимировсем, кÿршĕ ялти «Пучах» хуçалăхра фермăра ĕçлетчĕç. Эпир пĕрремĕш класа кайма пуçласан вĕсем фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕç.
Çапла майпа эпир мĕн пĕчĕкрен çĕр ĕçне хăнăхса, юратса, пĕлсе çитĕнтĕмĕр теме пултаратăп. Ачалăхри чуна та, пуçа та кĕрсе юлнă самантсем: малтанах техника çук чухне тем анлăш уйра кунĕ-кунĕпе матикпа çĕр улми таккатпăр, кĕреплепе утă пуçтаратпăр…
Ĕне сума та пĕчĕклех пуçланă эпир. Малтан эмаль курка йăтса тухаттăмăр та хамăра мĕн чухлĕ сĕт кирлĕ — çавăн чухлĕ суса илеттĕмĕр. Ирхине анне хăех сăватчĕ, каçхине вăл уйра чухне пирĕн сумаллаччĕ. Анне ĕне сума вĕрентрĕ те — вĕçне çитичченех суса çитерме пуçларăмăр. Анне пире яланах мĕнле те пулин ĕç тупса паратчĕ. Пирĕн алăсем пĕчĕклех ĕçпе хытнă. Тантăшсенчен хăш-пĕрин алли çеп-çемçе те шап-шурă пулнине кураттăмччĕ те: «Вăл çĕр çинче ĕçлесе курман, çавăнпа алли çемçе», — тесе шутлаттăм, — тет Маякра пурăнакан Марина Алексеева (Владимирова).
Марина Маякри пуçламăш, Сиккасси вăтам шкулĕсенче вĕреннĕ. Вăтам шкула ылтăн медальпе, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ. Çитĕнÿсен никĕсĕ, ман шутпа, хĕрача хăй умне çирĕп тĕллев лартса ăна пурнăçлама пултарнинче. Акă мĕнле ăнлантарать çакна Марина Александровна:
— Шкулта чухнех эпĕ хам тĕллĕн вĕреннĕ. Анне мана класри хĕрачасемпе танлаштаратчĕ: вăл лайăх вĕренет, эсĕ вара тăрăшмастăн… Тăххăрмĕш класчен чăтрăм-ха çакна, унтан йăлăхтарса-тарăхтарса çитерчĕ. Хам ума тĕллев лартрăм — манăн шкула ылтăн медальпе вĕренсе пĕтермелле! 10-мĕш класа пур предметпа та «пиллĕкпе» пĕтертĕм, 11-мĕшне те — «отличникпа», мана медаль пачĕç. Юлашки çул вĕреннĕ чухне шкула ял хуçалăх академийĕнчен килнисем агроном профессийĕ çинчен каласа кăтартрĕç. Атте те пĕрмай калатчĕ: «Вăт хамăрăн агроном пулсан ăçта мĕн акмалли, лартмаллине тĕрĕс палăртнă пулĕччĕ», — тетчĕ.
Эпĕ хама валли тăватă професси палăртнăччĕ: психолог, врач, химик, агроном. Мана ял хуçалăх академийĕ питĕ килĕшрĕ. Çĕр ĕç вăрттăнлăхĕсене ачаранах чухлани те пулăшрĕ-тĕр.
Хĕрлĕ диплом мĕн тума кирлине ăнланмарăм: тĕллев лартнă та — тÿрре кăлартăм.
Йăмăк экономист профессине илчĕ. Вĕреннĕ вăхăтра кашни эрнере яла каяттăмăр. Чун яла ăнтăлатчĕ. Хулара чуна тăвăр, тулаштарать, хăвăртрах яла çитмелле, яла…
Марина паян та яла чун-чĕ-ререн юратать. Çакă унăн кашни сăмахĕнче, шухăшĕнче уçăмлăн палăрать.
— Эпĕ ял ачи пулнишĕн мăнаçланатăп. Кунта хама ирĕклĕ, çирĕп туятăп. Тунсăх пуссан мĕнле те пулин интереслĕ ĕç шутласа тупатăп. Чечексемпе ĕçлеме питĕ юрататăп. Хамăн 30 сотăй çĕр çинче çырла, чечек ÿстеретĕп. Роза ĕрчетме питĕ юрататăп. Вĕсем паян ман 40 тĕрлĕ сорт, лилейник — 25 тĕрлĕ, гортензи, çĕр çырли (виктори) хунаттаратăп. Улма-çырла йывăççисем те лартнă эпĕ сада. Инкубаторпа чăх, хур чĕпписем кăларатăп. Хăй вăхăтĕнче ĕнесем те тытаттăм. Ачамсем те, Варьăпа Илья, пĕрмаях хам çумра. Е ăна пырса тытаççĕ, е кăна. Пĕчĕк пулин те пулăшма хăтланни савăнтарать. Вĕсем те пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿсчĕр тетĕп.
Манăн хамăрăн хулара, Канашра, хитре клумбăсем курас килет. Шел те, куçа, чуна тыткăнлакан пĕр илемлĕ клумба та çук. Ытларах хыт хура кашласа ларать. Çав петуниренех мĕнле кăна илем тума çук!
Ландшафт дизайнерне вĕреннĕ май пур çĕрте те илем курас, илем тăвас килет, — çакăн пек ĕмĕтсемпе пурăнать икĕ ача амăшĕ, çамрăк агроном Марина Алексеева.

Ирина АНДРЕЕВА
Сăн ÿкерчĕксем
çемье архивĕнчен

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code