Главная > Публикации > Мăкăр ялĕнче çĕнĕ лавкка уçăлчĕ

Мăкăр ялĕнче çĕнĕ лавкка уçăлчĕ

Чакаç ял тăрăхĕнчи Мăкăр ялĕ юлашки çулсенче туристсен юратнă вырăнĕсенчен пĕри пулса тăчĕ тесен те тĕрĕсех пулĕ. Кунта таçти тăрăхран та килсе кураççĕ. Культурăпа истори объекчĕ — Мăкăр чукун çул кĕперĕ — тĕлĕнмелле хăйне евĕрлĕхĕпе тыткăнлать. Çулла кунта халăх уйрăмах йышлă. Халĕ вара, тавралăх хĕвел питтинче тĕрлĕ тĕслĕ мерченпе йăлтăртатакан шап-шурă шупăр айĕнче тĕлĕрнĕ вăхăтра, кĕпер уйрăмах мăнаçлăн курăнать.

Мăкăрсем тăван ялне чăнласах юратни сисĕнсе тăрать. Вĕсем тавралăха илемлетес, хăтлăлатас тесе çу каçипе нумай ĕç туса ирттереççĕ: тăтăшах субботниксем йĕркелеççĕ, паттăр ентешсен асăну вырăнне çĕнетеççĕ, йывăç-тĕм лартса парк уçаççĕ. Пĕр сăмахпа — ял пуласлăхĕшĕн чунне парса тăрăшаççĕ.
Туристсене илĕртес тесен ял инфратытăмне те çĕнетмелле. Çавăнпах ĕнтĕ кĕпертен инçех мар, ял варринче, суту-илÿ лавкки туса лартнă. Ăна Çĕнĕ çул умĕн уçрĕç, ку объект мăкăрсемшĕн Çĕнĕ çул парни вырăннех пулчĕ.
Лавккана уçнă çĕре Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Валерий Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Екатерина Филиппова, Канаш райпо канашĕн председателĕ Валентина Козлова, Чакаç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виктор Максимов хутшăнчĕç, мăкăрсене ялта социаллă пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ çурт уçăлнă ятпа саламларĕç.
— Паян пирĕн районта çĕнĕ суту-илÿ çурчĕ хута каять. Канаш райповĕ пурнăçпа тан утать. Çак пулăмшăн эпир питĕ савăнатпăр. Потребительсен обществи малалла та ăнăçлă аталанса пырасса шанатпăр. Райпо тухăçлă ĕçлетĕр, тавар туянакансем йышлă пулччăр, — ырă сунчĕ райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Екатерина Филиппова.
Райпо канашĕн председателĕ Валентина Козлова та савăнăçне пытармарĕ:
— Паян пирĕншĕн питĕ пысăк пулăм — уяв тĕлне çĕнĕ лавкка уçатпăр. Çак çурт сирĕн куç умĕнче çĕкленчĕ, халĕ хăйĕн алăкне уçать. Строительсем ăна виçĕ уйăхра туса пĕтерчĕç.
Подрядчика ĕçе вăхăтра вĕçленĕшĕн пысăк тав.
Чăвашпотребсоюза, уйрăмах унăн ертÿçине Валерий Михайловича, чĕререн тав тăватăп. Пĕрремĕш хут ун патне шăнкăравларăм та: «Валерий Михайлович, Мăкăр ялĕнче лавкка тăвасшăн эпир»,- терĕм. Валерий Михайлович тĕлĕнчĕ пулĕ, анчах та пирĕн йышăнупа килĕшрĕ. Ертÿçĕсем ăнланни, пулăшни пире тата тăрăшуллăрах ĕçлеме хавхалантарать, — терĕ Валентина Васильевна.
Ял çыннисем лавккара таварсен ассортименчĕпе паллашнă вăхăтра эпĕ Валерий Павловпа сăмах пуçартăм.
— Валерий Михайлович, эпĕ астунă тăрăх, юлашки виçĕ çулта Çĕнĕ çул уявĕ умĕн Канаш районĕнче иккĕмĕш çĕнĕ лавкка уçатпăр. Хальхинче вăл Мăкăр ялĕнче хута кайрĕ. Мăкăра пирĕн районта тата республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Вăл туристсене илĕртекен вырăн пулса тăчĕ. Мĕнле кăмăлпа килтĕр паян Канаш ене?
— Çĕнĕ çул умĕн Чăвашпотребсоюз предприятин çĕнĕ объекчĕсене уçасси ырă йăла пулса тăчĕ. Тĕрĕсех каларăр, канаш районĕнче юлашки виçĕ çулта иккĕмĕш лавкка уçăлать. Хальхи вăхăтри çĕнĕ йышши оборудованипе, технологипе тивĕçтернĕ ăна. Ку объекта ялти суту-илÿ базине аталантармалли программăпа тунă.
Юлашки пилĕк çулта республикăра вĕр-çĕнĕ 140 объект турăмăр: суту-илÿ, обществăлла апатлану, çăкăр пĕçерекен предприятисем. Пĕтĕмпе çак çулсенче аталанăва 1 миллиард та 400 миллион тенкĕ хывнă. Çак укçа-тенкĕ пĕтĕмпех ял инфратытăмне аталантарма кайнă. Ял çыннисем хăтлă условисенче пурăнччăр тесе тăрăшатпăр.
Программа малалла ĕçлет. Халĕ пулас пилĕк çуллăх валли аталану программи хатĕрлетпĕр.
— Канаш райповĕн малашлăхне мĕнле куратăр;
— Ман шутпа, унăн пуласлăхĕ пысăк. Ăста ертÿçĕ, хăйĕн ĕçне лайăх пĕлет. Обществăн планĕсене, тĕллевĕсене райпо канашĕн ларăвĕнче сÿтсе явнă, Чăвашпотребсоюз вĕсене ырланă. Йывăрлăхсене пăхмасăр райпо малалла аталанать. Урăхла май çук пирĕн. Айккине пăрăнса юлсан аталану хăватне çухатма пулать.
— Ĕçре мĕне тимлĕх ытларах уйăратăр;
— Чи малтанах, ял халăхĕ тавар туянас енĕпе йывăрлăх ан куртăр, производство яланах ĕçлетĕр. Лавккара яланах хамăр тăрăхра туса илекен продукци пултăр. Паян, куратпăр ĕнтĕ, кунти лавккара Канаш райповĕн предприятийĕсенче туса кăларнă печени-пĕремĕк, пылак çимĕçсем сутăнаççĕ. Пирĕн тытăмри организацисем те Канаш райповĕ пек ĕçлеччĕр.
Каларăмăр ĕнтĕ, хамăрăн продукци пур тесе. Ку вăл кондитер, çăкăр-булка изделийĕ-
сем, пулă цехĕ. Унсăр пуçне Етĕрнери аш-какай комбиначĕ те пирĕн системăра, вăл 80 ытла тĕрлĕ кăлпасси туса кăларать, улма-çырла типĕтекен комбинатсем, çăкăр завочĕсем, пекарньăсем пур. Çак предприятисем çулталăкра пĕтĕмпе 1 миллиард тенке яхăн тупăш кÿреççĕ.
Пирĕн брендсем те пур _ «Чăваш бальзамĕ», ăна Шупашкарти эрех заводĕнче туса кăлараççĕ. Питĕ пахалăхлă продукци. «Етĕрне шăрттанĕ» Раççей конкурсне те хутшăнчĕ-ха нумай пулмасть. 17-мĕш вырăн йышăнчĕ. Хĕрлĕ Чутайри ăсла завочĕ кăларакан хурăн сĕткенĕ. Икĕ çул каялла улма-çырла сĕткенĕ хатĕрлекен цех уçрăмăр: пан улми, пан улмипе кишĕр, кавăнпа кишĕр сĕткенĕ хатĕрлетпĕр. Куратăр ĕнтĕ, вĕсем лавккари сентресем çинче те пур. Чи пĕлтерĕшли, эпир вĕсене хамăрăн чăваш çĕрĕ çинче туса илнĕ таса, пахалăхлă çимĕçсенчен тăватпăр.
— Тав сире калаçушăн, Валерий Михайлович, Чăвашпотребсоюзăн, канаш райповĕн ÿсĕмĕсем малашне те хушăнса пыччăр, сутуçисене ĕçлеме вăй-хал пултăр.

Людмила ШУРЕКОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code