Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Николай ГАВРИЛОВ: Çарта хăрушлăх çинчен шутламастăн

Николай ГАВРИЛОВ: Çарта хăрушлăх çинчен шутламастăн

Раççей Геройĕ Н.Ф. Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕнче Паттăрлăх урокĕ иртрĕ. Ăна Раççей Паттăрĕсен кунне халалларăмăр.

Ку паллă датăна Раççей Федерацийĕн саккунĕпе çирĕплетнĕ. Çак кун Совет Союзĕн, Раççей Федерацийĕн Геройĕсене, Çветтуй Георгий тата Мухтав орденĕсен кавалерĕсене чыслаççĕ.
Никам та паттăр пулса çуралмасть, йывăрлăхра тĕрĕс йышăну туса паттăр пулса тăрать. Кашни саманан хă-йĕн паттăрĕсем, вĕсем Тăван çĕршыва чыслăн хÿтĕленĕ, патшалăхăн историне пысăк тÿпе хывнă. Çакăн пек çынсенчен пĕри _ пирĕн шкултан вĕренсе тухнă Николай Федорович Гаврилов, Раççей Геройĕ, авиацин генерал-лейтенанчĕ.
Эпидемиологи лару-тăрăвне пула кăçал Паттăрлăх урокĕ онлайн-форматпа иртрĕ. Çак урока кашни класах хутшăнчĕ. Хисеплĕ хăнасен хушшинче Раççей Геройĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант та пулчĕ.
Класс ертÿçисем ертсе пынипе ачасем урокра Николай Федоровичăн биографине аса илчĕç. Сумлă ентешĕмĕр авиацире тивĕçнĕ наградăсем çинчен пĕлчĕç. Ăна Ленин, Хĕрлĕ Çăлтăр, «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçшĕн» 3-мĕш степень орденсемпе, Совет Союзĕн тата Раççей Фе-

дерацийĕн медалĕсемпе, «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ çар летчикĕ» хисеплĕ ятпа, «Тăван çĕршыв чиккисене хуралланă çĕрте палăрнăшăн» паллăпа 

наградăланă, «Летчик-снайпер», «Пĕрремĕш класлă летчик-испытатель» квалификаци пур.
2008 çулта Николай Федоровича «Канаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ятпа чысланă, 2009 çултанпа вăл _ Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ. 2010 çулта Н. Гаврилов генерал-лейтенант званипе отставкăна тухнă. Ун чухне вăл Раççей федераци хăрушсăрлăх службин Авиаци управленийĕн начальникĕ пулнă. Хальхи вăхăтра Николай Федорович Мускавра пурăнать, авиацирех ĕçлет, «Авиакомпания «ЮТэйр» ПАОн регионти директорĕ.
Пирĕн паттăр ентеш Раççейĕн, Чă-ваш Республикин общество пурнăçне хастар хутшăнать. Çамрăксене çарпа патриот воспитанийĕ парас ыйтăва уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Паян та айккинче юлмарĕ. Паттăрлăх урокне хутшăнчĕ. Ачасен ыйтăвĕсене хуравласа Николай Федорович хăй Янкăлч вăтам шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтсене, хăйне пĕлÿ панă, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнă учительсене аса илчĕ. «Эпĕ кĕçĕн класра вĕреннĕ чухне пирĕн хальхи пек нимĕнле компьютер та, нимĕнле гаджет та пулман. Эпир яланах урамра, уçă сывлăшра футболла, волейболла, хоккейла, баскетболла вылянă, йĕлтĕрпе те, çуран та чупнă, çавăнпа пирĕн ăрури çынсен сывлăхĕ çирĕп пулнă, — терĕ 3-мĕш классен ыйтăвне хуравласа. — Илемлĕ литература произведенийĕсемпе 6-8-мĕш классенче вĕреннĕ чухне инте- ресленме пуçларăм. Мана М. Шолоховăн «Тихий Дон» произведенийĕ питĕ килĕшетчĕ. Эпĕ ăна темиçе хутчен те вуланă».
5-мĕш класс вĕренекенĕ çар заданийĕсене пурнăçланă чухне хăрушă пулман-и тесе ыйтсан вăл çапла хуравларĕ: «Эпĕ службăра тăнă вăхăтра тĕрлĕ задача лартнă, çав заданисене манăн çарти пысăк коллективпа е хамăн экипаж йышĕпе пурнăçлама тивнĕ. Паллах, задача илсен кирек мĕнле командир та ăна мĕнле пурнăçламалли çинчен шутлать, мĕн хыççăн мĕн тумаллине палăртнă чухне экипажăн кашни саманта шута илмелле. Ку питĕ пысăк ĕç. Çак вăхăтра хăрушă-хăрушă мар-и —  шутлама вăхăт çук».
Ыйту нумай пулчĕ. Николай Федорович кашнийĕ çинех хурав пама тăрăшрĕ. Чăн-чăн Паттăрлăх урокĕ иртрĕ. Çакăн евĕр урок-калаçу (онлайн йĕркепе пулин те) пурне те ки- лĕшрĕ, шухăша ячĕ, ачасем хăйсене валли усăлли нумай илчĕç.
«Сире хăвăр ума тĕрĕс тĕллев лартма, пурнăçра тĕрĕс çул палăртма сунатăп. Тĕрĕс професси суйласа илтĕр пулсан вăл сире савăнăç кăна кÿрет. Ăнăçу сунатăп сире», — çакăн пек вĕçлерĕ сăмахне Николай Федорович.
Чăваш Ен, Канаш районĕ, Янкăлч сали тата эпир, Янкăлч шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем, хамăрăн юратнă, мухтавлă, паттăр ентешпе Николай Федорович Гавриловпа чăннипех мăнаçланатпăр. Ăна вăрăм кун-çуллă пулма çирĕп сывлăх сунатпăр.
Тăван çĕршыв Паттăрĕсен кунĕ — пирĕншĕн кирлĕ, паллă кун. Паттăрсен ячĕсене ĕмĕр асăмлă тума май парать. Эпир паттăрла ĕç туса пуç хунисене кăна мар, паян пурăнакан геройсене те чыслатпăр.

Ирина ПЕТРОВА,
Янкăлч вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *