Среда, Январь 27, 2021
Главная > Публикации > Илĕртет куçа чăваш эрешĕ

Илĕртет куçа чăваш эрешĕ

Чăваш тĕрри — асам тĕнчи.
Унта ман халăхăн шăпи,
Кун-çулĕ, савнăçĕ, хуйхи,
Мал ĕмĕтпе çут ăраскалĕ.
Çиçет хĕвел çÿл тÿпере,
Пĕтĕм тавралăх чĕрĕлет.
Чăваш тĕрри — çыруллă тĕрĕ,
Вăрттăнлăха уçма чĕнет.
Çак кунсенче Вăрман Енĕш клубĕнче «Асамлă тĕрĕ тĕнчи» курав йĕркеленĕ. Унта тĕрĕллĕ ал шăллисем, масмак-сурпан, тутăр-саппун, капăр эрешлĕ кĕпесем вырăн тупнă. Чăваш тĕрри аякранах илĕртет.
Курава Галина Манишева ĕçĕсем илем кÿреççĕ. Вĕт шăрçаран ăсталанă мăй çыххисем, тухья, капăр тумлă пуканесем, хитре тĕрĕллĕ саппунсем — пĕтĕмпех маттур хĕрарăм алли витĕр тухнă. Галина Петровна «Ăстапи» кружока ертсе пырать, фольклор ушкăнĕн тумĕсене те вăлах çĕленĕ.
Курав чăваш тĕррин тĕслĕхĕсемпе тата вĕсен пĕлтерĕшĕпе те паллаштарать. Л. Зиновьева педагог хатĕрленĕ альбомсем асамлă тĕрĕ тĕнчине, ун вăрттăнлăхне тĕпчеме чĕнеççĕ. Чăнах та, мĕн тери пуян чăваш халăхĕ! Поэт калашле, ун çĕр пин тĕррине эс куç хывăн чи телейлĕ таса туйăмпа.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code