Вторник, 23 апреля, 2024
Главная > Публикации > Хĕллехи кану — чăрăш лăсси шăршиллĕ асамлă вăхăт

Хĕллехи кану — чăрăш лăсси шăршиллĕ асамлă вăхăт

Çĕнĕ çул — чи юратнă, кăпăшка шурă юрлă, чăрăш лăсси шăршиллĕ асамлă вăхăт. Чакаç ялĕнчи ачасен хĕллехи канăвне усăллă, кăсăклă та хаваслă, нумайлăха асра юлмалла ирттерес тĕллевпе шкул тата клуб çумĕнче тĕрлĕ кружок ĕçлерĕ.
Хĕллехи каникул кунĕсене пÿртре ларса ирттермĕн паллах. Ачасем кашни кун тенĕ пекех çырма хĕрринче хавас кĕшĕлтетрĕç, ватрушкăпа кам инçерех ярăнса анассипе ăмăртрĕç. Çывăхри вăрмана йĕлтĕрпе час-часах уçăлма çÿрерĕç. Вĕçен кайăксем çинчен те манмарĕç. Хĕллехи кунсенче вĕсене апат тупса çиме çăмăл мар. Çакна шута илсе сырăшсем ăсталаса йывăçсем çине çакрĕç, кĕрпе, хĕвел çаврăнăш, шăн çу хурса пачĕç.
Урамра вылянă чухне кун иртни те сисĕнмест, шăпах çут çанталăкра ирттернĕ самантсем асра юлаççĕ те. Пĕр сăмахпа, хĕллехи кану ачасен асĕнче тепĕр каникулчченех асра юлĕ.

Светлана ВАСИЛЬЕВА,
Чакаçри культура çурчĕн ертÿçи

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *