Пятница, 27 мая, 2022
Главная > Публикации > Вăрçă çулĕсенчи пичет кăларăмĕ

Вăрçă çулĕсенчи пичет кăларăмĕ

Кăçал, утă уйăхĕнче, «Канаш» хаçат тухма пуçланăранпа 90 çул çитет. Çак сумлă юбилей тĕлне «Канаш» хаçат, санăн çыннусем» ярăм уçма палăртрăмăр, ку шухăша сĕнекенĕ Чăваш Енĕн физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççейĕн пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Канаш хулин хисеплĕ гражданинĕ Василий Григорьевич Иванов пулчĕ. Вăл «Канаш» хаçатăн историйĕпе тата унăн аталану çулĕпе паллаштарма кăмăл тунă çынсенчен пĕрремĕш пулчĕ, пире аса илÿ саманчĕсемпе пĕрлех хаклă сăн ÿкерчĕк- семпе те тивĕçтерчĕ. Калаçу унăн амăшĕ — Прасковья Федотовна Иванова (Федотова) çинчен пычĕ.

    Прасковья Федотовна ĕмĕр тăршшĕпех Канашри типографире тăрăшнă, унта вăл 1943 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче ĕçе вырнаçнă. Маларах, 1941 çулта, 17 çулти хĕр-упраç Кайри Ăнтавăш ялĕнче пурăнакан ытти çынсемпе пĕрле Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çĕре хутшăннă. Çав çулсем çинчен Праски аппана мăйĕ çинче юлнă суран палли ĕмĕр тăршшĕпе аса илтерсе тăнă. Пике хытă шăннипе карланкă шыççипе аптăраса ÿкнĕ, сывлăш çулĕ пÿлĕннипе сывлайми пулса ларнă. Ăна çийĕнчех пульницăна илсе кайнă, пурнăçне çăлса хăварас тĕллевпе мăйне шăтарса сывлав çулĕ уçнă.
    Вăрçă çулĕсенче типографи Чукун çул урамĕнчи йывăç çуртра вырнаçнă пулнă. Унта «Коммунизмшăн» тата «Сталин çулĕпе» хаçатсем пичетленнĕ. Вĕсен страницисенче фронтри сводкăсемпе паллаштарнă, хулапа район пурнăçне çутатнă, çыннисен пархатарлă ĕçĕ çинчен каласа кăтартнă тата ытти те. Праскине чи малтан вĕренекен пек ĕçе илнĕ, унтан набор тăвакан цеха куçарнă, линотип шанса панă, каярах переплетчицăра ĕçленĕ. Çулсерен унăн ĕç опычĕ ÿссе пынă, пултарулăхĕпе хастарлăхне кура ăста специалиста наградăсемпе премисем парса хавхалантарнă. Вăл «Ударник коммунистического труда» хисеплĕ ята икĕ хутчен илме тивĕçнĕ. Прасковья Федотовнăна «За доблестный труд в период Великой Отечественной войны», «За Победу над Германией» медальсемпе чысланă.
    Типографире тăрăшакансем вăрçă çулĕсенче тата ун хыççăнхи тапхăрта Лесная тата Театр урамĕсем хĕресленекен вырăнта вырнаçнă баракра пурăннă. Василий Григорьевич амăшĕ ĕçе ирхине çичĕ сехет тĕлне туха кайнине, кăнтăрла апата киле килсе çÿренине аса илсе каласа парать. «Вăл çур сехетре апат ăшăтса çиме, пире, ачисене апатлантарса хăварма тата ĕçе вăхăтра çитме ĕлкĕретчĕ. Питĕ ывăнатчĕ паллах. Анчах та хăйĕн тăватă ачине юратса ÿстеретчĕ. Баракра пурнăç условийĕ çăмăл пулманнине пурте ăнланаççĕ ĕнтĕ. Пÿлĕме кăмакапа хутса ăшăтмалла, тула тухма урама çÿренĕ. Çунă кĕпе-йĕме тата вырăн таврашне урамра кантра çинче типĕтнĕ.
    Ĕлĕкхи вăхăтра хаçат йĕркисене тăхлантан пуçтарнă, çак металл Прасковья Федотовнăн сывлăхне хавшатнă, вăл чирлесе кайнă. «Тăхланпа наркăмăшланни» диагноз типографи цехĕсенче малалла ĕçлессине чарса лартнă. Прасковья Ивановăна çăмăл ĕçе куçарнă, вăл типографире хурал тăма пуçланă. Василий, асли пулнă май, амăшне ĕçе ăсатса янă, унпа пĕрле çĕр выртма юлнă. Вăл кĕтесри каснă хут купи çинче çывăрнă. Вăл «тук-тук, тук-тук» сасăпа ыйха путнă, ку — каçхи смена станокĕсен сасси. Василий Григорьевич 500 килограмм таякан хутсен пысăк рулонĕсене лайăх астăвать. Рабочисем вĕсене сÿтсе станок çинче каснă.
    1974 çулта Прасковья Федотовна тивĕçлĕ канăва тухнă, мăнукĕсене пăхма пуçланă. Вăл вĕсене шашкăлла выляма вĕрентнĕ. Çак ырă кăмăллă тата тăрăшуллă хĕрарăм çитмĕл çула ярса пуссан пурнăçран уйрăлса кайнă. Амăшĕпе çыхăннă документсене тата сăн ÿкерчĕксене Василий Григорьевич тĕплĕн упрать, истори çăмхи ан татăлтăр тесе çак хаклă тупрана мăнукĕсене парса хăварма палăртать. Прасковья Федотовнăн шăпи — çав тапхăрти çынсен шăпи, вĕсем вăрçăн йывăр çулĕсене тÿссе ирттернĕ, тылра ырми-канма тăрăшнă… Эпир вĕсен умĕнче пуç таятпăр, ĕмĕр-ĕмĕр асра тытăпăр.

Ксения ЕМЕЛЬЯНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code